Căвара кайса килни

Атăлпа Кама Пăлхарстанĕн ылтăн унки тăрăх

Июнĕн 27-28-мĕшĕсенче Шупашкарти «Сувар» ятлă наукăпа тĕпчев фончĕн ушкăнĕ несĕлсен çĕрĕ çине кайса килчĕ. Пирĕн халăхăн авалхи тăван çĕршывĕн историллĕ вырăнĕсене курса çÿреме пире фонд пуçлăхĕ Владимир Алмантай ертсе кайрĕ. Ушкăнра 15 çын. Унта наци интеллигенцийĕн представителĕсемпе çамрăксем кĕреççĕ. Çула тухас умĕн каякансем Шупашкарти залив хĕрринчи Анне-управçă палăкĕ умне тăрса несĕлсенчен пил ыйтрĕç.

КАЙРĂМĂР

Пирĕн çул çÿревĕн пĕрремĕш объекчĕ вăтам ĕмĕрсенчи Атăлпа Кама Пăлхарстанĕн малтанхи тĕп хули Пăлхар пулса тăчĕ. Универсиадăна хатĕрленекен Хусанăн пробкисенче тăрас мар тесе, çул вăрăмрах пулсан та, Чĕмпĕр урлă каяс терĕмĕр. Çапах Чăваш Республикинче те, Ульяновск облаçĕнче те аслă çула сарса юсанине пула, хăш-пĕр тĕлте чарăнкаласа хирĕç килекен транспорта ирттеркелесе яма тиврĕ. Чĕмпĕрте Атăл урлă çĕнĕ кĕперпе хăвăрт каçса кайрăмăр. Унтан — сулахаялла, Тутарстан енне. Кунта асфальт йĕркеллех.

ПĂЛХАР

Шупашкартан унта 5 сехетре çитрĕмĕр. Пăлхарти патшалăх историпе архитектура музей-заповедникне кĕрсе директорĕнчен Сăвар хулашĕ патĕнче (унăн çĕрĕсем заповедникăн филиалĕ шутланса тăраççĕ) чулран тунă асăну палли лартма ирĕк илсе тухрăмăр. Унтан Пăлхарта маларах пулман çынсем валли экскурси ирттертĕмĕр. Кунта халĕ те археологи тĕпчевĕсем пыраççĕ. Атăлăн çÿллĕ çыранĕ патне килсе Дмитрий Мадуров скульптор лартнă чул палăк умне тăрса ваттисене асăнтăмăр. Палăкран инçех мар мăнаçлă, ылтăн тăрăллă кермен туса лартнă. Туристсен схеминче ăна «922 çулта Атăлçи Пăлхар хăй ирĕкĕпе ислам йышăннă ятпа лартнă асăну палли» тесе палăртнă. Унта тĕнчере чи пысăк Коран кĕнекине вырнаçтарнă.

Укăлча хапхи витĕр музей-заповедникăн тĕп пайне кĕтĕмĕр. Хура палатăна, чиркÿ пулнă çуртри музей экспозицине куртăмăр. Унта этнографи уйрăмĕнче кĕленче витрина хыçĕнче чăваш хĕрарăмĕн ĕлĕкхи кĕпи çакăнса тăрать, кăкăрĕ тĕлĕнче эрешсем. Кĕпе айне çăпата хунă. Курса çÿремелли нумай. Çĕр айĕнче авалхи лаптак кирпĕче еплерех хунисем те, сувенир лавккисем те пур. Астăватăп, маларах, Пăлхар ялĕ çумĕнче пысăках мар турист бази пурччĕ. Ун вырăнне халĕ палаткăсенчен тунă турист лагерĕ ларать. Кăшт инçетрех шурă тĕслĕ мечĕт тата ытти çĕнĕ объектсем курăнса тăраççĕ. Заповедника кĕнĕ çĕрте çÿллĕ йывăç хапха туса лартнă.

