Çамрăк мăшăр ода

Тин çуралнă çамрăк мăшăр!

Çак çут куна асра тытăр,

Тăвансене ан пăрахăр,

Яланах пĕрле савăнăр.

 

Пĕрне-пĕри юрататăр —

Вăл çÿлтен панă туйăмĕ,

Иккĕн выртса виççĕн тăрăр

Чăн упăшкипе арăмĕ.

 

Нихçан пĕр-пĕрне ан манăр

Арлă-арăмлă çамрăксем,

Аçу-аннÿне тав тăвăр,

Çуратса ÿстернĕ вĕсем.

 

Йĕппе çип пек туслă пулăр,

Ывăлсем кăна çуратăр,

Куллен упранса пурăнăр,

Пуласлăх çинчен шухăшлăр.