Çарăм тăрăхĕ, Шешкел историйĕ

Кивӗ Шешкел ялӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ Шунтал районне (Самар облаҫӗ) кӗрекен Тимеш ялӗнче 2007—2008 ҫулсенче археологсем хӗрӳ ӗҫ илсе пынӑ. Вӗсем Тимеш ялӗ ҫумӗнче авалхи ҫынсем пурӑннӑ вырӑна тупнӑ. Унта археологсем тӗрлӗ япаласем: тумтир, чулран тунӑ ҫӗҫӗпе пуртӑсем, кил хуҫалӑхӗнче усӑ курмалли япаласем чавса кӑларнӑ. Ҫак вырӑна 3,5 пин ҫул ытла иккен. Ҫавӑнпа та Ҫарӑм юханшывӗ тӑрӑхӗнче ҫынсем мӗн авалтанах пурӑннӑ тесе ҫирӗплетме пулать.

Шешкелӗнче каччӑпа хӗр пурӑннӑ. Вӗсем пӗр-пӗрне питӗ юратнӑ. Каччи православи тӗнне йышӑнман пулнӑ. «Тӗне кӗмен ачана никрута илсе каяҫҫӗ, ҫӗрӗ те ҫук унӑн», – тесе сивлеҫҫӗ качча хӗрӗн ашшӗпе амӑшӗ. Ҫамрӑксем вӗсене итлемесӗр хӑйсемпе пӗр пуртӑ ҫеҫ илсе тухса тараҫҫӗ, вӑрманта кӳлӗ хӗрринче тӗпленсе пурӑнма пуҫлаҫҫӗ. Вӗсем тарса пытаннӑ вырӑна темиҫе ҫултан ҫеҫ тупаҫҫӗ. Шешкелӗнче ҫынсене ирӗксӗрлесе православи тӗнне йышӑнтарма пуҫлаҫҫӗ, шыва кӗрес теменнисем ҫак вӑрмана тараҫҫӗ. Ҫапла Ҫӗнӗ Шешкел ялӗ йӗркеленет, авалхи ялне Кивӗ Шешкел теме пуҫлаҫҫӗ.

1847 ҫулта Кивӗ Шешкел ялӗ пушанать. Хӑшӗ Ҫӗнӗ Шешкелне, чылайӑшӗ Оренбург еннелле куҫса каяҫҫӗ. Кунта тӗнсӗр пуҫне налук ӳсни те яла пушатать.

Ҫак вӑхӑтра вырӑс тӗнӗнчен тарса Кивӗ Шешкелӗнче Илюха ятлӑ ҫын тӗпленсе пурӑнма пуҫлать. Ҫакӑнтан чӑваш тӗнӗ Кивӗ Шешкелӗнче ҫӗнӗрен вӑй илсе каять. 1970-мӗш ҫулсенче ҫак ялти 100 хуҫалӑхран 47-шӗнче вырӑс тӗнне йышӑнман Илюхинсем, ыттисенче урӑхла хушаматлисем: Петровсем, Корниловсем, Липатовсем, Портновсем, Лукьяновсем тата ыттисем, вырӑс тӗнне йышӑннисем пурӑннӑ.

Чӑвашсем уйрӑм пурӑнма тӑрӑшнӑ, хӑйсен йӑхне урӑх халӑх ҫыннисене яхӑнне те яман. Кивӗ Шешкел те икӗ пая пайланнӑ: тӗне кӗнисемпе кӗменнисем пӗр-пӗрин уявӗсене хутшӑнман, туй туса та пӗрлешме юраман, масарӗ те кашнин хӑйӗн пулнӑ.

Мӗнле пурӑннӑ-ха Шешкел ялӗ XIX ӗмӗрте?

Ялта виҫӗ хапха пулнӑ. Вӗсем яланах хупӑ тӑнӑ. Ялти хуралтӑсенче 25 ҫул салтакра пулнӑ ҫынсене ҫеҫ хуралҫӑра ӗҫлеттернӗ. Вӗсем ютсене мӗн ӗҫпе килнине пӗлсен ҫеҫ кӗртнӗ. Хуралҫӑсемсӗр пуҫне ялта пушар сӳнтерекенсем те пулнӑ. Вӗсене пурне те ӗҫ укҫи патшалӑх тӳленӗ.

Илюхинсен пӗр ывӑлӗ Хресчен ятлӑ пулнӑ. Ӑна никрут туса салтака илсе каймалла тӑваҫҫӗ. Салтака каяс мар тесе вӑл улӑха тарса пытанать. Ҫарӑм тӑршшӗпе темиҫе ҫухрӑм хӑвалӑх ӳснӗ. Ҫак улӑхра Хресчен икӗ ҫул пытанса пурӑнать. Анчах та ӗмӗр тӑршшӗпе ҫакӑн пек пытанса ниепле те пурӑнма май ҫук. Хресченӗн тӗрлӗ сӑлтавсене пула тӗн йышӑнма тивет. Чиркӳре Хресчене Алюшка ят параҫҫӗ, аллине хут тыттараҫҫӗ. Салтака пухакансем тепӗр хут килеҫҫӗ: «Ӑҫта Хресчен?» – теҫҫӗ хайхискерсем. «Пирӗн ялта Хресчен ҫук, Алюшка пур», – тесе хут тыттараҫҫӗ.

Ҫапла Хресчен-Алюшка никрутран хӑтӑлса юлать.

