Мĕншĕн чăваш, сувар мар?

Чӑвашсен несӗлӗсемпе ҫыхӑннӑ кӗнекесене вуланӑ хыҫҫӑн Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗнче пӗрлешнӗ тӑватӑ йӑхра вӑйлисем иккӗшӗ пулнине ӑнлантӑм: пӑлхарсем (булгарсем, кочевниксем) тата суварсем («шыв ҫыннисем», кочевниксем мар).

Чӑваш историйӗ пуҫланни

Ҫӗнӗ истори тапхӑрӗнче («новая история») чӑвашсем ӑҫта ӗрчесе ытти ҫӗрелле куҫни ҫинчен ҫырнисене вулатпӑр. В.Дмитриев историк И.Я.Яковлев ҫуралса ӳснӗ яла камсем никӗслени ҫинчен темиҫе хут пичетлерӗ. Ҫавал тата Енӗш тӑрӑхӗнчи Кушкӑ общининчи ялсенче (вырӑсла ячӗсем: Тиньговатово-Кошки, Байгеево-Кошки тата ытти те) ҫынсем нумайланнипе акмалли ҫӗр сахал пулнӑ. Ушкӑнпа ҫӗнӗ вырӑна куҫса Тӑвай таврашӗнче (Чӑваш Ен) тӗпленнӗ, кайран кӑнтӑралла куҫса Кӑнна Кушкине никӗсленӗ.

Ҫемен Элкер Кушлавӑш тенӗ вун икӗ ял общини (Хапӑс, Хӑмпуҫ тата ытти те) мӗнле пуҫланнине тӗпчесе «Кушлавӑш уйӗ» очерк ҫырнӑ. Ҫавал варринчи (Атӑла юхса тухнӑ тӑрӑхри) ялсенче халӑх ӗрчесе кайнӑ та, ушкӑнпа ирӗк ҫӗрелле, вӑрманлӑ вырӑна куҫса «Хӗн-хур айӗнче» поэмӑра ҫырса кӑтартнӑ ялсене туса лартнӑ.

Ухсай Якӑвӗн кун кӗнекинче (03.12.1980 ҫ.) ҫырнӑ сыпӑкне («Ялав», 1998, 3) вулатпӑр: «Ҫирӗммӗш ҫулсенче кунта (Пушкӑрт енӗ – Р.И.) Старак ялӗнчи (Ҫӗрпӳ р.) чӑвашсем куҫса килнӗччӗ, Соловьевка поселок турӗҫ...»

Вӑрҫӑччен Чӑваш ҫӗрӗнчи пысӑк мар хуласенче вырӑссем пурӑнатчӗҫ, чӑвашсем сахалччӗ.

Ҫавал, Енӗш тӑрӑхӗнчи, ҫывӑхри Атӑл хӗрринчи ялсенче йыш хушакан чӑвашсем ӗмӗрсен тӑршшӗнче ҫӗнӗ ҫӗрелле, ытларах кӑнтӑр тата тухӑҫ еннелле куҫнине, паллах, пӗр актлӑ ӗҫ-пуҫ тесе ӑнланмалла мар. Унашкал юхӑма ӑру хыҫҫӑн ӑру иленнӗ. Хирӗҫле факта, камсем тата хӑҫан Ҫавал, Енӗш тӑрӑхне, ҫывӑхри Атӑл хӗррине йышлӑн килсе вырнаҫни ҫинчен Ибн-Фадлан кӗнекинчен пӗлетпӗр.

Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн патши Пӑлхар йӑхӗн пуҫлӑхӗ Алмуш чӗннипе Багдадран мӑсӑльман тӗнне кӗртме 922 ҫулта мисси килсен, ку тӗне сувар йӑхӗ йышӑнасшӑн пулман. Вӑтам Атӑл тӑрӑхне те суварсем пӗрлӗхне, тӗнне, йӑли-йӗркисене упраса, Багдад халифачӗн экспансийӗ вӑйланса, мӑсӑльман тӗнне сарса ют йӑх территорийӗсене ҫар вӑйӗпе тытса илме тапратсан куҫса килнӗ. Вырых (Вырыг) ертсе пынӑ суварсен пысӑк ушкӑнӗ Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗнчен куҫса каять. Ку ушкӑнра пилӗк пин ҫын пулнӑ тесе ҫырнине эпӗ вуланӑччӗ. Ӑҫталла ҫул тытмаллине вӗсем тӗрӗс пӗлнӗ. Мӗншӗн тесен ку патшалӑхра суту-илӳпе ҫӳрекенсем, таҫти-таҫти ҫӗрсене пӗлекен купсасем нумай пулнӑ.

