Тусай ялне — 600 çул

Хӑйӗн историне пӗлмен халӑхӑн пуласлӑхӗ ҫук

Ҫитес ҫул Упи ял тӑрӑхне кӗрекен Тусай ялне никӗсленӗренпе 600 ҫул ҫитет. Ҫак пысӑк датӑна хатӗрленсе ирттерес тӗлӗшпе ял тӑрӑхӗнче йӗркелӳ комитечӗ туса хунӑ. Унӑн икӗ ларӑвӗ иртнӗ те ӗнтӗ. Йӗркелӳ комитечӗн йышне ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранне, тавра пӗлӳҫӗне, Тусай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ М. П. Прохорова та кӗртнӗ. Михаил Прохорович тӑван ялӗн историйӗ пирки райхаҫата материал сӗнчӗ. Эпир унпа вулакана паллашма сӗнетпӗр.

Эпир ӑҫтан тата камсем?

XVI ӗмӗр варринче Хаяр Йӑван патша вӑхӑтӗнче (1551ҫ.) чӑвашсем вырӑс патшалӑхӗпе пӗрлешеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтран пуҫласа чӑвашсем хушшинче Христос тӗнне сарма тытӑнаҫҫӗ. Чӑвашсен мӗн авалтан хӑйсен тӗнӗ пулнӑ. Вӗсем хӑйсен туррисене ӗненсе чысланӑ. Ҫавӑнпа Христос тӗнне йышӑнасшӑн пулман. Анчах влаҫпа пупсем пӗтӗм вӑйне хурса ӗҫлеҫҫӗ. Ҫынсене вӑйпа хӑратса, хӗне-хӗне шыва кӗртеҫҫӗ.

Ҫак вӑхӑтран пуҫласа ҫуралакан ачасене вырӑс ячӗсене пама тытӑнаҫҫӗ. Чӑвашсен авалхи ячӗсем майӗпен манӑҫа тухаҫҫӗ. Ҫӗнӗ ятсене нумаях шыраса тӑман. Ытларах Йӑван е Ваҫли ятсене панӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн чӑвашсене пурне те «Василий Иванович» е «Хӑйӗн йӑх-несӗлне пӗлмен Йӑван» (Иван, не помнящий родства) тесе мӑшкӑлласа чӗнме тытӑнаҫҫӗ. Тивӗҫлӗ-ши чӑваш халӑхӗ ҫак сӑмахсене илтме?

Чӑваш халӑхӗн хӑйӗн историйӗ пур. Вӑл питӗ пуян. Пӗр пин ҫул ҫеҫ мар, 2—3 пин ҫул маларах пуҫланса кайнӑ. Эпӗ кунта ҫав истори ҫинчен чарӑнса тӑрас тӗллев лартмастӑп. Вӑл урӑх ҫӗрте калаҫмалли ыйту.

IX ӗмӗр вӗҫӗнче пуҫласа XIII ӗмӗр пуҫламӑшӗччен Чулман Атӑлпа (Камапа) Атӑл юхан шывӗсем пӗрлешнӗ вырӑн тавралла, хальхи Самарӑпа Ульяновск облаҫӗсен, Пенза облаҫӗн хӗвел тухӑҫ пайӗ, Тутарстанӑн кӑнтӑр енчи, Чӑваш Енӗн кӑнтӑр хӗвел тухӑҫ пайӗнчи ҫӗрсем ҫинче Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ сарӑлса выртнӑ. Вӑл пӗтӗмӗшле илсен, хальхи Польшӑпа танлашнӑ.