Данил Кузьмич Ермишев, Кивӗ Шешкелӗнче учитель пулса ӗҫленӗскер, ҫапла ҫырса хӑварнӑ: «Пирӗн мӑн асатте иккӗ авланнӑ пулнӑ. Малтанхи арӑмӗнчен икӗ ывӑл та пӗр хӗр – Ахрӑм, Алексей, Плаки пулнӑ. Кӗҫӗн арӑмӗ Пикеҫ ятлӑ пулнӑ. Вӑл Николай ятлӑ ывӑл ҫуратса панӑ. Ермишевсем ҫак Николайран пуҫланса кайнӑ. Мӑн асатте Николай ывӑлӗ ҫуралнӑ хыҫҫӑн нумаях пурӑнайман, ҫӗре кӗнӗ. Пикеҫ асанне тӑван мар ывӑлӗсене лайӑх ҫурт-йӗр туса уйӑрса кӑларман пулмалла. Пикеҫӗн ылтӑнӗ те пулнӑ, ывӑлӗсем ӑна епле илесшӗн пулсан та лешӗ паман.

Ӗлӗк-авал тырӑ вырма хире ҫӗр каҫма ҫӳренӗ. Киле ват карчӑксемпе ачасем ҫеҫ юлнӑ. Пӗр каҫхине аслӑ арӑмӗн ывӑлӗсем Ахрӑмпа Алексей Пикеҫ патне килсе ылтӑнне пама ыйтнӑ. Карчӑк килӗшмен. Лешсем хӑйсене паллаттарасшӑн пулманнипе ӑна вӗлернӗ. Ялта хуралҫӑсем ҫак ӗҫ ҫинчен илтнӗ. Анчах Ахрӑмпа Алексей ял куштанӗсем пулнӑ пирки вӗсем патне хуралҫӑсем пыма хӑранӑ. Вара ҫак ял хуралҫисене, пулӑшу парайманнипе, ун чухнехи законпа Ҫӗпӗре ӑсатнӑ. Вӗлерекенсен айӑпне ҫирӗплетекен пулман, анчах ылтӑнне те вӗсем тупайман.

Плаки ятлӑ хӗрӗ Салей ялне качча кайнӑ. Ҫулталӑк иртсен тырӑ вырнӑ чух чирлӗ тесе Плаки Пикеҫ ҫуртӗнче пӗр эрне пурӑнать. Ылтӑнне шыраса тупатех, ҫемйипе Ҫӗпӗре куҫса каять. Анчах ылтӑнпа вӑл та усӑ кураймасть, вӑрласа каяҫҫӗ.

1891 ҫулта Кивӗ Шешкел ялӗнче те шкул уҫаҫҫӗ. Анчах та ял ҫыннисем ачисене вӗрентесшӗн пулман, ытларах килте ӗҫлеттерессишӗн тӑрӑшнӑ.

1895 ҫулта пуян Лявук Ҫарӑм шывне пӗвелесе арман тума шут тытать. Чӑвашсен пысӑк ӗҫ пуҫличчен тӗн йӗркине тытмалла. Ҫуркунне армана ҫурхи шыв татса юхтарса кайма пултарать. Армана инкек-синкекрен: пушартан, шывран, ҫил-тӑвӑлтан сыхлама хурал кирлӗ. Арман тӑвакансем Тӑварма ялне кайса тӑлӑх та чухӑн хӗре: «Атя Шешкелне ларма, ал ӗҫ ӗҫлеме»,– тесе улталаса илсе килеҫҫӗ. Арман вырӑнне ҫитсен хӗре арман хуралӗ пулма сӗнеҫҫӗ. Леш иккӗленет. Ҫапла хӗре хӗне-хӗне асаплантараҫҫӗ. Хӗрӗ чӑтайманнипе килӗшет. Хӗр сӑмахне каялла иличчен арман чулӗ валли хатӗрленӗ шӑтӑка чӑмтараҫҫӗ. Ҫиелтен арман чулӗпе хуплаҫҫӗ. Мӗскӗн хӗр ҫапла арман хуралҫи пулать, тискер вилӗмпе вилет. Ҫакӑ ку таврара Турра юлашки хут парне пани пулать.

Тен, тӗрӗс те тунӑ пуль чӑвашсем вырӑссен тӗнне йышӑнса? Хӑвӑрах шутласа пӑхӑр-ха, епле тискер пулнӑ йӗркесем. Кивӗ Шешкел арманӗ вара 1950 ҫулччен ӗҫленӗ. Унта гидроэлектростанци те пулнӑ. Арман ларнӑ вырӑнӗ халӗ те паллӑ.

1858 ҫулта Кивӗ Шешкелӗнче 27 кил-ҫурт пулнӑ. Унта 107 арҫын, 103 хӗрарӑм, 1882 ҫулта 54 ҫуртра 337 ҫын, 1900 ҫулта 53 ҫуртра 393 ҫын пурӑннӑ.

1916 ҫулччен чӑвашсене ашшӗн ячӗпе хушамат панӑ. Хӑш-пӗр ҫынсене паянхи кунччен Саша Гени, Вечча Валери, Эрхип Олегӗ тесе чӗнеҫҫӗ. 1916 ҫултан хушаматсене яланлӑхах ҫирӗплетнӗ.

Евгений ИЛЮХИН.
Ҫарӑмсан районӗ,Кивӗ Шешкел ялӗ.
Сувар — 2009. — Пуш, 13 (11 (793) №).