Атӑлҫи Пӑлхар патши Алмуш суварсене ирӗксӗрлесе пӑхӑнтарма пыни ҫинчен Ибн-Фадлан ҫырнине вулатпӑр: «Он (Алмуш – Р.И.) приказал произвести перекочевку племен, сувары ему отказали. Племя разделилась на два. Одна часть, состоявшая из разного рода отребья, объявила себя независимой и во главе у них стоял некий самозванец Вырыг. Царь же послал к ним человека и приказал: «Во истину, могучий и великий Аллах даровал мне ислам и верховную власть повелителя правоверных, и я, раб Аллаха, обязан исполнить возложенное на меня дело. И кто мне будет противиться в этом, того я поражу мечом» (В. Николаевӑн «История предков чувашей» кӗнекинчен, 322 с.).

Финн-угорсен хушшине лексен пӗрлӗхе ҫухатмасӑр хальхи чӑваш ятлӑ халӑха пуҫласа ямашкӑн ҫителӗклӗ пулнӑ-и суварсен ку йышӗ? Танлаштарма хальхи тутар халӑхӗ мӗнле фактран пуҫланнине аса илер.

Ылтӑн Уртан тӗп хулинче – Сарайра – хирӗҫӳ вӑйлансан, ҫулсерен ханӗ улшӑнма тытӑнсан Улуахмет (Улахмет) хан виҫӗ пинлӗ йышӗпе Сарайран тухса каять. Пӗр ҫулталӑк Атӑлӑн сылтӑм енче Чулхула таврашӗнче ҫапкаланса ҫӳрет. Анаталла анать те Атӑлӑн сулахай енче вырнаҫнӑ Пӑлхар кнеҫӗн (тарханӗн) резиденцине тытса илет. Ҫапла пуҫланать Хусан. Ҫывӑхра пурӑнакан пӑлхарсем ӑна пӑхӑнаҫҫӗ. Тамерлан Сарая иккӗмӗш хут тапӑнса аркатсассӑн унти кыпчакланнӑ пуҫлӑхсем, хансем, феодалсем Хусана куҫаҫҫӗ. Монгол пуҫлӑхсем унчченех Каракорума куҫса кайнӑ. Пӑхӑнтарнӑ пӑлхарсем мӑсӑльман тӗнне, кыпчак чӗлхине йышӑнса тутара тухаҫҫӗ. Ҫапла пуҫланса каять Хусан ханстви. Эпӗ пӗтӗмӗшле тенденци ҫинчен ҫыратӑп. Расна условисенче тӗрлӗ ҫӗрте сапаланса пурӑнакан тутарсен диалекчӗсем самай йышлӑ.

Суварсем Ҫавал, Енӗш тӑрӑхне, ҫывӑхри Атӑл хӗррине килнӗ. Финн-угор йӑхӗнчи ҫынсемпе мирлӗн пӗрлешнӗ. Ҫавала тухакан ҫырмасенче, Енӗш тӑрӑхӗнче ҫӑлкуҫсем нумай. Ӑҫта ҫӑл шывӗ ҫителӗклӗ, ҫавӑнта ял ӳссе ларнӑ. Суварсен («шыв ҫыннисен») паха расналӑхӗ вӑл – таса та ҫителӗклӗ ҫӑл шывӗн пархатарлӑхне хаклама, упрама пӗлни. Ҫырмасенче ҫӳллӗ пӗвесем, шыв арманӗн пӗвисем туса, ҫӗр айӗнчи шыв ҫӳллӗшне хӑпартса ҫӑлкуҫсем типесрен сыхланма вӗреннӗ. Суварсен тарханӗсем хулашсем ҫавӑрнӑ, вӗсемех ҫар пуҫӗсем пулнӑ. Виҫӗ ӗмӗр иртсен, Батый хан урти Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне 1236 ҫулта аркатсан, ку тӑрӑха пӑлхарсемпе ытти йӑх ҫыннисем те куҫнӑ. Ҫапах та этнос паллисене суварсем упраса йӗркеленӗ.

