Тăван чĕлхе — анне чĕлхи

Нумаях пулмасть районти «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцине таврапĕлỹçĕ, фотоăстаçă, республикăри «Сувар» тата историпе культура тĕпчевĕсен К. В. Иванов ячĕллĕ фонд кăларакан пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕпчев кĕнекисен редколлеги членĕ Ю. А. Львов кĕчĕ. Юрий Анатольевич хăйĕн амăшĕ, паллă таврапĕлỹçĕ, Чатукассинчи вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ А. Г. Львова иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен варринче çырса хăварнă пĕр ĕçне сĕтел çине кăларса хучĕ. Антонина Герасимовна пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ. Йывăр чире пула вăл иртнĕ çулхи чỹк уйăхĕн пуçламăшĕнче çĕре кĕчĕ. Педагогика ĕçĕн ветеранĕн ĕçĕпе тĕплĕн паллашрăмăр. Вăл вĕрентỹ ĕçне хальтерех тытăнакан çамрăк специалистсене витĕмлĕ пулăшу пуласса шанса ăна хамăр хаçатăмăрта пичетлеме тĕллев тытрăмăр.

Тăван чĕлхене вĕрентнĕ май класс тулашĕнчи ĕçсене туса пырасси

Тăван чĕлхене вĕрентекенĕн умĕнче питех те пысăк тата яваплă ĕçсем тăраççĕ. Пирĕн шкул сакки çинче ларакан каччăсемпе хĕрсене чăваш чĕлхипе тата литературипе çирĕп те тарăн пĕлỹ памалла, ун урлă тăван ене юратма, хисеплеме вĕрентмелле. Шкултан вĕренсе тухса алла аттестат илнĕ хыççăн пирĕн яш-кĕрĕм тĕрлĕ специальность туянать. Çапах та вĕсене тăван чĕлхене чунтан юратакан тата хисеплекен çын тăвас çĕрте шкулпа учитель-предметникăн малалла ĕçлемелле. Вĕсен пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Хальхи вăхăтра пирĕн хушăра, çав шутра шкулсенче те тăван чĕлхене иккĕмĕш вырăна хуни палăрать. Хальтерех кăна шкул сакки çинчен аннă хăш-пĕр яшсемпе хĕрсем те чăваш чĕлхине вараласа калаçни те, ăна манма тăрăшни те сисĕнет. Кун пек çитменлĕхсенчен пирĕн хăтăлмаллах. Тăван чĕлхе пирки паллă ăсчахсем — Я. Коменский, К. Ушинский, И. Яковлев тата ыт. те — каланисене хальхи вăхăтра уйрăмах асра тытмалла, ачасене туллин каласа ăнлантармалла, вĕсем шкулсенчи тăван чĕлхе кĕтесĕсенче курăнмалли вырăнта пулмалла.

Телейлĕ ачасем

Ватă çынсем çакăн пек каланине час-часах илтме пулать: хальхи ачасем телейлĕ вăхăтра çуралнă. Мĕншĕн эпир каярах çут тĕнчене килмен-ши? Çĕнĕрен çуралса çитĕнес пулсан, мĕнле пурăнмаллине пĕлĕттĕмĕр... Паллах, ĕлĕкхипе хальхи пурнăçа пĕр виçепе танлаштарма май çук. Хамăр куç умĕнчех пурнăç улшăнса, лайăхланса пырать. Сăмахран, пĕр вунă çул каялла ялсенче телевизор пур çемьесене алăри пỹрнесем çинче шутлама пултарнă, халĕ нумайăшĕ «сенкер экран» патĕнчен хăпма пĕлмест; вучахра вут чĕртмесĕрех газ плити çинче апат-çимĕç пĕçеретпĕр... Ĕлĕкхи вăхăтра ялхуçалăхĕнчи нумай ĕçе пурнăçлама хамăр ачасене явăçтарнă пулсан, паян чылай алă ĕçне техника, оборудовани ылмаштарчĕ. Пурнăç лайăхланса пынипе пĕрлех ачасем те улшăнса пыраççĕ. Халĕ вĕсем хаваслă, сывă, тутă, хăюллă, тавçăруллă, ăслă, пысăк тавракурăмлă. Пĕтĕмĕшле каласан, вĕсенче юн вĕресе кăна тăрать. Çавăнпа пирĕн те, хальхи вăхăтра вĕрентỹ тытăмĕнче тăрăшакансен, вунă е ытларах та каяллахи ĕç виçипе, тытăмĕпе