Сала кайăк салмашăн, ула карак улмашăн

Марина Карягинăн Тимĕр Тяпкинран ыйтса пĕлмелли питĕ нумай.Эпир хамăр та çавнашкал:
Кукăльшĕн те йăвашăн.
Пире кукăль памасан,
Кăмака ани катăлтăр!
Пире пăрçа памасан,
Миххине шăши шăтартăр!

Мĕнле кăна юрламан пуль ĕлĕк ачасем Сурхури уявĕнче! Кучченеç миххисем хăвăртрах тулччăр тесе кил хуçисене "хăраткаласа" такмаклам пек те тунă. Хресченшĕн мĕн хăрушă пулнă? Паллах, выльăх-чĕрлĕх ĕрчеменни тата тырă-пулă ăнса пулайманни. Мĕн пирки ĕмĕтленнĕ-ха чăваш? Сак тулли ача-пăча пултăр тесе. Ку ĕмĕт çинчен те пĕлнĕ юрă юрласа çÿрекенсем.

Сурхури!
Сурăхсем путек туччăр-и,
Арăмсем ача туччăр-и,
Хĕрсем хĕсĕр пулччăр-и?
Кĕрпе пур-и?
Çу пур-и?
Тăвар пур-и?
Сак тулли ача-пăча,
Урай тулли путекки...

Анатолий Кибеч Зоя Сергеевăна мăйăрпа хăналать.Хĕллехи çак чи хаваслă уяв çулталăкне пĕрре килнине те палăртмасăр хăварман.

Ай, Сурхури, Кĕркури!
Пирĕнтен тухнă йăла мар,
Эпĕр чупса çÿретпĕр...
Ме-е-ек, сурхури!
Çулталăкра пĕрре килет,
Çулталăкра пĕрре чупатпăр,
Ме-е-ек, сурхури!

Несĕлĕмĕрсен ырă йăлине асра тытса "Сăвар" чăваш наци аталану фончĕ 5-мĕш çул ĕнтĕ Сурхури уявне ирттерет. Кăçал та хăнăхнă йĕркепе ЧНК çуртĕнчи "Çăлкуç" кафене паллă чăваш çыннисем пухăнчĕç.

Уявра такмакласа çÿрекен ачасем пулмарĕç пулин те, Сурхури йăлине асра тытса Анатолий Кибеч çыравçăпа Николай Енилин художник урайне пăрçа сапрĕç. Кĕрекене пухăннисем пĕр-пĕрне Сурхурин чи паха кучченеçĕпе — мăйăрпа — хăналарĕç.

Фонд ертÿçи Тимĕр Тяпкин хаваслă ачалăхне аса илчĕ. Вĕсене мăйăра урайнех сапса панă иккен: кам маттуртарах — çавă нумайтарах пухнă. Уяв вăхăтĕнче те хăш ачаран мĕнле çын пуласса шÿтле-шÿтлех сăнама тăрăшнă аслисем. Ача-пăча пултарулăхне, ĕçченлĕхне тĕрлĕ майпа аталантарма тăрăшнă.

Раштавра пысăках мар парне те чăн-чăн савăнăç кÿме пултарнине пĕлсех-тĕр уява пушă алăпа килнĕ хăна çукпа пĕрехчĕ. Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕн "Суварăн" кăçалхи номерĕсене пурте хапăлласа йышăнчĕç. Николай Адёрăн "Ман хунавăн тымарĕ кунтан..." кĕнеки те кĕтнĕ парне пулчĕ. Алексей Аксар маттуррисенчен те маттуртараххисене "Çартăр" (Рыцарь) паллипе чысларĕ.

Чи пахи вара - кĕреке хушшинче шăкăл-шăкăл калаçса ларни, малашлăха çĕнĕ шанăçпа пăхни, тăван халăхăмăрăн йăли-йĕркине манманни.

Юрăсем те янрарĕç уявра. Чи малтанах — "Алран кайми". Ахальтен мар ĕнтĕ ăна чăваш халăх гимнĕ теççĕ. Иван Христофоров шăрантарнă юрăсем пурин кăмăлне те çĕклерĕç, килес çул та çĕнĕ хăватпа çак кĕреке тавра пухăнма хавхалану кÿчĕç.

Римма ПРОКОПЬЕВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.
Тантăш. — 2010 ç. — Кăрлач, 21 (2 (4167) №).