СĂВАРТА

Сăвара илсе каякан çулпа пыратпăр. Указательсем çине «Сувар» тесе çырни те курăнмасть. Енчен те эсир унта маларах пулман пулсан, шыракан вырăна çитме сире йывăр пулать. Эпĕ ку вырăнсене иртнĕ çул çÿревсемпе пĕлетĕп те, çавăнпа водителе çул кăтартса пыратăп. Акă кирлĕ ял, Кузнечиха ятлă вăл. Чиркĕвне большевиксен вăхăтĕнче аркатнă. «Сувар» музейĕ патне çывхаратпăр. Унăн заведующийĕпе Нинель Садриевăпа телефонпа çыхăнатпăр. Кун вĕçленсе пырать. Хирĕçре вырнаçнă çурт умĕнче «К-700» трактор тăрать, ун алăкĕ çине «СХПК Хузангаевский» тесе çырса хунă. Элкел районĕн чикки кунтан инçе мар. Заведующи килсе çитсе маларах купса лавкки пулнă кирпĕч çурта уçса пире музее илсе кĕрет. Шалта таса. Наука литератури нумай, «Сувар» хаçат та пур. Кĕленче витринăсем айĕнче хулашра тупнă тĕрлĕ хатĕрсем, ванчăксем упранаççĕ. Аван сĕтелсем.

– Ку спонсорсен парни, — тет Нинель Садриева, — тата ытларах пукансем пулсанччĕ, эпир ун чух наука конференцийĕсене ирттерейнĕ пулăттăмăр. Тепрехинче илсе килме тăрăшăр.

Пирĕн ялшăн мĕнле экскурсантсем те кĕтнĕ хăнасем. Эпĕ пурне те савăнăçлăн кĕтсе илетĕп. Анчах пирĕн пата ытларах энтузиастсем çеç килеççĕ. Хăшĕсем çула май машинăсемпе, хăшĕсем малтан аташса çÿренĕ хыççăн. Кашнинех «Сăвар Паттăрĕ» ят пама пулать, — шÿтлет заведующи. — Ун пек медаль кам туса парĕ-ши?

Малалла вăл пире Сăвар çĕршывĕ тата унăн тĕп хули çинчен каласа парать. XIX ĕмĕрте хулаша шырас ĕçе Марджани тĕпчевçĕ пуçăнать. Вăл хулаш вырăнне тупса палăртать.

– Маларах хула вырăнне сухалатчĕç, акатчĕç… Эпĕ чартартăм. Ертÿçĕсен кабинечĕсем тăрăх çÿресе ÿкĕтлерĕм, ĕнентертĕм. ТР культура министрĕ таранччен çитрĕм. Музее тытса тăма укçа-тенкĕ самай кирлĕ. Пирĕн наука ĕçченĕн ставкине тĕп музее куçарчĕç. Хăш чух кирлĕ хатĕрсене хам шалуран туянма тивет.

Сăвар лапамра вырнаçнă, хĕлле шартлама сивĕсем пулкалаççĕ.

ХУЛАШРА

Эпир Сăвар хули пулнă тĕлте асăну чулĕ вырнаçтарасшăн. Музейран тухса сăн ÿкерĕнетпĕр. Тусан тустаракан çил тухрĕ. Хĕвел тухăç енчен çумăр пĕлĕчĕсем капланаççĕ. Нинель Садриева иккĕленет: «Халь, тен каймалла та мар? Хирте çумăр айне лексен? Ырана хăварар мар-и?» Анчах Алмантай çине тăрать: «Çумăр хыççăн унта йĕпе çулпа кĕрейместпĕр, чулĕ вара йывăр. Халĕ каймалла».

Теветкеллĕрех те, çапах, килнĕ пулсан ĕнтĕ… Ыран вĕт малалла каймалла. Асфальтран анса хир тăрăх каятпăр. Хулаш хĕрринче косилкăпа утă çулнă сасă илтĕнет. Хĕветĕр Мадуров йывăçран касса тунă юпасем енне пăрăнатпăр. Вĕсене 1990 çулсен варринче чăваш çамрăкĕсен «Сăвар» пĕрлешĕвĕ вырнаçтарнă. Йĕри-тавра симĕс курăк ÿсет, инçех мар шурă хурăнсем. Хулаш хÿмин тул енчи варĕ халĕ те тарăн. Пин çул иртсен те çаплипех тăрать. Пĕлнĕ вĕт пирĕн несĕлсем хÿтĕленме! Анчах 1236 çулта Сăвар хули умне вăл вăхăтра тĕнчери чи вăйлă çар стена çĕмĕрекен хатĕрсемпе килсе тăнă…

Пирĕн çирĕп каччăсем 10 пăт таякан çутă гранит чула вар урлă йăтса каçарчĕç. Шăтăк алтса хамăрпа пĕрле илсе килнĕ щебенкăран, тимĕр рамăран фундамент хатĕрлеççĕ. Ун çине мрамор чула вырнаçтараççĕ. Чул çинче çапла çырни пур: «Сувар. Ту ырă». Юнашар шăпапа килĕшĕве пĕлтерекен руна палли, тепĕр енче çĕрпе пĕлĕт пĕрлешнине пĕлтерекен паллă. Сархан чĕрĕ раствор çинче чĕрсе çырать — чула вырнаçтарнă çул — 2013.

