Çав кунсен çухалмĕ чапĕ

Ҫав кунсен ҫухалмӗ чапӗВӑхӑт пӗр шелсӗр малалла васкать. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче эпир Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 70 ҫул ҫитнине паллӑ тӑватпӑр. Чатукасси ял тӑрӑхне кӗрекен ялсенчен 1941 — 1945 ҫулсенчи вӑрҫа 473-ӗн тухса кайнӑ, вӗсенчен 225-шӗ паттӑрсен вилӗмӗпе пуҫне хунӑ е хыпарсӑр ҫухалнӑ. Паян пурӑнакансем 4-ӑн. Фронтовиксен асаилӗвӗсем ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани панӑ ҫӗрте калама ҫук пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Каччӑсемпе хӗрсене ентеш-салтаксен паттӑрлӑхӗпе паллаштарас тӗлӗшпе эпир 1975 ҫулта, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 30 ҫул тултарас умӗн, Чатукасси шкулӗн никӗсӗ ҫинче фронтовиксен тӗлпулӑвне йӗркеленӗччӗ. Ун чухне шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен А. Г. Львован вӑрҫӑ паттӑрӗсен асаилӗвӗсене ҫырса илсе вӗсене ӳсекен ӑру валли ятарлӑ журналта упраса хӑварас шухӑш ҫуралчӗ. Ҫав тӗллевпе Антонина Герасимовна ятарлӑ альбом йӗркелесе ячӗ. Вӑл черетпе пӗр фронтовикран теприн патне куҫрӗ. Унта пирӗн паттӑрсем хӑйсем утса тухнӑ вут-ҫулӑмлӑ ҫула тӗпӗ-йӗрӗпе ҫутатса пачӗҫ. Ветерансем хӑйсен аллипе ҫырнӑ асаилӳсем "Пирӗн колхозри вӑрҫӑ ветеранӗсем каласа параҫҫӗ" ятлӑ. Унта вӑрҫӑ ветеранӗсем ҫинчен райхаҫатра пичетленнӗ статьясем те вырӑн тупрӗҫ. Ҫулсем иртӗҫ, ентеш-салтаксен вӑрҫӑри паттӑрлӑхӗ нихӑҫан та манӑҫмӗ.

"Пирӗн колхозри вӑрҫӑ ветеранӗсем каласа параҫҫӗ" асаилӳсен альбомне А. Г. Львова куҫ харшине сыхланӑ евӗр упрать. Ӑна Антонина Герасимовнан ывӑлӗ — Ю. Львов паллӑ таврапӗлӳҫӗ редакцине ҫитерсе пачӗ. Эпир Юрий Анатольевича ӑшшӑн тав туса Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗ умӗн альбомри фронтовиксен асаилӗвӗсене райхаҫат страницисенче кун ҫути кӑтартма килӗшсе татӑлтӑмӑр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗЯл пурнӑҫӗ