Авалхи сувар-пулкарсен хальхи йăх-несĕлĕсем çинчен

Манӑн алӑра — Шупашкарта 1 пин экземпляр тиражпа илемлӗ ҫутӑ хут ҫине пичетлесе кӑларнӑ «Сувар-пулкарсен культури. Халӑх тӗнӗ тата ҫут тӗнчине ӑнкарни» кӗнеке. Ӑна В. В. Николаев академика халалланӑ. Авторӗсем — Юрийпе Сергей Ювенальевсем. Сӑнӳкерчӗкӗсене пирӗн ентеш — Чатукасси ялӗнче ҫуралнӑ Ю. А. Львов тата С. Ю. Ювенальев тунӑ. Кӗнеке рецензенчӗсем — искусствоведени докторӗ А. А. Трофимов профессор тата академик, медицина историкӗ, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Г. А. Алесеев профессор, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ, ЧР халӑх художникӗ В. В. Николаев. Тӑван халӑх историйӗпе культурине сӑнлакан ҫак ӗҫе авалхи сувар-пулкар халӑхӗн историйӗпе культурине тӗпчекен «Сувар» фонд пулӑшнипе ниме мелӗпе 1 пин экземпляр тиражпа Шупашкарти 1-мӗш номерлӗ типографире пичетлесе кӑларнӑ. Вӑл умсӑмахсӑр пуҫне «Сувар-пулакарсем пулса кайни», «Сувар-пулкарсен халӑх тӗнӗ», «Паллӑсем, ҫут тӗнчене ӑнкарни», «Халӑх ҫипуҫӗ — ҫут тӗнче тӗслӗхӗ» тата «Халӑх культурине ҫӗнӗрен ҫӗклесси» пайсенчен тӑрать. Усӑ курнӑ литературӑна та илсе кӑтартнӑ. «Халӑх культурине ҫӗнӗрен ҫӗклесси» пайра, акӑ, пирӗн тӑрӑхпа ҫыхӑннӑ вырӑн-йӗркесем те пур. Халӑх академийӗн членӗ, ӗҫ ветеранӗ, Пибарсово (Чатукасси ялӗнче пурӑнакан А. Г. Львова таврапӗлӳҫӗ хӑйӗн тӑван тӑрӑхӗ ҫинчен икӗ кӗнеке пичетлесе кӑларма пултарнине вуласа пӗлме пулать. Антонина Герасимовна ҫавӑн пекех XII—XVI ӗмӗрсенче пурӑннӑ ӑру пуҫарнӑ йӑхташсен капӑрлатмалли кӗмӗл эрешӗсене упраса хӑварма пултарнӑ. Вӗсемпе 117-мӗш страницӑри иллюстрацисенче паллашма пулать (сувар-пулкарсен капӑрлӑхӗсене — сулӑ, ҫӗрӗ, хупӑ — илсе кӑтартнӑ). Кӗнекене вырӑсла кӑларнӑ пулсан та, унтан чӑвашлӑх, сувар-пулкарсен культури, ытти паллисем тан тапса тӑраҫҫӗ. Вӑл, тӗрӗссипе, таврапӗлӳҫӗсемшӗн сӗтел ҫинчи яланлӑх ӗҫ пулмалла.

В. Данилов
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Ял пурнӑҫӗ