пурăнма май çук. Пирĕн те, шкулсенче тăван чĕлхепе литературине вĕрентекенсен, çĕннине, паянхи вăхăт ыйтаканнине ĕçе кĕртме тăрăшмалла, ачасене класс тулашĕнчи ĕçсене анлăн явăçтармалла. Пуриншĕн те паллă ĕнтĕ, тăван чĕлхене вĕрентекенĕн шкулпа класс тулашĕнчи ĕçсем нумай енлĕ: тăван чĕлхепе литература, драма кружокĕсен ĕçĕсене йĕркелесси; литература каçĕсемпе вулавĕсем, конференцийĕсем ирттересси; литературăпа чĕлхе кĕтесĕсем ăсталасси; тĕрлĕрен конкурссем (пăхмасăр сăвă калакансен, сочинени çыракансен) пуçарасси; вырăнти фольклор тĕслĕхĕсене пухасси; литература хайлавĕсем çырма хăнăхтарасси; чăвашла стена хаçачĕсем, алăпа çырса литература журналĕсем кăларасси; тăван ялпа шкул, тăван ен историне тĕпчесси; кивĕ хаçат-журналсене пухса вырăнти музея тăратасси, тĕпчев ĕçĕсем туса пырасси. Тăван шкулăмра класс тулашĕнчи ĕçсене еплерех йĕркелесе пыни тата мĕнле ĕçсем туни Пирĕн шкулта тăван чĕлхепе литература кружокĕ ĕçлет. Унта вĕренекенсене май килнĕ таран ытларах явăçтарма тăрăшатпăр. Аслисем пире кружокра 15—20 ачаран кая пулмалла мар тесе калаççĕ. Тăван чĕлхепе литература кружокĕн ĕçĕнче ку хисеп мана пĕчĕк пек туйăнать. Вĕренекене кружокра интереслентерме пĕлмелле. Тата эпир кружок занятийĕсене икĕ эрнере пĕрре мар, кашни эрнере икшер хутран кая мар йĕркелесе пыратпăр. Чылай чухне уйрăм ачасем шкултан пушансан та малалла ĕçлеççĕ: халăх сăмахлăхне пухаççĕ; ватă çынсенчен тăван ен историне ыйтса çырса илеççĕ... Халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсене пухасси Вырăнти халăх сăмахлăхĕн пуянлăхне пухас çĕрте шкул ачисем те пысăк пулăшу пама пултараççĕ. Каччăсемпе хĕрсене ку ĕçре йĕркелесе пыни кăна кирлĕ. Çакă аса килет: иртнĕ çулсенче ачасене халăх сăмахлăхне пухма вĕрентрĕмĕр, çак ĕçе туллин явăçтартăмăр. Темиçе çул хушшинче фольклор материалĕсем питĕ нумай пухăнчĕç. Юлашкинчен çавсене уйрăм журнал çине йĕркелесе çырма шутларăмăр. Хальхи вăхăтра пирĕн вĕренекенсем хушшинче «фольклористсем» йышлă. Вĕсем иртнĕ çулсенче пирĕн шкула 15 ялтан çỹренĕ, вĕсенчи ял халăхĕн сăмах пуянлăхĕн пĕр пайне çыра-çыра илнĕ. 1957 çултанпа (Чатукассинче 7 çул вĕренмелли шкул уçнăранпа) эпир фольклор тĕслĕхĕсене 2 пин ытла çырса илнĕ. Ку хисепе пысăк теме çук-ха. Мĕнле тĕслĕхсене çырса илеççĕ-ха ачасем? Халăхра авалтан упранакан, çырăнмасăр юлнă е çĕнĕрен çуралнă ваттисен сăмахĕсене, тупмалли юмахсене, халапсене, юмахсене, тĕрлĕ вăхăтри салтак, туй, ĕçкĕ-çикĕ юррисен тĕслĕхĕсене. Юрăсен сăмахĕсене пухнипе пĕрлех вĕсен кĕввисене çырса илес тĕлĕшпе ĕçлетпĕр. Халĕ тăрăшмасан тата тепĕр 20—30 çултан вĕсене кам астăвĕ? Сăмах май çакна каласа хăварасшăн: хальхи вăхăтра халăх сăмахлăхне пухас ĕçе нихăçанхинчен пысăка хураççĕ, Чăваш Енĕн районĕсенче уйрăм ушкăнсемпе экспедицисем ĕçлеççĕ. 1973 çулхи кĕркунне Шупашкарта Чăваш наукăпа тĕпчев институчĕпе И. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ республикăпа унăн тулашĕнче халăх сăмахлăхне пухакансен конференцине ирттерчĕç. Унта хамăр тăрăхран Яманакри И. Патмарпа пĕрле хутшăнтăмăр.

