Хăмăртарах сăрă тĕклĕ çерçи

Кил-çуртри хăмăр çерçи

Каймасть кăнтăра вĕçсе,

Тухсан картишне кил хуçи

Сикет хитрен чĕвĕлтетсе.

 

Шартлама сивĕ хĕлле

Пытанать хÿтте ларса.

Парăр-ха кĕрпине сапса

Сырăш çине çакса çÿле.

 

Çурхи ăшă кунсенче,

Сарă хĕвел çуттинче

Чĕвелтетеç ял çерçисем

Пÿрт çумĕнчи тĕм çийĕнче.

 

Вăйлă аçи çĕнтерсе

Теприне кĕрешÿре,

Канать лăпкăн чĕриклетсе

Амийĕ çумне тĕршĕнсе.

 

Пахчара юр ирĕлсен

Ĕçлеç хуçапа пĕрле.

Хăйсен йышлă чĕпписене

Ÿстереç çитерсе куллен.

 

Çерçи ялта пурăнса

Илĕртет кашни çынна,

Чĕвĕлтетет хитрен сиксе

Чипер тĕсĕпе илĕртсе.