Икӗ вӑй хушшинче

Багдадри халиф Сулейман хӑйне тӗнчери исламӑн пуҫлӑхӗ тусассӑн, ортодоксла тӗн Стамбула, Крыма ҫавӑрса илет. Крымри Гирейсем Хусан ханствине ҫитеҫҫӗ, суварсен территорине тытса илеҫҫӗ. Каллех мӑсӑльман тӗнӗ суварсемшӗн ют йӑла йӗркелеме хистет. Ҫӗр-ҫӗр аллӑ ҫул тӑршшӗнче йыш хушакан халӑх Сӑр шывӗ патнелле анӑҫалла куҫать. Кайрантарах пӗрлешнӗ финн-угор паллисем вирьялсенче халӗ те палӑраҫҫӗ. Сувар тарханӗсем Хусан ханӗн вассалӗсем пулаҫҫӗ, налук (ясак) тӳлеҫҫӗ, ҫамрӑкӗсем хансен ҫар службинче тӑраҫҫӗ.

Хусан ханствин экспансийӗн палли топонимсенче, Тутаркасси тата ытти ятсенче упранса юлнӑ. 1939 ҫулта тунӑ Сагит ҫырминчи пӗве Старакра паян та пур.

Хаяр Иван Хусан ханствине аркатма хатӗрленсе 1551 ҫулта Сӗве крепоҫне тусассӑн, ирӗке тухас шанчӑкпа хавхаланнӑ сувар тарханӗсем ҫар ҫыннисен ушкӑнӗпе вырӑс патшине пуҫ тайма Мускава ҫитеҫҫӗ.

Тепӗр ҫулхине Хаяр Иван 150 пин ҫынлӑ ҫарӗпе Хусана тапӑнсан, суварсем те пулӑшма хутшӑнаҫҫӗ.

Истори ҫӑлкуҫӗсенче пур, анчах тӗпчевҫӗсен аллине лекеймен Хаяр Иванӑн сувар тарханӗсене панӑ «Жалованная грамота» тавра легендӑсем ҫӳреҫҫӗ. Пирвайхи хавхалану нумайлӑха пыман. Мускав патшалӑхӗ суварсен ҫӗрне ҫавӑрса илсен, Хусан ханствине аркатсан ют халӑхсен территорине колонизацилекен Раҫҫей патшалӑхӗ пулса каять те, питех палӑрман наци проблеми Раҫҫей империйӗн, Совет Союзӗн, паянхи Раҫҫейӗн тӗпрен татса парайми ыйтӑвӗ шайне ҫӗкленет.

Раҫҫейри колонизациленӗ халӑх шутне лексессӗн, эпир «сувартан» «чуваш» ятлӑ пулса каятпӑр.

Хаяр Иван ҫарӗн воеводи Курбский кнеҫ пӗрремӗш хут хальхи чӑвашсен ҫӗршывне килсессӗн, ку мирлӗ халӑха унччен пӗлменскер, «нагорные черемисы» тесе ҫырнӑ финн-угор йӑхӗнчен уйӑраймасӑр, ҫӗр ӗҫӗнчи пултарулӑхне те асӑрханӑ.

Вырӑс чӗлхинче ют йӑхри ҫынсене уйӑрса каланӑ «чучмек, чувак, чуваш» сӑмахсем пур (В.Даль словарӗнчен). Суварсен ҫӗрне Мускав патшалӑхӗн кнеҫӗсем, ҫӗр улпучӗсем, воеводисем вырнаҫса пайлама тытӑнсан, пӑхӑнтарнӑ унти халӑха мӑн кӑмӑллӑн хӑйсен сӑмахӗпе ят пама тытӑнаҫҫӗ. Пӑхӑннӑ халӑх йышӗнчен ӑна пӑркӑчласа йӗркере тытма вӗсене ырлӑхсем парса пулӑшаканӗсем тӑваҫҫӗ. Историре йӑлари йӗрке ку. Старакри пек «хамӑрьялсем» чӑвашсенче ӗлӗкренпе пулнӑ. Пӗрин ҫинчен П.Осипов «Айтар» драма ҫырнӑ.

Ҫырулӑхне ҫухатнӑ халӑх («Чӑваш кӗнекине ӗне ҫинӗ») вырӑс алфавичӗпе усӑ курса ҫӗнӗ ҫырулӑх тусассӑн, хут ҫинчи хӑйӗн ятне вырӑссем пек ҫырма тытӑнать.

Фольклортан, истори ҫӑлкуҫӗсенчен несӗлсем Вӑтам Атӑл тӑрӑхне Кавказран куҫнине пӗлетпӗр. Ҫак тапхӑрта пӑлхарсемпе хазарсем, суварсем пӗрех май хутшӑнса пӗрешкелтерех чӗлхеллӗ пулаҫҫӗ.