Шупашкарти фольклористсен конференцийĕнче

Чăваш наукăпа тĕпчев институчĕн сотрудникĕ Е. Сидорова халăх сăмахлăхне пухас ĕçĕн историйĕпе паллаштарчĕ тата çак ĕçе шкулсенче ытларах туса пыма май пуррине палăртрĕ. Ун хыççăн И. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн доценчĕ И. Одюков халăх сăмахлăхне пухнин, тăван ялăн, унăн тавралăхĕн историйĕн тĕпчевĕн пĕлтерĕшĕ, наукăпа тĕпчев институчĕн ĕçченĕ Ю. Илюхин халăх юррисем, вĕсене ĕлĕк мĕнле пухса пыни тата хальхи вăхăтри ĕç-хĕл пирки каласа кăтартрĕç. Асăннă конференцине хутшăнни маншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ: халăх сăмахлăхне пухассине малашне еплерех йĕркелемеллине, класс тулашĕнчи ĕçсене мĕнлерех туса пымалли пирки чарăнса тăчĕç. Республикăн тĕп хулинчен эпĕ пысăк хавхаланупа таврăнтăм. Пурне те паллă, халăх сăмахлăхне пухас ĕçе Трак тăрăхĕнче шкулсенче тăван чĕлхепе литература учителĕсем туса пыраççĕ. Пирĕн шкул ачисемпе пухнă фольклор материалĕсене Чăваш наукăпа тĕпчев институчĕн халăх сăмахлăхне пухас енĕпе ĕçлекен пая ярса памалла. Литература журналĕсене алăпа çырса йĕркелесси çинчен Ытти ĕçсене пурнăçланипе пĕрлех вĕренекенсемпе литература журналĕсем йĕркелесе пырсан питех те аван. Чатукасси шкулĕнче темиçе çул ĕнтĕ алăпа çырса “Вĕренекенсен сасси” ятлă журнал кăларса тăратпăр. Вăл 10—12 страницăллă мар, чылай чухне 50—60 страницăнах çитет. Литература журналне вĕренекенсен чи лайăх ĕçĕсене кĕртме, унта вĕренỹ çулĕнчи чи ырă пулăмсене кăтартма тăрăшатпăр. Хăш-пĕр вĕренỹ çулĕсенче журналăн икĕ номерне хатĕрлени те пулнă. Журнал кăларассипе, ăна вулакан патне çитерессипе вĕренекенсем питех те интересленеççĕ. Хăйсен ĕçĕсем журналта кун çути курччăр тесе каччăсемпе хĕрсем ытларах тăрăшма пуçлаççĕ. Кĕçĕн классенчисем сăвă чĕлхипе тата виçипе паллашнă хыççăн хайлавсем калăплама тытăнаççĕ. Чи аваннисене, пиçсе тухнисене журнала вырнаçтаратпăр. Пĕрремĕш сăввисем пирĕн кăларăмра кун çути курнисен савăнăçĕн виçи çук пулас. Паллах, пурин те пулмасть, анчах никама та чару пулмалла мар. Çырччăр, вĕренччĕр. Тĕрлĕ классенче вĕренекенсен ĕçĕсем пĕр пек пулма пултараймаççĕ. Çавна шута илсе 4—7-мĕшсенчи тата 8—10-мĕшсенчи ачасен ĕçĕсене уйрăм журналсене уйăрма пулать. Журналта ачасен ĕçĕсене çырса пыни кăна çителĕксĕр. Ăна тĕрлĕ тĕслĕ сăрăсемпе ỹкерсе илемлетсен тата та аван пулмалла. Манмалла мар: кирек епле хаçата та, журнала та сăнỹкерчĕк илем тата витĕм кỹрет. Кашни класрах çамрăк ỹнерçĕсем пур-çке. Çапла вара пĕр класра пĕлỹ илекен творчество çыннисен ĕçĕсем курăмлă пулаççĕ. Фотокружока çỹрекенсен ĕçĕсене те журналта вырăн памалла. Çакна палăртасшăн: шкулта ачасемпе алăпа çырса кăларакан журнала йĕркелесе пырасси çăмăл ĕçех мар. Кунта уйрăмах ун çине творчествăлла пăхни кирлĕ. Вĕренекенсен ушкăнне — редколлегие активлă, хавхалантарса ĕçлеттерсен çеç “тулли çимĕç” илме