Хумхануллă самант. Алмантай Валем хуçа фончĕн активистне Семенова спонсорла пулăшу панăшăн тав тăвать. Вăл çак чула ятарласа Кăнтăр Уралтан, Оренбург облаçĕнчен илсе килнĕ. Палăка лартса пĕтертĕмĕр те пĕлĕтсем самантрах сирĕлсе çухалчĕç. Пире кунта Турă янă!

– Хальхи çамрăксем хăйсен авалхи тымарĕсене пĕлмеççĕ. Çакă вĕсем хăйсене мĕнлерех тыткаланинчен сисĕнет. Ашшĕ-амăшĕсем вĕсене хăйсен несĕлĕсемпе, мухтавлă историпе мăнаçлантармаççĕ, — каласа парать Арслан ятлă художник. — Ачасем тăван чĕлхерен, ашшĕ-амăшĕнчен, аслашшĕ-асламăшĕнче н вăтанаççĕ… Кунта эпир тивĕçлĕ ĕç турăмăр. Вăл чунра нацилле мăнаçлăх çуратать, тивĕçлĕхе çирĕплетет.

Чул айне çăкăр, вак укçа хуратпăр. Аслă ăрăва асăнса лартнă паллă пире пулăшса пытăр, çĕнĕ вăй хуштăр.

– Чул кÿлепипе чĕрене аса илтерет, вăл Сăвар чĕри пулса тăтăрччĕ, — тет Нинель Садриева.

Каялла таврăннă май çĕр çырли пуçтаратпăр, кунта пĕрремĕш хут килнисем асăнмалăх чÿлмек катăкĕсем пухаççĕ.

ПŸЛЕР

Пире çĕр каçма пĕр çуртра вырнаçтарчĕç. Ялти «хăна çурчĕн» ячĕ кăна… Ирхине 6 сехетре тăрса малалла каятпăр, Пÿлер енне. Çул тÿрĕрен мар, пăрăнкăçлă. Вырăс летопиçĕсенче Пÿлере «Аслă хула» тесе асăннă, монголсем тапăнса килнĕ вăхăтра вăл Пăлхар патшалăхĕн тĕп хули пулнă тесе çирĕплетекенсем нумай. Унта çитсе таса та хăтлă столовăйра апатлантăмăр. Ун хыççăн Валем хуçа çăлĕ патне çул тытрăмăр. Чăвашсем çапла калаççĕ çак вырăна, вырăссем «Святой ключ» теççĕ. Кĕçĕн Çарăмсанăн сылтăм çыранĕ енчи ту айĕнче вăйлă çăл тапса тухать. Унпа нумай юмах-легенда çыхăннă. Çÿлерех, ту çине хăпарсан чăваш киремечĕн вырăнĕ пур. Унта маларах çиçĕм çапса ĕнтнĕ юман пурччĕ, чăваш ĕненĕвĕ тăрăх, Турă паллă тунă йывăç. Халĕ унăн тымарĕ кăна сыхланса юлнă. Çывăхра Чăваш çамрăкĕсен «Сăвар» пĕрлешĕвĕ юпа лартнă. Ăна çак вырăна ырлăх ыйтма килекенсем тутăр татăкĕсемпе çыхса пĕтернĕ, ку хĕвел тухăç енчи халăхсен йăли. Хамăр йăласемпе ваттисене асăнатпăр.

«Татнефть» подразделенийĕсем 1997 çулта ку территорие хăт кĕртнĕ хыççăн Валем хуçа вырăнĕ самай илемленчĕ. Халĕ çĕнĕ музей туса лартнă кунта, ландшафтлă дизайн ĕçĕсем пыраççĕ.