СССРти (Раҫҫейри) чӗлхе пӗлӗвӗ наукин авторитечӗ А.Реформатский. «Введение в языкознание» кӗнеке пичетлесен, ӑна тӳрлетсе, хушса виҫӗ хут кӑларчӗ. Булгар, хазар, чӑваш чӗлхисене пӗр ушкӑна кӗртнӗ. («Булгарская группа языков»). Булгарсемпе хазарсем халӗ ҫук, вӗсен чӗлхине чӑвашсем упраҫҫӗ. Хазар каганачӗпе Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ тапхӑрӗнче чӑваш тенӗ чӗлхеллӗ йӑх ҫук пулин те. А.Реформатский йӑнӑшман-ши?

Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗнче пӗрлешнӗ тӑватӑ йӑх та ҫук халӗ: булгарсем, суварсем, эсегельсем, пӑртассем. Суварсем ҫухалман, чӗлхине те упраҫҫӗ, халӑхӑн ячӗ кӑна историре улшӑннӑ, Мускав патшалӑхӗн йышне кӗрсессӗн «чуваш» ятлӑ пулса кайнӑ.

Вӑтам Атӑл тӑрӑхне куҫса килнӗ суварсем («шыв ҫыннисем») пӗрлӗхне ҫухатмаҫҫӗ, хӑйсен тӗп хулине Сувар тӑваҫҫӗ. Ҫарӑмсан тӑрӑхӗнчи ҫут ҫанталӑк ырлӑхӗнче пурӑнаҫҫӗ. Ун сарлака та пулӑхлӑ улӑхӗ улшӑнмасӑр пирӗн ӗмӗре ҫитнӗ, Шелепие сӑвӑ ҫырма хавхалантарнӑ. Батый хан тапӑнсан суварсен ҫӗрӗ арканать пулин те, вӑхӑт иртсен Ҫавалпа ҫывӑхри Атӑл тӑрӑхӗнче ирӗклӗн йыш хушнӑ суварсем Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнчи унчченхи ҫӗршывне те куҫса килеҫҫӗ. Самар облаҫӗнчи Исаклӑ, Шантала, Кошки, Похвиҫнӗ районӗсенче, Тутарстан Республикипе Ульяновск облаҫӗнчи районсенче чӑвашсем (суварсем) паян та пурӑнаҫҫӗ.

Арканнӑ Пӑлхар, Пӳлер, Сувар ишӗлчӗкӗсене тутарсен пирвайхи археологи наукисен докторӗ Халиков (1929 ҫ. ҫуралнӑ) тата ыттисем тӗпченӗ. Халиков эпӗ вуланӑ Тутарсен историйӗн виҫӗ кӑларӑмӗнчи аваллӑх сыпӑкӗсене те ҫырнӑ.

1937 ҫулта СССР Наука академийӗпе Хусанти филиалӗ «История татар» кӗнеке кӑларсан, КПСС Тутар обкомӗ ку ӗҫе тиркесе ятарлӑ Постановлени йышӑнчӗ (нумай томлӑ «КПСС в резолюциях, постановлениях» кӗнекинче пичетленнӗ). Вырӑссемпе тутарсен хутшӑнӑвӗ ӗмӗрсен тӑршшӗнче улшӑннине, ҫывӑхланнине асӑрхаймасӑр ҫырнӑ тенӗ.

Историре парадокс пур. Расна икӗ йӑх тӗл пулсан, кашни тепринчен аслӑрах пуласшӑн. Пӗрех май хутшӑнса ҫывӑхланаҫҫӗ, пӗр-пӗрин культурине йышӑнса пӗрпекленеҫҫӗ. Ӑрусен ылмашӑвӗ аваллӑха юлнӑ тапхӑрсене ҫӗнӗлле, тӗрӗсрех хаклама хистет.

«Происхождение современного татарского народа», ытти кӗнекесенче Халиков хальхи тутар халӑхӗн этногенезӗнче булгар компонент пур тесе ӑнлантарчӗ. Вӑл пысӑк пулнӑ пирки халӑхӑн Ылтӑн Урта тапхӑрӗнче ҫирӗпленнӗ ячӗ чӑн тытӑмне (сущность) тивӗҫтереймест. Хальхи тутарсене «булгарсем» тесен тӗрӗсрех пулать терӗ.