пулать. “Вĕренекенсен сасси” журнала кăларнипе пĕрлех чăваш халăхне çутта кăларассишĕн тăрăшнă, ячĕсем яланлăхах пирĕн асăмра юлнисене ĕмĕр-ĕмĕр асăнса пурăнас тĕллевпе ятарлă кăларăмсем хатĕрлетпĕр. Унта пĕр-пĕр поэтăн е писателĕн творчествипе те паллаштаратпăр. Иртнĕ çулсенче эпир çакăн пек журналсем йĕркелерĕмĕр: “И. Яковлев — чăваш халăхне çутта кăлараканĕ”, “П. Хусанкай — чăвашсен паллă поэчĕ”, “Çеçпĕл Мишши — кăвар чĕреллĕ поэт”, “К. Иванов тата унăн çĕршывĕ”. Вĕсемпе çулленех литература урокĕсенче туллин усă куратпăр. Çакăн евĕр журналсене алла илсен кĕçĕннисем аслă классенче вĕренекенсем вĕсене валли чăн-чăн парне хатĕрленине чĕререн туйса илеççĕ. Литература каçĕсем Шкулта тăван чĕлхене кăмăллакансем валли литература каçĕсем йĕркелени те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене тĕрлĕрен темăсемпе ирттерме пулать. Пирĕн шкулта та çакăнтан аякра тăрса юлмаççĕ. Сăмахран, эпир юлашки вăхăтра çакăн евĕр литература каçĕсем хатĕрлесе ирттернĕ: “И. Яковлев тата Чĕмпĕр чăваш шкулĕ”, “Çеçпĕл Мишшин творчестви”, “К. Иванов пултарулăхĕ”, “Ф. Павловăн нумай енлĕ творчестви” (пурте литературăпа музыка каçĕсем). Çак мероприятисене йĕркелесе ирттерме вĕренекенсене анлăн явăçтарма тăрăшатпăр. Вĕсенчен педагогсем те аякра тăрса юлмаççĕ. Акă, илер-ха “И. Яковлев тата Чĕмпĕр чăваш шкулĕ” каçа. Ăна йĕркеленĕ чухне чăваш Улăпĕн сăнне курăнакан вырăна вырнаçтартăмăр, пурнăçĕпе ĕçĕсем çинчен каласа паракан плакатсене çакрăмăр. Зал лăк туллиех. Каç сценари тăрăх пырать. Малтанах И. Яковлевпа Чĕмпĕр шкулĕ çинчен доклад итлетпĕр. Ун хыççăн аслă классенче вĕренекенсем тема тăрăх тухса калаçаççĕ. Кĕçĕн классенчисем вара И. Яковлевăн ача-пăча валли çырнă калавĕсене пăхмасăр вулаççĕ. Кĕçех ачасем умне музыкăна вĕрентекенпе шкулти хор коллективĕн пĕр ушкăнĕ тухать. Вĕсем авалхи юрăсемпе, Чĕмпĕр шкулĕн вĕренекенĕсем хăйсен репертуарне кĕртнĕ юрăсене куракан умне кăлараççĕ. 10-мĕшĕнчи арçын ачасем “Уйăх витĕр” салтак юррине юрласа параççĕ, ĕлĕкхи туй юррисемпе паллаштараççĕ. Ун хыççăн сцена çине шкулти музыка инструменчĕсен ансамблĕ (баян, балалайка, мандолина, купăс) тухать. Вĕсем Чĕмпĕр шкулĕнчи композиторсен (Лисков, Максимов, Павлов) халăхра сарăлнă юррисене (2—3 юрă) выляса параççĕ. Юлашкинчен каçа хутшăннисем пурте пĕрле “Пирĕн урам анаталла” юрра шăрантараççĕ. Фотокружока çỹрекенсем литература каçĕнче тĕрлĕ сăнỹкерчĕксем тăваççĕ. Чи лайăххисене литература журналĕнче усă куратпăр. Çапла вĕçленет савăк каç. Çакна палăртасшăн. Литература каçне хатĕрленсе ирттерме вăхăт сахал мар кирлĕ. Çавăнпа та вĕренỹ çулĕнче эпир 1—2 каçран ытла ирттерейместпĕр. Çитес вĕренỹ çулĕнче “Сăмах пуянлăхĕ тата ăна пухасси” ятлă каç йĕркелеме палăртатпăр. Унăн тĕп тĕллевĕ — вĕренекенсене халăх сăмахлăхĕн пуянлăхне туйма вĕрентесси, фольклор жанрĕсене пухас çĕрте хастартарах пулма хавхалантарасси.

