СУВАРĂН ЙĂЛА-ЙĔРКИ — ВАТТИСЕН ПЕХИЛĔ

Агеев В. И. Памятник суварскому народному герою Чемень. 2002 г. Б., тушь, 42х36.Халăх хăйĕн йăли-йĕркине, чĕлхине, тĕне çухатмасан анчах упранса юлать. Çавăнпа хальхи кăткăс вăхăтра пирĕн халăх сыхланса юлтăр тесе эпир çак «Суварăн кодексне» хайларăмăр.

Сувар халăх кодексне ăслăлăхпа ĕçлĕх конференцинче 2011 çулта чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче эрне кун пĕр сасăллă пулса йышăннă. Конференцинче Чăваш Ен, Пушкăрт, Тутарстан, Чĕмпĕр тата Самара облаçĕсенчен килнĕ 85 çын хутшăннă.

  1. Çÿлти Турра, вăл тунă тĕнчене, пиртен уйрăлнă авалхи ваттисене (несĕлсене) хисепле.
  2. Аçу-аннÿн йăх-несĕл йĕрĕсене ан тат, тăван халăх йышĕ ăруран-ăрăва ÿссе пытăр тесе тăрăш. Аçу-аннÿ кил-çуртне яланах тирпейлĕ тытса пыр.
  3. Хамăрăн ваттисен ĕлĕкхи йăли-йĕркипе пурăн, ют куккасен йăли-йĕркине ан йышăн. Тăван халăх тумтирне тăхăнса çÿреме тăрăш.
  4. Хамăрăн тата унпа тăванлă Çураçтăр (Зороастр) тĕн йĕркине тытса пыр: пурнăçунта ырă шухăш, ырă сăмах, ырă ĕç пултăр, вара ырă тĕнче пулать.
  5. Тăван сувар-пулкар чĕлхи малти вырăнта пултăр. Килте, тăван çĕршывра тăван чĕлхепе юрла, калаç, çыр. Вара пирĕн патне авалхи несĕлсен (ваттисен) пилĕ (пехилĕ) çитсе пырать. «Мăн асаттесен пилĕ (пехилĕ) пин çуллăха, пилсĕр (пехилсĕр) виçĕ çуллăха», -тенĕ ваттисем.
  6. Эрех-сăрапа иртĕхсе, пирус туртса сувар ятне ан яр; киревсĕр йăласене пăрахăçла.
  7. Сывлăха çирĕплетме тăрăш. Санăн сывлăху — кил-йышри пуянлăх, йăх вăйĕ.
  8. Аçупа-аннÿне, мăшăрна, ачусене юратса, хисеплесе пурăн. Аçупа-аннÿ саншăн — Турă, ачусем саншăн — пуласлăх.
  9. Чун хавалне, кăмăл-туйăмна çирĕп тытма, кÿреннипе çилленнине путарма пĕл.
  10. Хыт кукар ан пул, ан ăмсан. Ăмсаннипе хыт кукарлăх çынна хавшатать, ирĕке туртса илсе хăйне пăхăнтарать, таврара мĕн пулса иртнине курма-ăнланма чăрмантарать. Сувар ăс-тăнĕпе кăмăл-туйăмĕ ирĕк пултăр; унăн хăй тĕнчипе те, тавралăхпа та килĕшÿре пурăнма май пултăр.
  11. Нихçан та инкеке лекнĕ ентеше пулăшмасăр ан ирт, мĕншĕн тесен пирĕн мăн-мăн асатте, мăн-мăн асанне пĕр.
  12. Çут çанталăка упра. Пурăнмалла çут çанталăкпа пĕрле. Эсĕ унăн пайĕ пулнине ан ман.

 

Эсĕ «Суварăн кодексне» тивĕçлĕ пурнăçласассăн, ваттисен (несĕлсен) пилĕ (пехилĕ) сан патне те, ачасем патне те çитет, тĕрĕс çул кăтартса пама пуçлать. Çавăнпа та ваттисем ачисемпе мăнукĕсене пил хăварма тăрăшнă. Çакă ваттисене шанчăк панă, çĕнĕрен çуралсан, хăйсен пилĕ хăйсем патнех çитессе, йăх ĕмĕр-ĕмĕре пырасса шантарнă. Пурнăç ламран лама куçса пынине ăнланса çамрăксем те ваттисенчен пил илме тăрăшнă.

Çăлкуçĕ: Алмантай У. Н. Сувар-пулкарсен культури. Укçасен тата капăрлăхсен философи пĕлтерĕшĕ. — Шупашкар, 2012. — С. 85.