Патшалӑх Кама юхан шывӗ Вӑтам Атӑлпа пӗрлешнӗ ҫӗрте вырнаҫнӑ пирки унта суту-илӳ вӑйлӑ аталаннӑ. Ку ҫӗр-шывӑн тӗп хулинче Вӑтам Азирен, Персирен, Арменирен, Азербайджанран, Византирен, вырӑс ҫӗрӗсенчен тата таҫти-таҫти ҫӗр-шывсенчен килнӗ усламҫӑсене курма пулнӑ. Кунти пасарсенче ылтӑн, кӗмӗл, тӑхлан, янтарь, хурҫӑпа тимӗр, хӗҫ-пӑшал, Китай пурҫӑнӗ, пӑхӑртан тунӑ тӗкӗрсем, шӑрҫа, кӑнтӑрта ӳсекен тӗрлӗ ҫимӗҫпе ҫурҫӗрти хаклӑ чӗр чунсен тирӗсене, арабсемпе перссен кавирӗсене тата тем тӗрлӗ япаласене тупса илме май килнӗ.

Пӑлхарсем патӗнчен ытти ҫӗр-шывсене кӑш (соболь), сӑсар (куница), юс (горностай), хӑнтӑр (бобр), пакша, ӑтӑр, упа, тилӗ, мулкач, качака тирӗсемпе пыл, ӑвӑс, выльӑх-чӗрлӗх, ҫилӗм, мӑйӑр, ҫурт-йӗр ҫӗклеме йывӑҫ, пӑхӑр, кольчуга, хӗҫ, ҫӗмӗрен, тир-сӑрантан тунӑ тата ытти тӗрлӗ япаласене илсе кайнӑ. Пӑлхарсен ал ӗҫ ӑстаҫисем хуҫалӑхра кирлӗ япаласене хӑйсене валли ҫеҫ мар, сутмалӑх та тунӑ. Ҫав шутра суха пуҫ тимри, катмак, ҫурла, урапа, тимӗр пӑта, сӑра, йывӑҫран тата тӑмран ӑсталанӑ савӑт-сапа тата нумай тӗрлӗ япала. Пурне те каласа пӗтерме ҫук.

Пӑлхарсем тата ытти халӑхсем ҫине вӑрҫӑпа тапӑнман. Анчах тӑшмансенчен хӳтӗленме хӗҫ, кольчуга, тимӗр шлем ҫителӗклех тунӑ. Тир-сӑрантан ут хатӗрӗ, атӑ-пушмак тата ытти япаласене хатӗрленӗ.

Пӑлхарсем куҫса ҫӳремен, пӗр вырӑнта тӗпленсе пурӑннӑ. Ҫавна пула вӗсен ҫӗр ӗҫӗ вӑйлӑ аталаннӑ. Вӗсем тыр-пул акса туса илнӗ ҫӗрте ҫӗре ҫемҫетме тимӗр вӗҫлӗ суха пуҫпе усӑ курнӑ. Тыр-пултан ыраш, сӗлӗ, урпа, пӑри, пӑрҫапа ун йышши культурӑсене акса ӳстернӗ. Пурӑнмалли ҫурт-йӗре, хуралтӑсене йывӑҫран тунӑ.

Чӑваш халӑх поэчӗ Н. И. Полоруссов-Шелепи «Уксах Тимӗр Пӳлере илни ҫинчен» поэминче ҫапла ҫырса кӑтартнӑ:

Ырашӗсем ҫулленех

Пӗкӗ ҫӳллӗш ӳсетчӗҫ.

Хӑна-вӗрле пур чухне

Ялан сим-пыл ӗҫетчӗҫ.

Урпасемпе пӑрисем

Касса уҫӑлми пулатчӗҫ.

Туллине те, вирне те

Темӗн чухлӗ акатчӗҫ,

Вӗсем валли ҫулленех

Тем чул ҫӗрсем ҫӗтетчӗҫ.

Арабсем тата ытти ҫӗрсенчен килнӗ ҫул ҫӳревҫӗсем кунта пурӑнакансене шумерсем, ҫавӑн пекех сӑварсем е сувассем тенӗ. Археологи тата истори ӑсчахӗсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх вӗсем чӑвашсен йӑх пуҫӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Чӑваш халӑхӗ Атӑлҫи Пӑлхарсен йӑхӗнчен тухнӑ пулать. Ҫавӑнпа эпир хамӑр халӑх шӑпине Атӑлҫи Пӑлхарсен историйӗпе таччӑн ҫыхӑнтаратпӑр.