Халиков ӗҫӗсем чӑвашсен историкӗсене, паян та чӑваш историйӗ хӑҫан тата мӗнле пуҫланнине асӑрхаймасӑр пурӑнакансене килӗшмерӗ. Эпир кӑна, чӑвашсем, Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗнчи булгарсен тӑсӑмӗсем терӗҫ, тавлашрӗҫ. Пӗртен-пӗр аргуменчӗ Н.И.Ашмарин 1902 ҫулта кӑларнӑ «Булгары и чуваши» кӗнекере ҫырнӑ факт кӑна. Вилтӑпри ҫинчи палӑксене араб алфавичӗпе ҫырнӑ чӑвашла (пӑлхарла) сӑмахсем Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ аркансан, ӗмӗрсем иртсен, пӑлхарсем кыпчак (тутар) чӗлхиллӗ пулсан, палӑксем ҫинчи сӑмахсем кыпчаклисемпе ылмашӑннӑ.

Ман шутпа, ку факт пирки тавлашма кирлӗ мар. Ылтӑн Урта, кайран Хусан ханстви территорийӗнчи пӑлхарсен кыпчак чӗлхиллӗ пулса тутара тухни паллӑ. «Чуваш» ятлӑ пулса кайнӑ суварсен пысӑк ушкӑнӗ тутар-монголсем Вӑтам Атӑл тӑрӑхне 1236 ҫулта киличчен виҫӗ ӗмӗр маларах ку регионти хальхи Чӑваш Республикин Ҫурҫӗр пайӗнчи территорине куҫнӑ. Вырӑс летопиҫӗнче ҫырӑннӑ Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн инкекӗ суварсене (чӑвашсене) питех тивмен. Куҫса каймасӑр Сувар хули таврашӗнче юлнисем, паллах, ку инкеке лекнӗ, чылайӑшӗ вилнӗ, Сувар тӗпрен арканнӑ.

Историре пулман фактсене пуҫран шухӑшласа кӑларса чӑваш историкӗсем тӗлӗнтермӗш доклад ҫырчӗҫ, ӑна чӑвашсен пӗр юбилейӗн пухӑвӗнче М.Касьянов премьер-министра вулаттарчӗҫ (М.Касьянов тунӑ доклад «Ялав» журналта пичетленнӗ). Батый хан урти Пӑлхар патшалӑхӗнчи 50 хулана, 2 пин яла аркатса, ҫыннисене вӗлерсе паян вунӑ миллионлӑ пулас чӑваш халӑхӗн ҫулне пӳлнӗ тесе ҫырчӗҫ. Ҫапла майпа, пирӗн историксем коллективлӑ «хамӑрьял» пулас тӗллев тытрӗҫ. Чӑваш историкӗсен ҫак ӗҫне эпир Старакри «хамӑрьял» ӗҫӗпе пӗрешкел тесе шутлатпӑр. Мускав крепостник-колонизаторӗсем пилӗк ҫӗр ҫул ӗлӗкрех тунӑ ӗҫӗсене паян та чӑн сӑмахпа калама пултараймаҫҫӗ, ун чухнехи вырӑс колонизаторӗсем халь Раҫҫейре ҫук пулин те. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫур ӗмӗрте вырӑс халӑхӗпе хальхи чӑваш халӑхӗ чылай улшӑнса пӗрешкелтерех пулса кайрӗҫ. Пӗтрӗ ҫут ҫанталӑк ырлӑхӗпе кӑна ӗрчекен халӑхӑмӑр. Мӑшкӑл сӑмах евӗрлӗ «чуваш» ятран, куршанак пек ҫыпҫӑннӑскертен, хӑтӑлас пулать. Шел, историксен тӳпине асӑрхаймарӑмӑр ҫак пархатарлӑ ӗҫре.

Халӑхӑмӑрӑн аваллӑхӗ

Икӗ пин ҫул ытла ӗлӗкрех, Александр Македонский вилсен саланнӑ империйӗнчен юлнӑ, хальхи Иран территорийӗнчи патшалӑхра 18 е 19 сатрапийӗнчен (облаҫран) виҫҫӗшӗнче суварсем сапаланса пӗтмесӗр пурӑннӑ. М.Артамонов «История хазар» кӗнекери (пӗрремӗш кӑларӑмӗнче) картта ҫинче суварсене Каспи тинӗсӗн Кӑнтӑр хӗвел анӑҫӗнчи ҫыранне ҫывӑх кӑтартнӑ. Ҫав картта ҫинчех гунн-савирсене (кочевниксене) Кавказра вырнаҫтарнӑ. М.Артамонов суварсене ҫапла уйӑрнӑ савирсенчен.

