Владимир Алмантай

Аваллăхпа паллашма — музея

«Сувар-пулкар культури» курав ҫинчен телекӑларӑм.

Кӑмӑл тӑвакансем халӗ йӑх-несӗлсем пирки тӗплӗнрех пӗлме пултараҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче ҫак кунсенче «Сӑварпа пӑлхар культури» ятпа курав уҫӑлчӗ.

Куравра — ĕмĕрсен еткерĕ

Куравра — ӗмӗрсен еткерӗ

Ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче уҫӑлнӑ курав пирки чӑннипех ҫапла калама сӑлтав пур. Унта хутшӑннӑ ӳнерҫӗсем — Владимир Агеев, Владислав Николаев, Алексей Николаев, Юрий Ювенальев, Сергей Ювенальев, ыттисем — несӗлӗмӗрсен аваллӑхӗпе кӑсӑкланакансем ҫеҫ мар, ӑна тӗпчекенсем, ҫав еткере паянхи куна тавӑрса паракансем.
Курава пирӗн хушӑмӑртан яланлӑхах уйлӑлса кайнӑ Анатолий Миттовпа Анатолий Розов произведенийӗсене те тӑратнӑ.

Камсем эпир? Хăш йăхран?

Шел пулин те, хамӑр халӑх историне ҫуррине те пӗлсех каймастпӑр пулас эпир. Мӗншӗн тесен шкулсенче халиччен, тӗпрен илсен, вырӑс е ют ҫӗршывсен историне кӑна вӗрентнӗ пире. Сӑвар е пӑлхар ячӗсене вӗренӳ программисенче халӑхсен хутшӑнӑвӗ е Атӑлӑн вӑтам тӑрӑхӗнче ҫӗнӗ ҫӗрсемшӗн пынӑ вӑрҫӑсем ҫинчен сӑмах тапратнӑ май ҫеҫ асӑнкаланӑ.

Pages

Subscribe to RSS - Владимир Алмантай