Таса скарабей нăрă

О! Нил ҫумӗнчи ӗлӗкхи Египет

Мухтанӑ тимлӗхшӗн скарабей нӑрра —

Ҫак нӑрӑ тислӗкрен чӑмӑр унаса

Ҫавӑрнӑ ӑна хӗвеле май пӑрса.

 

Юлашкинчен хатӗр чӑмӑрӗ ҫине

Ами йышлӑ ҫӑмартине пӑрахса,

Пытарнӑ шӑтӑкра тӑпра тултарса,

Ҫитерме ӑрусене тӑрантарса.

 

Ҫитӗннӗ скарабей ҫине сӑрланӑ

Хӗвел, лотос, лӗпӗшсен сӑнӗсене,

Халь те Мавзолейра сыхланса юлнӑ

Ылтӑнран тунӑ нӑрӑ кӗлеткисем.

 

Хаклӑ йышши скарабей кӳлеписем

Упранса тӑнӑ чуллӑ тупӑксенче,

Ҫӗрмесӗр выртнӑ ҫынсен виллисенче,

Ювелирсен чечен эрешӗсенче.

 

Шӑрӑх кӑнтӑрла хисеплӗ скарабей

Вӗҫет хӑпартмасӑр хытӑ ҫунатне,

Ҫӗклесе ӗлӗкхи Египет чысне,

Аса илтерсе вилӗмсӗр мухтавне.

 

Хӗвел Турӑсен ӗҫлӗхлӗ скарабей

Ҫавӑрса чӑмӑра тӗплӗ палӑртнӑ

Хӗвел тӳпере ҫуралса куҫнине,

Вилнӗ хыҫҫӑн чӗрӗлсе ҫӗнелнине.