Тĕпеклĕ ывăл

Атăлçи пăлхарсен кашни çемйинче

Ашшĕ çулталăк тултарнă ывăлĕн

Çÿçне хачăпа каснă тĕпеклетсе

Сылтăм енчи ăшă тăнлав тĕлĕнче.

 

Ман атте-аннен пилĕк ывăл пулнă;

Çулталăкри кашни ывăлĕн çÿçне

Касса хачăпа пĕр тикĕс кĕскетнĕ

Тĕпеклетсе ачаш тăнлав çийĕнче.

 

Çÿçне касас умĕн ывăлĕ туйса

Пачах итлемест, аллине тăратса

Чупать анне патне хÿтлĕх шыраса,

Саппун айне курăнми пытарăнса.

 

Атте аннене куç хĕссе систерет

Ывăла хăйĕн патне йăтса пыма,

Тытса пырсан чĕркуççи çине лартать,

Кăтра çуçлĕ пуçне ăшшăн ыталать.

 

Илемлĕн те хитрен çÿçне кĕскетсе

Килĕшÿллĕ чипер тĕпек хăварать,

Чуп туса сăпка юррипе пиллесе

Вăйпитти, паттăрлăх, хăюлăх сунать.

 

Атăлçи пăлхарсен кашни çемйинче

Ашшĕ çулталăк тултарнă ывăлĕн

Çÿçне хачăпа каснă тĕпеклетсе

Сылтăм енчи ăшă тăнлав тĕлĕнче.