Кĕркунне

Çăлтăрла тÿпе каçхине

Таврана кăвак тĕс парать.

Уйăх хăпарса кĕркунне

Çĕр çине кармашса пăхать.

 

Çырма хĕррипе çуталса

Кукăр-макăр сукмак каять.

Хĕвел тухăçне васкаса

Мĕлкесем хăварса чупать.

 

Карчăк вĕттĕн-вĕттĕн пусса

Ÿсĕрсе туяпа пырать,

Каçхи шурăмпуçа пăхса

Вăхăтран-вăхăта канать.

 

Ÿпре пĕлĕт пек явăнса

Хăлха патĕнчех çĕрленет.

Мулкач хÿтĕлĕх шыраса

Вăрман еннелле сиктерет.

 

Упа лĕпĕшĕ курăнса

Сукмак çине вĕçсе тухать,

Чечексен хушшинче ларса

Çара çерçирен пытанать.

 

Тăмана çĕрле хăратса

Вăрман айĕнче ÿхĕрет,

Кайăк-кĕшĕке сăнаса

Сунара шăпланса вĕçет.

 

Уйăх кĕркунне хăпарса

Çĕр çине кармашса пăхать,

Уй-хир урлă каçасси мар

Ĕмĕр çыхăнса тайăлать.