Ĕлĕкхи хаçат- журналсене пухасси

Каччăсемпе хĕрсене тăван халăхăн иртнĕ пурнăçĕ, унăн культура аталанăвĕ, халăха çутта кăларас ĕç тĕрлĕ вăхăтра еплерех шайра пулни пирки шкул программи тăрăх та сахал мар вĕрентетпĕр. Вĕсене çакăнта ĕлĕк чăвашла тухса тăнă хаçат-журнал та витĕмлĕ пулăшу пама тивĕç. Хальхи вăхăтра ялсенче, тирпейлĕ çемьесен “архивĕсенче” совет влаçĕн малтанхи çулĕсенче тухса тăнă тĕрлĕрен хаçат-журнал сахал мар тупма пулать. “Кивĕ хут” операци пынă чухне те эпĕ хама валли сахал мар тупма пултартăм. Иртнĕ тапхăрта пирĕн вĕренекенсем “Канаш”, “Коммунар”, “Пионер сасси”, “Ĕç хĕрарăмĕ” хаçатсене, “Сунтал”, “Капкăн” “Хатĕр пул”, “Сыхă тăр”, ытти журналсене çитерсе пачĕç. Вĕсем пирĕншĕн питех те хаклă япала вырăнне шутланаççĕ. Хăшĕ-пĕри шкул музейĕнче те вырăн тупмалла. Вĕсенчен хăшĕ-пĕринпе аслăрах классенче литературăпа уйрăм темăсене вĕреннĕ чухне те усă курма пулать. Халĕ шкулта тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекен чăвашла тухса тăракан чылай хаçат-журнала çырăнса илме тăрăшать. Килте çуккипе ялсенчи вулавăшсенче паллашма пулать. Хаçатсен пур номерĕсене те пухса пырсан, пĕр çĕре çĕлесе хурсан епле аван пулмалла. Пирĕн шкулта тата ырă йăла пур: эпир хаçат-журналти витĕмлĕрех статьясене, малашнехи ĕçре кирлĕ пулма пултаракан материалсене каса-каса илсе уйрăм журнал тăватпăр. Вĕсем тăван чĕлхепе литература пỹлĕмĕнче упранаççĕ. Туслă çыхăнусем тытасси Хальхи вăхăтра шкул ачисем çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнче пурăнакан тантăшĕсемпе туслă çыхăну тытасси анлăн сарăлчĕ. Пирĕн те, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен, çак ĕçрен аякка юлмалла мар. Иртнĕ çулсенче манăн Пушкăрт Республикинчи Хушăлкари вăтам шкулта тăван чĕлхепе литературине вĕрентекен И. В. Яковлевпа паллашма тỹр килчĕ. Ун чухне эпĕ Шупашкарта учительсен пĕлĕвне анлăлатмалли курссенчеччĕ. Иван Васильевич пысăк тавракурăмлă, пур енлĕ аталаннă педагог пек туйăнчĕ мана. Вăл ачасемпе туса ирттерекен ĕçсемпе туллин паллаштарчĕ. И. Яковлев тимленипех вĕренекенсем халăх сăмахлăхне чылай пухаççĕ, кунта краеведени музейĕ йĕркеленĕ. Пушкăртри туссен ĕçĕсем пире те кăсăклантарса ячĕç. Курсран таврăнсан, пĕр-пĕрин патне çырусем çỹретме пуçларăмăр. Çакăнта 6-мĕш класра вĕренекенсем питех те хастарччĕ. Пирĕн вĕренекенсем Хушăлкаран тăтăшах çырусем илме тытăнчĕç. Пушкăртстанран килнĕ çырусене яланах класра ушкăнпа вулатпăр, кайран Урал тăрăхĕнчи