Калаçса татăлнă тăрăх, пирĕнпе тĕлпулăва вырăнти тавра пĕлÿçĕ Александр Гайнуллин килет, вăл Шеме ялĕнчен. Александр Петрович çак вырăн, таврари чăваш ялĕсем, йăласем çинчен интереслĕ каласа парать. Каярах Аксу районĕнчи чăваш центрĕн пĕрремĕш председателĕ Роза Чентаева килсе çитрĕ. Роза Николаевна та пирĕнпе пĕрле ваттисене асăннă çĕре хутшăнчĕ. Эп Шемери тăвансене тĕл пултăм, ыттисене салам каласа ятăм.

Пирĕн активистсем сиплĕ шывпа çăвăнма кайрĕç. Çăлкуç патĕнче ăçтан кăна килнĕ çын çук! Украинăран килнисене те куртăмăр. Александр Гайнуллин пире хитре павильонра хăналарĕ. Алмантай тавра пĕлÿçе «Сувар» ятлă наукăпа тĕпчев фончĕн хисеп паллине парнелерĕ. Хамăр несĕлсем çинчен калаçрăмăр. Пĕрле сăн ÿкерĕнтĕмĕр.

Роза Чентаева пире тепĕр сăваплă вырăна курма чĕнет. Аксу районне кайрăмăр.

ТĂВАН ЕН

Акă ман тăван вырăнсем — Чистай тата Аксу районĕсем, Кĕçĕн Çарăмсан тата Саврăш юхан шывĕсем. Ачаран палланă ялсем çумĕпе иртсе каятпăр. Шел, çумĕпе кăна. Кивĕ Саврăш ялĕн çывăхĕнчи арабла çырнă чул юпасене пăхма чарăнтăмăр. Роза Николаевна вăрманти пÿртсем енне кăтартать — Акташ ялĕ. Аксуран тухса Кĕçĕн Сĕнче урлă каçрăмăр. Вăрман çумĕнчи çулпа пыратпăр. Çумăр хыççăн микроавтобус лупашкасенче путса ларма пултарать, çуран утатпăр. Чентаеван «девятки» ним мар иртсе кайрĕ. Акă умра Меречен вырăнĕ те уçăлчĕ.

МЕРЕЧЕН

Вăрман çывăхĕнчи илемлĕ вырăнта вырнаçнă авалхи Меречен хули те монголсем аркатнă хыççăн çĕнĕрен çĕкленеймен. Хальхи вăхăтра инçех мар Меречен ятлă пĕчĕк ял пур. Эпир килсе çитнĕ вырăна та нефтяниксен çăлкуçсене тирпейлес программипе йĕркене кĕртнĕ. «Изге чишмэ», «Святой родник» тесе çырса хунă кĕнĕ çĕрте. Чăвашсем ăна «Кăмака çăлĕ» теççĕ. Мĕншĕн апла каланине пĕлекен çук. Хăт кĕртнĕ комплекса хирĕç пĕр тонна çурă таякан чул çине чăвашла «Туррăмăра тав» тата «Аллага рэхмэт» тесе çырнă. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, ку палăка Тутарстан чăвашĕсен Шупашкарти «Пăлхар» ентешлĕхĕн вăйĕпе вырнаçтарнă.

Çăлкуçран инçе мар киремет вырăнĕ пур. Кунта таврари чăвашсем пухăнса ĕлĕкрен Аслă кĕлĕ ирттернĕ. Роза Николаевна пире ун патне илсе пырать. Çак вырăн чи пысăк аслă кĕлĕ тĕлĕ шутланнă. Çакăнта та бетон плита çинче пысăк чул выртать. Ăна та Николай Угаслов ертсе пыракан Шупашкарти ентешсем илсе килсе лартнă. Çывăхра аçа-çиçĕм çапса тăррине çунтарнă йывăç, ун çине тĕрлĕ тĕслĕ хăюсем çыхса хăварнă. Вырăнти çынсем ваттисене апатпа асăнчĕç, эпир те хутшăнтăмăр.

Каялла кăмака çăлĕ патне таврăнса шыв ĕçрĕмĕр, алă-урасене çуса кантăмăр. Шупашкара Чистай тата Алексеевски урлă Хусан çумĕпе таврăнтăмăр. 6 сехет кайрĕ çул çине, вĕсенчен пĕр сехетне Хусан çывăхĕнчи пробкăра ирттертĕмĕр. Мĕн тăвăн, Универсиада, пур çĕрте те çулсене якатаççĕ. Çапла икĕ кунра 1100 километр хутларăмăр.

Çăлкуçhttp://suvar.su/5359.html

Сувар, 27 (1017) №