В.Николаев ҫырнӑ кӗнеке халӑхӑмӑрӑн чӑн историне пӗлме пулӑшаймӗ. Аваллӑха юлнӑ Атилла, Кубрат ятсем пирӗн историн тӗп ҫулӗ ҫинче мар. «Алфавитный указательре» Атилла ята 110 хут кӑтартни йӑнӑш мар-ши, ытла та нумай-ҫке тесе ӗненес килмерӗ. Кӗнекери страницӑсем тӑрӑх Атилла ята шутласа тухрӑм. Шут хисепне калама та аван мар – 371. Комментари кирлех-ши? Конкретлӑ факт автор позицине, шухӑшлавне, мӗнешкел тӗллев тытса кӗнекине ҫырнине аван кӑтартать. Сувар хула ятне кӑтартнӑ пулин те, ӑна никӗслекен сувар ятлӑ йӑх историре пулнине В.Николаев пӗлесшӗн мар. «Сувар» тата «савир» ятсем синонимлӑ тесе вулакана ӗнентересшӗн.

Арабсен халифачӗ мӑсӑльман тӗнне сарса экспансие вӑйлатсан, суварсем ҫурҫӗрелле куҫнӑ, Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн йышне кӗнӗ.

Ку статьяра суварсен ытларах та аваллӑхри ҫулне-йӗрне ҫырас тӗллев ҫук пирӗн. Шумерсен чӗлхине хальхи чӑваш чӗлхипе усӑ курмасӑр ӑнланма май ҫук тесе те ҫырчӗҫ. Шупашкарта шумер-чӑваш чӗлхи словарӗ евӗрлӗ кӗнеке те пичетленчӗ. Хамӑрӑн историлле сувар ята тавӑрсан, тӗпчевҫӗсем шумер ят епле майпа сувар ята трансформациленнипе те кӑсӑкланчӗҫ. Каласан та, «шу, су» – чӑвашла «шыв», «ар, ер, ир» – чӑвашла «ар, арҫын» (авалхи тӗрӗк чӗлхи словарӗнчен, Халиков ҫырнӑ тӑрӑх).

М.Пиотровский академик ҫырнӑ тӑрӑх, Перси заливӗ вӗҫӗнчи утравсенче пурӑнакансене «шыв ҫыннисем» (шумерсем) тенӗ. Ӗмӗрсен тӑршшӗнче Тигрпа Евфрат юханшывсем хӑйӑр-тӑпра, вӗтӗ чул юхтарса утравсен хушшине тултарса лартнӑ, лачакаллӑ ҫӗршыв пулса кайнӑ. Унта хуласем те ӳснӗ: Лагаш (чӑвашла Лакӑш), Ур, Урук (Шупашкарта Уруков урамӗ пур) тата ытти те.

Асӑрхар: «История древнего востока» (Кузищин редакциленӗ) кӗнекери карттӑсен пуххинче Месопотамире тата ҫывӑхри территорисенче чӑваш чӗлхине пӗлекеншӗн ӑнланмалла топонимсем пур. В.Николаев кӗнекинче аван кӑтартнӑ гунсен Азипе Европа тӑрӑх куҫса ҫӳренӗ ҫулӗ-йӗрӗнче унашкал топоним сайра пӗрре.

Халӑхӑмӑрӑн усалӗ – «хамӑрьял»

Ют йӑх ҫыннисем каланӑ (ҫырнӑ) «москаль, кацап, шваб, хохол, энид» сӑмахсене вырӑссем, нимӗҫсем, украинсем, еврейсем хӑлхана чикмеҫҫӗ, хӑйсен чӑн ячӗсемпе пурӑнаҫҫӗ.

Пирӗн халӑх вара пилӗк ҫӗр ҫул ӗлӗкрех ют йӑх ҫыннисем каланӑ «чуваш» ятпа пурӑнатпӑр. Унчченхи историлле чӑн «сувар» ята аса илместпӗр. Мӗншӗн? Пирӗн историксем халсӑр пулнӑран. Халӑхӑн чӑн ятне тавӑрма май пур-и? Пӗтӗмпех пирӗн интеллигенцирен килет. Эпир «империлле синдромлӑ» вырӑс хушшинче пурӑннине пӗлсе ӑна пит шуйхатмасӑр ӗҫе ӑнтармалла. Вырӑс ҫыннипе хутшӑннӑ чухне кӑштах Рузвельт пек пулмалла, чӗлхе вӗҫӗнчи вӗҫленеймен кашни шухӑша персе яма тӑхтамалла.