çĕнĕ хыпарсене коридорти курăнмалли вырăна çакса хуратпăр. И. Васильев тата Хушăлка шкулĕн вĕренекенĕсем çырусем çырса ярса пире чăвашсен вилĕмсĕр поэчĕпе К. Ивановпа, “Нарспи” çĕршывĕпе, шкул ĕçĕ-хĕлĕпе туллин паллаштарчĕç. Эпир чылай çĕннине пĕлтĕмĕр. Çак çыхăнусем пире “К. В. Иванов тата унăн çĕршывĕ” литература журналне йĕркеленĕ çĕрте пысăк пулăшу пачĕç. Халĕ пирĕн вĕренекенсем Хушăлкари тусĕсемпе тĕлпулу йĕркелесси пирки ыйту хускатаççĕ. Тăван ялăн, тăван тавралăхăн историне тĕпчесе пĕлесси Камшăн хаклă мар-ши тăван ял, тăван тăрăх? Нумай чухне пирĕн ачасем ĕлĕкхи пурнăçа хăйсем вуланă кĕнекесем тăрăх кăна пĕлеççĕ. Анчах унта вĕсем хăйсен тăрăхĕ, ялĕ, çырми-çатри çинчен çырнине, вĕсем мĕнле пулса кайнине тĕл пулмаççĕ. Çакăнта пирĕн, чăваш чĕлхипе литература учителĕсен, нумай ĕçлемелле. Çỹлерех асăннă Шупашкарта халăх сăмахлăхне пухакансен конференцийĕнче И. Одюков çапла каланăччĕ: “Фольклор пухнипе пĕрлех вĕренекенсене тăван ялăн, тăван тăрăхăн историне тĕпчес ĕçе явăçтармалла. Вĕсен ку енĕпе ватă çынсем каласа панине, шурсухалсенчен ыйтса пĕлнине уйрăм журналсем çине çырса пымалла.Çак ĕçсене паян туса пымасан, ыран кая юлĕ, çитес çулсенче пире никам та каласа памĕ”. Ку енĕпе пирĕн енче те пăр тапраннă темелле. Эпир икĕ çул каялла тĕпчев ĕçĕсене тытăннă. Литература кружокĕн занятийĕсенче ку темăпа тăтăшах калаçусем йĕркелетпĕр. Вĕренекенсене ватăсем çумне çирĕплетнĕ. Анчах вăл кĕске вăхăтра тумалли ĕç мар, пысăк тапхăр ыйтать. 1972—1973 вĕренỹ çулĕнче 10-мĕш классемпе “Тăван ял, тăван тавралăх тата ăна тĕпчесси” темăпа калаçу йĕркелерĕм. Юлашкинчен хĕрсемпе каччăсене çак тема тăрăх сочинени çырасси, унччен маларах ватăсемпе тĕл пуласси, вĕсенчен пирĕн тăрăх хăçан пуçланса кайни, ялсен историйĕ пирки ыйтса пĕлме хушрăм. Шурсухалсем пирĕн ачасене сумлă пулăшу панă иккен, нумайăшĕ вĕсен сăмахĕсене усă курса питех те аван, интереслĕ сочиненисем хайланăччĕ. Вырăнсенче асаттесемпе асаннесем асаилỹсен çăмхине сỹтме, пире тăтăшах хăйсем патне чĕнме пуçларĕç. Ачасен ĕçĕсене уйрăм журнал евĕр туса пĕр çĕре çĕлесе хутăмăр. Акă, Чатукасси ялĕнче пурăнакан ватăсем каласа панинчен: “60—70 çул каялла Чатукасси питех те пĕчĕк, икĕ урамлă ял пулнă. Вăхăт иртнĕ май тата икĕ урам хушăннă. Чатукасси ялĕ çывăхĕнче Тунти пасарĕ, Тунти пуххи шавланă. Ял пуçĕпе Хурăнлă çул иртсе кайнă. Ĕлĕк таврари ял çыннисем çăнăх авăртма Çĕньял арманне кайнă”. Çак ĕçе пирĕн малашне те туса пымалла. Çитес