Куравра — ĕмĕрсен еткерĕ

Куравра — ĕмĕрсен еткерĕÇак кунсенче Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче уçăлнă курав пирки чăннипех çапла калама сăлтав пур. Унта хутшăннă ÿнерçĕсем — Владимир Агеев, Владислав Николаев, Алексей Николаев, Юрий Ювенальев, Сергей Ювенальев, ыттисем — несĕлĕмĕрсен аваллăхĕпе кăсăкланакансем çеç мар, ăна тĕпчекенсем, çав еткере паянхи куна тавăрса паракансем.

Курава пирĕн хушăмăртан яланлăхах уйлăлса кайнă Анатолий Миттовпа Анатолий Розов произведенийĕсене те тăратнă.

Пысăк çак тĕл пулăва йĕркелеме сăлтав та пулнă: ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Юрий Ювенальев çуралнăранпа 65 çул çитнĕ, Паллă ÿнерçĕ юбилей тĕлне çĕнĕ картинăсем çеç мар, сумлă кĕнеке-альбом та — «Культура суваро-булгар. Этническая религия и мифологические представления» — хатĕрлесе кăларнă /ывăлĕпе Сергейпе/.

Мăн-мăн асаттесемпе асаннесен, кукаçисемпе кукамайсен пурнăçне «Сувар» фонд ертÿçи Владимир Алмантай тавра пĕлÿçĕ те тĕпчет. Музейри уяв тĕлне вăл та кĕнеке-альбом, «Культура суваро-булгар. Философия символов монет и украшений» ятлăскер, пичетлесе кăларнă. Шăпах çав кăларăмсемпе паллашма май пулчĕ те.

Курава çавăн пекех сăвар-пăлхарсен ĕç мелĕпе пурнăçланă ювелир искусстви те илем кÿчĕ. Вĕсен авторĕсем — Владиславпа Алексей Николаевсем, Геннадий Максимов. Декораципе, хушма искусство енĕпе Аксар Сĕрмек тата Арăслан Николаев палăрчĕç.

Аваллăхран килекен пуянлăхпа паллашас текенсен йышĕнче ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов та пулчĕ. Вăл юбиляра тата курава хутшăннă пур ÿнерçĕне тав сăмахĕ каларĕ. «Çакăнти кашни япалан, ĕçĕн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Вĕсем пире, уйрăмах çитĕнекен ăрăва, чăвашлăха туйма, курма пулăшаççĕ», — терĕ Вадим Петрович.

ЧР Художниксен союзĕн председателĕ, Раççей халăх художникĕ Ревель Фёдоров курав хăй евĕрлине, унăн пĕр пĕтĕмĕшле тытăмĕ чăваш культурипе, йăли-йĕркипе, тĕнче курăмĕпе çыхăннине палăртрĕ. Искусствоведени докторĕ Алексей Трофимов курава хутшăннă кашни ÿнерçĕ ĕçне тивĕçлĕ хак пачĕ, сăвар-пăлхарсен капăрлăхĕпе укçин философи пĕлтерĕшне палăртрĕ.

Сăмах илекенсем татах пулчĕç. Вĕсен шухăшне пĕр тĕвве пухса çакăн пек пĕтĕмлетÿ тума пулать: пирĕн халăх, чăваш е пăлхар, е сăвар тетпĕр-и ăна, авалхи. Вăл хăйĕн культурине, йăли-йĕркине, тĕнне, тĕнче курăмне пĕрчĕн-пĕрчĕн пин-пин çул пуçтарнă, туптанă, упранă.

Куравра халăх юрри-кĕвви те янăрарĕ. Чуна пырса тивекен çаврăмсене шăрантараканĕ — Елчĕк районĕнчи Тăрăмри Евдокия Каширина ертсе пыракан «Алмантай» фольклор ушкăнĕ.

Надежда Смирнова.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.