«Чуваши-лапотники» тени те пире кӳрентерекен сӑмах. Пӑлхар-чӑвашсем тыр-пул акса тунипе пӗрлех выльӑх-чӗрлӗх нумай усранӑ. Ҫавна пула тир-сӑран ҫителӗклӗ пулнӑ. Тир тума пӗлнӗ. Тиртен ҫӗленӗ тумтир, атӑ-пушмак тӑхӑнса ҫӳренӗ. Вӗсем Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗр-шывӗнчен халь пурӑнакан вӑрманлӑ вырӑнсене куҫса килсен тин вырӑссемпе ҫармӑссенчен ҫӑпата тума вӗренсе унпа ҫӳреме пуҫланӑ.

Тутар-монголсен пусмӑрӗнче

ХIII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗр-шывӗ вӑйлӑ аталанса ҫирӗп патшалӑх пулса тӑнӑ. Ҫак вӑхӑталла тутар-монголсен империйӗ те аталанса каять. Вӑл Япони тинӗсӗнчен Вӑтам Ази таранах сарӑлса выртнӑ. Чингисханӑн мӑнукӗ Бату-хан (1208—1255) хӑйӗн империне татах пысӑклатас шутпа Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗр-шывӗ ҫине темиҫе хут та килсе тапӑнать. 1225 ҫулта пӗрремӗш, 1229 ҫулта иккӗмӗш, 1231 ҫулта виҫҫӗмӗш хут килсе тапӑнать. Пӑлхарсем вӗсене кашнинчех аркатса тӑкаҫҫӗ. 1236 ҫулта тутар-монголсем утлӑ питӗ пысӑк ҫар пухса тепӗр хут килсе тапӑнса Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне ҫӗнтереҫҫӗ. Нумай хулапа яла ҫӗмӗрсе, ҫурт-йӗрне ҫунтарса ҫӗрпе танлаштарнӑ, ҫав вырӑнсенче кӑмрӑкпа кӗл ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Пӗтӗм пурлӑха ним хӑварми ҫаратнӑ, выльӑх-чӗрлӗхне кӗтӗвӗпех хӑваласа кайнӑ. Ҫынсене те, ҫав хушӑрах ваттисемпе пӗчӗк ачасене те, пӗр хӗрхенмесӗр вӗлерсе пӗтернӗ. Ал ӑстисене хӑйсем патне ӗҫлеме ӑсатнӑ. Вӑй питти арҫынсене, ҫамрӑк арӑмсемпе хӗрсене сӑнчӑрласа чуралӑха сутма илсе кайнӑ. Хӗрсене мӑшкӑлласа чыссӑрланӑ хыҫҫӑн вӗлерсе хӑварнӑ.

Чӗрӗ юлнисем вӑрмансене тарса пытаннӑ. Нумайӑшӗ Атӑлӑн сылтӑм енчи сӑртлӑ-ҫырмаллӑ вырӑнӗсене куҫа-куҫа кайнӑ. Вырӑнта юлнисем тутар-монголсемпе кӗрешме пӑрахмаҫҫӗ. Паян тата Шакку княҫсем ертсе пынипе монголсене каллех хӑваласа яраҫҫӗ.

1241 ҫулта тутар-монголсем тепӗр хут вӑйлӑ ҫарпа килсе тапӑнса пӑлхарсене пуҫӗпех пӑхӑнтараҫҫӗ. Пӑлхар патшалӑхӗн хуҫалӑхне, культурине тата политика тытӑмне тӗппипех аркатаҫҫӗ.

Малтан асӑннӑ поэмӑра Н. И. Полоруссов-Шелепи ҫапла ҫырать:

«Тӗнче пӗтнӗ евӗрлӗ

Ҫӗр кӗсретсе килчӗҫӗ.

Пӗтӗм Пӳлер ҫӗр-шывне

Хупӑрласа илчӗҫӗ».