вĕренỹ çулĕнче ватăсенчен ыйтса çырнă уйрăм журнал йĕркелеме пăхатпăр. Унтах вĕсен сăнĕсене вырнаçтарма палăртатпăр. Анчах вăхăчĕ малаллах шăвать-çке, ватă çынсен хисепĕ çулран-çул чакса пырать. Эпир тăван ен историйĕпе интересленнипе пĕрлех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи, фронта пирĕн тăрăхран тухса кайнисем, хаяр вăрçăран киле каялла таврăнайманнисем пирки те ыйтса пĕлме палăртрăмăр. Çав паттăрсен сăнỹкерчĕкĕсене те хамăр журнала кĕртме шутлатпăр. Хăш-пĕр çынсен килĕсенче пĕчченшеррĕн, ушкăнпа тунă ĕлĕкхи сăнỹкерчĕксем те чылай. Вĕсем чăн-чăн реликви, асăнмалăх япала шутланаççĕ. Вĕсене, хуçисенчен вăхăтлăх илсе, çĕнетме, иккĕмĕш экземплярне хамăр патăрта хăварма палăртатпăр. Журналăн юлашки страницисенче хальхи ял пурнăçне сăнлакан тĕслĕхсене (çĕнелнĕ ял, ĕç паттăрĕсем, аслă шкул студенчĕсем тата ытти те) кăтартасшăн. Ăна йĕркелесе çитерме вара чылай тар тăкма тивет. Йывăр пулсан та, “упине тытасшăна-ха” эпир. Çав пысăк ĕмĕтпе пурăнатпăр.

Тăван шкул историйĕ çинчен

Кашни ачах хăй вĕренекен шкула юратать, ăна хăйĕн иккĕмĕш килĕ вырăнне шутлать. Кунта вăл халиччен пĕлменнисене ăса хывать, çĕнĕ юлташсем тупать. Анчах та хăйсен пĕлỹ керменĕ хăш вăхăтра уçăлнине, иртнĕ тапхăрта вăл еплерех ĕçлесе пынине, вĕсен аслашшĕ-асламăшĕсем, аслă ăрăвăн ытти çыннисем хăш вăхăтра тата еплерех условисенче пĕлỹ илнине пур ача та пĕлет-ши? Каччăсемпе хĕрсем тăван шкула ытларах юратчăр, унăн историне пĕлччĕр тесен пирĕн те, аслисен, чылай ĕçлемелле. Чăваш халăхĕн асаплă та тертлĕ пурнăçĕ, пирĕн несĕлсене çутта кăларассишĕн вăй-халне, кун-çулне панă И. Яковлев, И. Ульянов, тăван халăхăмăра çырулăх тата алфавит туса панă чăваш Улăпĕ, малтанхи чăваш шкулне уçни, тăван чĕлхепе пĕрремĕш хаçат тухни çинчен ачасен пĕлмеллех. Пĕр сăмахпа, пирĕн ĕç питех те нумай, шкулăн историне, унăн паллă çыннисене тĕпчеме тытăнмалла. Кашни шкулăн вара хăйĕн историйĕ: пĕрисем патша саманинче уçăлнă, теприсем вара советсен тапхăрĕнче ĕçлеме тытăннă. Апла пулсан, пирĕнтен чылайăшĕн архивсен алăкĕсене тахçанах уçса кĕме вăхăт. Мĕншĕн тесен пĕтĕм тупра, чылай вăрттăнлăх унта упранать-çке. Ялсенчи ватă çынсене те манмалла мар, мĕншĕн тесен шурсухалсен ялти пĕлỹ керменĕ пирки ăшă сăмахсем чылай тупăнаççĕ, вĕсем унăн аталанăвне сахал мар пĕлеççĕ. Пирĕн кунта ĕçленĕ учительсен, шкул сакки çинче ларса тарăн пĕлỹ пухнă, каярах чăн-чăн ĕç паттăрĕ пулса тăнă, аякра тĕпленнĕ ентешсен асаилĕвĕсене