Кĕмĕл каç

Саншăн килчĕ каç, маншăн килчĕ каç,

Кĕмĕл тĕс анать тÿперен.

Хăвăртрах ларса, савнă тусăм, каç,

Эп кĕтеп сана чĕререн.

 

Пурнăç кĕмĕлĕ, пурнăç ылтăнĕ

Кĕçĕр каç, савни, пирĕнпе.

Сулахайĕ эс, эпĕ сылтăмĕ,

Çул хывар тĕнче варрипе.

 

Пулĕ пурнăçĕ, пулĕ йăнăшĕ,

Пĕтĕмпех пайлар çурмалла.

Йыхăрать пире ĕмĕр анлăшĕ,

Ун вĕçне пĕрле тухмалла.

 

Ан хăра, савни, ан шиклен, савни,

Ан шыра ултав куçăмра.

Эп сана савни, эс мана шанни —

Кĕçĕрхи вĕри ытамра.