Илемлĕ нăрă скарабей

Ĕлĕкхи Египет скарабей нăрра

Ырланă чăмăр унама пĕлнĕшĕн,

Çак чамăра хĕвеле май тĕртнĕшĕн,

Тăрăшса Турăсен халăх чапĕшĕн.

 

Хушса юрламалли:

Пехетлĕ скарабей, илемлĕ нăрă.

 

Ювелир ĕçĕ малтанах тытăнать

Скарабей нăрă сăваплă сăнĕпе,

Ăшшăн юратса Египет илемне,

Пирамида, Фараонсен çĕршывне.

 

Хушса юрламалли.

 

Ĕçе юрăхлă е хаклă чулсенчен

Тунă нăрă кĕлеткисем, теттесем,

Çакса çÿремелли хаклă эрешсем,

Амулетсем, пичетсем, эмблемăсем.

 

Хушса юрламалли.

 

Луксор çумĕнчи Чиркÿллĕ Карнакра

Ларать тернек çинче чуллă скарабей

Сыхласа Нил çумĕнчи сфинксен çĕрне,

Чи ĕлĕкхи Египет историне.

 

Хушса юрламалли.