Çутă кунхи лĕпĕшсем

Сĕм авалтан çепĕс лĕпĕшсем —

Асамат кĕперĕ тусĕсем.

Чипер тĕрĕллĕ çуначĕсем —

Хаклă йышши чулсен тĕсĕсем.

 

Ĕмĕтри-шухăшри лĕпĕшсем —

Тĕрĕсех чечексен теттисем,

Тĕсĕсемпе пĕрешкел вĕсем,

Пĕрле черченлĕ эрешсем.

 

Алмаз пек кĕтеслĕ куçĕсем

Пĕлтереç тăшман çывхарнине,

Икшерĕн вырнаçнă урисем —

Вĕçĕмсĕр ĕçлĕхлĕ тунисем.

 

Ик енчи вăрăмрах уссисем —

Ырă шăрш пĕлмелли тĕкĕсем,

Сăмсине ÿстерсе лĕпĕшсем

Ĕçеç пиçнĕ çырла сĕткенне.

 

Лĕпĕшсем илĕртеç атьсене

Вĕçсе чечекрен чечек çине,

Ача-пăча шăппăн киленсе

Йĕрлеç чиперкке лĕпĕшсене.

 

Кăнтăра вĕçтереç кĕркунне

Çемйипе пĕр тĕслĕ лĕпĕшсем.

Çĕкленсе килелле çуркунне

Çиçкĕн вĕçеç хăйсен тĕнчине.