1243 ҫулта Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ пӗтсе Ылтӑн Орда шутне кӗрет. Монголсем кунта пурӑнакан, хӗҫ-пӑшал тытма пултаракан арҫынсене хӑйсен ҫарне илсе ытти ҫӗр-шывсене хирӗҫ ҫапӑҫтараҫҫӗ. Халӑхран яссак шучӗпе тыр-пул, пыл, ӑвӑс, тискер чӗр чунсен хаклӑ тирӗсене, лашасемпе ытти выльӑха, аш-какай, сӗт-ҫу тата тем те пӗр пуҫтарса кайнӑ. Вӗсем пӑлхарсенчен кашни ҫул туса илекен пурлӑхӑн пысӑк пайне сӑптӑрса илнӗ. Тӳлеменнисене хытӑ асаплантарса вӗлернӗ, пӗтӗм пурлӑхне илсе тухса кайса ҫурт-йӗрне ҫунтарса янӑ.

Куҫса ҫӳресе пурӑнакан, тыр-пул акса ӳстермен монголсемшӗн Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗр-шывӗ ҫӑкӑрпа тӑрантаракан тӗп вырӑнсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Ҫакӑн пек йывӑр пусмӑр вӑхӑт 100 ҫул ытла пырать. Ҫавна чӑтаймасӑр пӑлхар-чӑвашсем ХIV ӗмӗр вӗҫӗнче хӑйсен ирӗклӗхӗшӗн ҫапӑҫма тытӑнаҫҫӗ. Темиҫе вунӑ ҫула пыракан хаяр вӑрҫӑ кунӗсем пуҫланаҫҫӗ. Истори наукисен докторӗ В. Д. Дмитриев шутласа пӑхнӑ тӑрӑх, ҫак вӑхӑтри 80 ҫул хушшинче Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗрӗсем ҫинче 32 хулапа 2000-е яхӑн яла ҫунтарса, кӗллентерсе вӗҫтерсе янӑ. Ҫав шутра пӑлхарсен чечекленсе аталанакан Пӑлхар, Пӳлер, Сӑвар, Керменчук, Чукту тата ытти пысӑк хулисем те пулнӑ. Пӑлхар-чӑваш халӑхӗн пилӗк пайӗнчен тӑваттӑшне вӗлерсе е тыткӑна илсе кайса пӗтернӗ. Ку чӑваш халӑх историйӗнчи чи пысӑк инкеклӗ вӑхӑт пулса тӑнӑ.

Бату-хан вилнӗ хыҫҫӑн ун ывӑлӗсем хушшинче ҫӳлти влаҫшӑн кӗрешӳ пуҫланса каять. Пӗр-пӗрин ҫине вӑрҫӑпа тапӑнса кӗме тытӑнаҫҫӗ. Вӑрҫӑн пӗтӗм йывӑрлӑхӗ каллех халӑх ҫине тиенет. Ялсемпе хуласем вутра тӗлкӗшме тытӑнаҫҫӗ. Халӑха ҫаратаҫҫӗ, пусмӑрлаҫҫӗ, вӗлереҫҫӗ, чуралӑха сутма илсе каяҫҫӗ. Кунта пурӑнма чӑтма ҫук йывӑрланса ҫитет. Ҫавна пула ХV ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пӑлхар-чӑвашсем каллех тутар-монголсем тустарса, ҫунтарса пушатса хӑварнӑ вырӑнтан тарса кайма тытӑнаҫҫӗ. Вӗсем мӗн май килнӗ таран тутар-монголсенчен аяккарах, хӑйсене шыраса тупмалла мар вӑрманлӑ, ҫырма-ҫатраллӑ вӑрттӑн вырӑнсене шыраса хальхи Чӑваш Республикин ҫурҫӗр пайӗнчи Ҫавал, Энӗш, Сурӑм, Шетмӗ, Ункӑ, Выла, Юнкӑ юхан шывӗсем таранах сарӑлаҫҫӗ.

