Картишĕнчи çерçи

Çерçи пĕчĕк пулсан та —

Вăл хуралçă картишре,

Чĕвĕлтетет ют çын пырсан

Чĕнсе кил хуçине пÿртрен.

 

Çерçи кушака курса

Вĕçет пăрлатса çÿле.

Йытă ÿплере çывăрса

Çĕклет ик хăлхине пĕрле.

 

Кушак патне çывхарса

Какăлтатать хур аçи,

Çунатсене кăштах сарса

Тăсăлать мăйĕ хăратса.

 

Автан çунатне çапса

Авăтать чĕвен тăрса.

Кушак хурине пусарса

Чупать пахчана васкаса.

 

Çерçи — шăпчăк тăванĕ,

Вăл хуралçă картишре.

Шăпчăкпа çерçин пĕр сăнĕ,

Сасси янрать ирпе-ирех.