Ку тӗлӗшри ҫитменлӗх Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленнӗ чухне палӑрчӗ. ЧНК пӗрремӗш президентне Атнер Хусанкай чӗлхеҫе суйлани ӑнӑҫлӑ пулмарӗ. ЧНК малтанхи утӑмӗ республикӑри ют йӑх ҫыннисене, вырӑссене те, чӑваш чӗлхи вӗрентес тӗллев пулчӗ. Колонизаторсем пӑхӑнтарнӑ халӑх чӗлхине вӗренмеҫҫӗ. Пирвайхи хавхалану «хамӑрьялсене» ҫуратрӗ. Пӗри «Правда» хаҫатра элеклӗ статьясем пичетлерӗ. А.Хусанкайӑн хӑйӗн должноҫӗнчен кайма тиврӗ.

Мӗншӗн ҫыратӑп-ха ЧНК таврашӗнчи пӑтӑрмах ҫинчен? Хамӑрӑн йӑнӑша («сувар» ята тавӑрас ӗҫре) тепӗр хут тӑвас мар тесе. Ӗҫе ӑнтараканӗсем юристсем пулмалла. Раҫҫейри власть тата культура деятелӗсене логика мелӗпе халӑхӑмӑрӑн правине йышӑнтарма пултараканӗсем ку ӗҫе алла илмелле. РФ Конституцийӗ ҫине таянса кашни ҫыннӑн «право» пулмаллине пӗлес пулать.

Писательсем, журналистсем, «хамӑрьял»-историксем кашни хӑй пӗлнӗ пек ҫырма пуҫларӗҫ-тӗк, кӗтсех тӑр: халӑхӑмӑр усалӗсем пуҫӗсене ҫӗклӗҫ.

ЧР Президенчӗ пысӑк квалификациллӗ юрист пулни, юридицири ун опычӗ ӗҫ-пуҫ ӑнӑҫлӑ вӗҫленессе шанчӑк кӳрет.

Халӑхӑмӑра историлле чӑн «сувар» ята тавӑрнин пӗлтерӗшне пурнӑҫ кӑтартӗ, менталитета ҫӗнӗлле йӗркелесе ҫыннӑн хӑйхаклӑх туйӑмне ҫирӗплетӗ. Эпир этногенез тӗлӗшӗнчен вырӑссемпе те (финн-угор компонент пӗрешкел пирки), тутарсемпе те (финн-угор тата булгар компонент пӗрешкел пирки) тӑванла пӗртанлӑх хутшӑнӑвӗсем тума пулӑшӗ.

Асӑрхар: хӑвӑрт пӗтекен вырӑс халӑхӗ халь колонизацилекен халӑхран хӑй тӗллӗнле халӑх шутне куҫас йывӑр тапхӑрта. Юнашарти облаҫсенче куҫ умӗнчех пин-пин вырӑс ялӗ ҫухалнӑ вӑхӑтра пирӗн ялсем пӗтмерӗҫ. Б.Н. Ельцин Президент пулнӑ тапхӑрта Раҫҫейре 13 пин ял ҫӗр ҫинчен ҫухалнӑ (Фартышев. «Судьба России в двадцать первом веке». М.2004 г.). СССР салансан РФ пӗрремӗш Президенчӗ Б.Н. Ельцин пилӗпе «День независимости» (июнӗн 12-мӗшӗ) уявлакан Раҫҫейӗн татах та саланас ҫул-йӗрӗ вӗҫленнӗ тесе калаймӑпӑр.

«Чуваш» ята пӑнчӑ лартса вӗҫлесен юлашки ҫур ӗмӗр тӑршшӗнче эпир пач урӑх йӑла-йӗркеллӗ, ытти (вырӑс) халӑх культурине те, православи тӗнне те, сӑмахлӑхне те чылай йышӑнса, ҫапах та ҫут ҫанталӑк ырлӑхне тивӗҫлипе хаклас, упрас йӑларан ютшӑнман халӑх пулнине пӗлӗпӗр.

Ҫар службипе халӑхӑн хӑйтӗллӗнлӗх, никама пӑхӑнманлӑх ӗмӗчӗ ҫыхӑнуллӑ. Виҫӗ ҫӗр ҫул ирӗклӗн йыш хушса, Хусан ханствине, кайран (1551ҫ.) Мускав патшалӑхне кӗриччен, суварсен ертӳҫисем, ҫар пуҫлӑхӗсем, тарханӗсем пулнӑ. Пилӗк пин ҫынлӑ йӑхран Сӗве крепоҫӗ таврашӗнчех хӗрӗх пин ҫынлӑ ҫар пухса командирӗсене те хӑй йышӗнчен тӑратма пултарнӑ. Паян та ҫара юрӑхлисене унран кая мар пуҫтарӗҫ, анчах та командирӗсем ют йӑх ҫыннисем пулӗҫ.