Упаран тарса кашкӑр ҫӑварне

Ҫав вӑхӑтра ҫынсем кашни хӑйӗн йӑхӗпе е темиҫе йӑх пӗрлешсе йӗркеленнӗ ялсенче пурӑннӑ. Чутрамӑш ялӗ виҫӗ йӑхран тухнӑ ҫынсене пӗрлештерсе тӑнӑ. Вӑл вӑхӑтра ялсенче йӗркеллӗ урамсем пулман. Уйрӑлса тухакан кашни ҫемье ҫурт-йӗрӗпе хуралтисене хӑйӗн тӑванӗсен ҫывӑхне лартнӑ. Ҫавна пула кунта виҫӗ ушкӑн ҫурт лартнӑ. Тупай йӑхӗнчен тухнӑ ҫынсем пурӑнакан вырӑна Тупай кукри тенӗ. Унсӑр пуҫне ку ялта Тимӗрҫ касси тата Пилеш пусси текен вырӑнсем пулнӑ.

Тимӗрч кассинче пурӑнакансем ытларах тимӗр-тӑмӑрпа ӗҫленӗ. Вӗсен хушшинче ювелирсем те пулнӑ. Кунти тимӗрҫӗ лаҫҫисенче иртен пуҫласа каҫченех тимӗре мӑлатукпа шаккаса туптанӑ сасӑ илтӗнсе тӑнӑ. Вӗсем тимӗрпе хурҫӑран вӑрҫӑпа ӗҫ хатӗрӗсем, савӑт-сапа, хуҫалӑхри кирлӗ ӑпӑр-тапӑр, кӗмӗлпе пӑхӑртан, ылтӑнран, хаклӑ чулсенчен хӗрарӑмсене капӑрланмалли илемлӗ япаласем тата тем те пӗр тунӑ.

Пилеш пуссисем тир-сӑранпа ӗҫлеме ӑста пулнӑ: тир, атӑ-пушмак, ут хатӗрӗсем тунӑ, тиртен тумтир ҫӗленӗ, ҫӑм атӑ йӑваланӑ, алсиш-чӑлха ҫыхнӑ тата ытти ал ӗҫӗсем туса пурӑннӑ.

Тупай йӑхӗнчи ҫынсем ытларах йывӑҫпа ӗҫлеме юратнӑ. Чутрамӑшри пӗтӗм ҫурт-йӗре тупайсен аллипе ҫӗкленӗ. Вӗсем катка-пичке, савӑт-сапа, сӗтел-пукан тата тем те пӗр япала тума пултарнӑ. Маҫтӑрсен ӑсталӑхӗ йӑхран йӑха куҫса, лайӑхланса пынӑ.

Ҫӑмӑл пулман чутрамӑшсене ҫӗршер ҫул тӗпленсе пурӑннӑ вырӑна пӑрахса тухса кайма. Ҫитменнине тата ку инкек хӗрӳ ӗҫ вӑхӑтӗнче килсе ҫапать. Тыр-пула ҫурри ытла вырса ҫӗмелсене купаласа хунӑ. Ҫапса тӗшӗлеме тытӑнайман-ха. Ҫывхарса килекен инкекрен тарса ҫеҫ хӑтӑлма пулать. Сисмесӗрех хӗл те ҫитӗ. Хӗл каҫиччен ҫиме тата килес ҫул акса хӑварма вӑрлӑх хатӗрлемесӗр мӗнле тухса кайӑн. Анчах вӑхӑт ҫук. Ҫавӑнпа тырӑ кӗлтисене уйрах, сарса хунӑ шӑналӑксем ҫинче тукмаксемпе ҫапса тӗшӗлес терӗҫ. Ун пек тӗшӗленӗ тырӑ хӗл каҫиччен ҫисе пурӑнма ҫитмест пулин те, ҫитес ҫул акма вӑрлӑх пулать.

Тем пек хӑрушлӑх ҫывхарса килет пулин те, чутрамӑшсем нимӗн хатӗрленмесӗр ҫула тухаймарӗҫ. Вӗсен кунтан ӗмӗрлӗхе тухса каймалла. Мӗн кӗтет-ха вӗсене малашне? Ӑҫта вӑл хӑрушсӑр вырӑн? Хӑш тӗле ҫитсе вырнаҫмалла? Кусем пурне те шухӑшлаттаракан ыйтусем пулчӗҫ. Тата Ҫӳлти Турӑпа пӗтӗм пