Ташă каçĕ ода

Тавтапуç сире, тайма пуç пурне те

Хак панăшăн ман шухăша.

Ăнăçу сунатăп ял халăхне те

Ырласа таса тупăша.

 

Пурăнатăр эсир вăрман хĕрринче

Упраса уçă сывлăша.

Арапуç çумĕнчи Пăла шывĕнче

Каçалла куртăм акăша.

 

Арапуç вăтам шкулĕ шыв çумĕнче

Çутатса тăрать ял-йыша.

Çутăра курăнать кашни чÿрече

Кăтартса ĕçчен кил-йыша.

 

Савăнса çÿрĕр утса çак çĕр çинче

Кашни кун савса ял-йыша.

Чун-вартан тайма пуç ташă каçĕнче

Ырă суннăшăн янташа.