Халӑхӑмӑр пӗтес енне сулӑннине педант-чӗлхеҫӗсен йышӗ ӳсни кӑтартать, А.С.Пушкин ҫырнине аса илер-ха: «Латынь из моды вышла ныне» («Евгений Онегин»). Унтанпа ик ҫӗр ҫула яхӑн иртрӗ. Ҫӗнӗ «Латинско-русский словарь» сутнине куртӑм. Чи хулӑн «Чӑвашла-вырӑсла словарьтен», икӗ хут пысӑкрах. Халӑх хӑйӗн чӗлхипе усӑ курма пӑрахнӑ майӑн, чӗлхе тӗпчев объекчӗ пулать. Чӗлхеҫӗ-ӑсчахсем кашни хӑй пӗлнӗ пек ҫӗнетет, орфографипе пунктуацине улӑштарать. Епле аса илмӗн Пушкин афоризмне: «Грамматика не предписывает законов языку, но изъясняет, утверждает его обычаи».

Ку статьяна пессимизм тыткӑнӗнче ҫырмастӑп. Президентлӑ республика пулнӑранпа халӑхӑмӑр пурнӑҫӗнчи улшӑнусем, «сувар» ята тавӑрсан, сывлӑш ҫавӑрса янӑ чухнехи пек вӑй илессе шанатӑп. Халӑхӑмӑрӑн ҫӗр ӗҫӗнчи, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес, суту-илӳри, ҫурт-йӗр ҫавӑрас, ытти хуҫалӑх ӗҫӗсенчи пултарулӑхӗ, хальхи терминпа каласан, общество тӗрекне вӑтам шутри класа ӳстермелли условие ҫул парӗ. Наукӑпа техника ҫитӗнӗвӗсене те алла илсе, йӑла условийӗсене те (газ, ҫутӑ, водопровод, автоҫулсем) улӑштарнӑ майӑн сувар ятлӑ халӑхӑмӑрӑн хӑй тӗллӗнлӗ пуласлӑхӗ вӑй илӗ. Ҫӗнелнӗ менталитет ЧНК ӗҫӗсене те, хаҫат-журнал темисене те «талпас ҫапасран» аяккалла пӑрӑнса, манӑҫа пуҫланӑ халӑхӑмӑрӑн прагматизмне («чӑваш тытса пӑхмасӑр ӗненмест») ҫирӗплетес ҫул ҫине кӑларӗ.

Пирӗн чаплӑ предпринимательсем революциччен те пулнӑ. Вӗсен ӗҫне, пултарулӑхне тӗпчес, пропагандӑлас ӗҫ – паян та уҫман ҫерем. Вӑхӑт таппи Ехрем хуҫасен, кашни ялта пулнӑ предпринимательсен («кулак» тесе айӑпланисен) опычӗ, вӗсем ӗҫ вырӑнӗсем тума епле пултарнине ҫӗнӗлле хаклама хистет. Шупашкарти Ехрем хуҫасен хитре икшер хутлӑ ҫурчӗсене текех юхӑнтармасӑр, хӑшӗнче те пулин халӑхӑмӑр предпринимательствин музейӗ тумалла мар-ши? ЧНК вырнаҫнӑ ҫурт ҫине те, урам енчен ку ҫурта кам тунине пӗлтерекен хӑма ҫакмалла мар-ши? Шалта, Ҫеҫпӗлӗн пысӑк сӑнӳкерчӗкӗ вырӑнне ҫурт хуҫисен ӗҫне панорамӑллӑ кӑтартма та, залра витринӑсенче, сӑнӳкерчӗксенче биографи материалӗсене вырнаҫтармалла, ҫапла майпа тав тума та пӗлес пулать. И.Я.Яковлев та чӑваш халӑхне ҫутталла туртас ӗҫӗпе пӗрлех тӗлӗнмелле пултаруллӑ общество деятелӗ тата чаплӑ предприниматель пулнине те витӗмлӗн кӑтартасчӗ.

Руф ИШУТОВ.
Самар хули.

Сувар. — 2008 ҫ. — Ҫу, 16; ака, 12; ҫӗртме, 06 (20, 23, 24 №№).