Хаклă чулсем

Алмаз хĕрÿллĕ, янкăр тăрăллă,

Хĕвел çуттинчен шăп аталаннă,

Ялкăшать çутă пайăркисемпе,

Куç вăйне вăрттăн илсе çиçĕм пек.

 

Бриллиант çĕкленÿллĕ йăлтăркка,

Тикĕслесе кĕтесленĕ алмаз,

Мăнаçлă йăлкăшать тĕрлĕ тĕспе —

Асамат кĕперĕ тĕсĕсемпе.

 

Корунд пуринчен хаклă-хытă чул,

Тахçанхи якатмалли наждак вăл,

Корундăн йăмăх тĕслĕ йышшисем:

Хĕрлĕ рубин, кăвак сапфир чулсем.

 

Хĕрлĕ рубин ытарайми чаплă,

Савнă чулсенчен тулли асамлă,

Илĕртет тивĕçлĕ çулăмĕпе,

Çĕнтерсе тĕсĕн çăралăхĕпе.

 

Юмăçсен хисеплĕ хĕрлĕ рубин —

Вут-хĕмлĕ драконăн юн муклашки,

Илсе килнĕ ăна Европăна

Аслă полководец Македонский.

 

Кăвак сапфир витĕмлĕ кăмăллă,

Тĕплĕ çĕнтерÿллĕ — асамăçлă,

Килентерет кирек хăш эрешре

Кăваккăн чечексен тĕрлĕлĕхпе.

 

Ĕлĕкхи Египет чÿк пуçĕсем

Çакса çÿренĕ паха сапфирсем.

Библи тĕлĕшпе Соломон патшан

Пичетĕ пулнă кăвак сапфиртан.

 

Утмăлкка тĕслĕ сапфир хÿхĕмлĕ,

Йăлтăртатать илĕртсе çăлтăр пек.

Сапфир Корольсен вĕçсĕр символĕ,

Тÿрĕлĕх, çĕнтерÿ, власть паллисем.

 

Изумруд чакăр симĕс хĕлхемлĕх,

Ытти черчен чулсенчен капăрлăх,

Çынна телей кÿрекен илемлĕх.

Изумруд тĕрĕслĕхпе паллăрах.

 

Изумруд хĕрлĕхе упраканĕ,

Шăрçа хуçисен ырă канăçĕ,

Пуянлăха та илĕртекенĕ,

Тунсăха салатса яраканĕ.

 

Мономах çĕлĕкне эрешлесе

Рубин-изумрудпа венчетленĕ

Российăри пĕтĕм патшасене

Пĕрремĕш Петр патшана лариччен.

 

Ĕлĕкхи ювелир çак чулсемпе

Ылтăнран тунă мăй çыххисене,

Чиперлетнĕ куçлă çĕрĕсене

Çакса çÿренĕ патша майрисем.

 

Библи çирĕплетсе каланипе

Моисей хăйĕн вунă халалне

Касса тĕрленĕ корунд пĕрчипе

Лазурит татăкĕсем çийĕнче.