çырса илмелле. Шкулпа çыхăннă сăнỹкерчĕксене шыраса тупмалла. Пулас ăру çак чыслă ĕçшĕн пире тав сăмахĕ çеç калĕ. Вуншар е ытларах çул иртсен ку ĕçсене тума çăмăл мар пулĕ. Чатукасси шкулĕ 1884 çулта уçăлнă. Кăçалхи 1974—1975 вĕренỹ çулĕ пирĕншĕн уйрăмах паллă, тăван шкула никĕсленĕренпе 90 çул çитет. Эпир çак паллă куна тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илесшĕн. Иртнĕ тапхăрта эпир хамăр шкул еплерех никĕсленни пирки питĕ сахал пĕлеттĕмĕр. Халĕ вара виçĕ-тăватă çул хушшинче, унăн историне тĕпчеме тытăннăранпа, чылай çĕннине пĕлме пултартăмăр. Ку темăпа Чатукасси тăрăхĕнчи ялсене тухса ватăсемпе тăтăшах тĕлпулусем йĕркелерĕмĕр. Вĕсем çак шкул урати урлă каçса кĕрсе кунта вулама-çырма вĕреннĕ-çке, кинемейсемпе мучисен аса илмелли, каласа памалли вара сахал мар. Тăван чĕлхепе литература кружокĕн занятийĕсенче эпир шкул историйĕпе калаçусем сахал мар йĕркеленĕ. Уйрăм ялсенчен шкула çỹрекен каччăсемпе хĕрсем валли ĕç планĕ туса хатĕрлерĕмĕр. Вĕсен шурсухалсемпе тĕл пулса асаилỹсем хатĕрлемеллеччĕ. Каярах вара шкулта çав тĕлпулусене йĕркелеме килĕшсе татăлтăмăр. Çакă каярах хăйĕн çимĕçне кỹчĕ. 1974 çулхи март уйăхĕнче Чатукасси, Пулайкасси, Çырмапуç, Шăнарпуç ялĕсенче пулса икĕ ăру тĕлпулăвĕсене йĕркелерĕмĕр. Маларах ватăсем патне чĕнỹ хучĕсем çырса ятăмăр. Асăннă тĕлпулусене 50—80 çулсенчи çынсем пычĕç. Эпир вĕсенчен тăван шкула Етĕрне уесĕнчи земски управа членĕ пулнă М. Я. Яковлев уçма пысăк витĕм кỹни, Мирон Яковлевич асăннă уесра тата 14 шкул уçни (вăл шутра Виçикасси, Янкас, Елаш тата ытти шкулсем те), вăл Чупай вулăсĕнчи Чупай ялĕн çынни (халĕ вăл Çĕрпỹ районĕнчи Çĕньял ялĕ) пулни, унăн тăванĕсем çав ялта пулма пултарни, вăл ĕлĕк велосипедпа çỹрени, ял çыннисем çав “утсăр урапаран” питĕ тĕлĕнни, Чатукасси шкулĕнче Мирон Яковлевичăн тăванĕсем ĕçлени çинчен тата ыттине пĕлтĕмĕр. Юлашкинчен пирĕн вĕренекенсем ватăсене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Шкулти фотокружок членĕсем çав тĕлпулусене сăнỹкерчĕксем çине куçарчĕç. Калаçу вĕçĕнче çакна палăртасшăн: тăван чĕлхене вĕрентекенсем те, ытти учительсем пекех, класс тулашĕнче чылай ĕç тăваççĕ. Анчах та чылай шкулсенче, çав шутра пирĕн патăрта та, вырăн хĕсĕкрен ачасен алăпа тунă ĕçĕсене ытти кăтарту пособийĕсемпе пĕрлех упрама тивет. Пирĕн вара вĕсене уйрăм çĕрте, курăнмалли вырăна хурас килет. Пуçлăхсен кунта шутласа пăхмалли пурах.

А. ЛЬВОВА

Хыпар çăлкуçĕ: Ял пурнăçĕ, 13 №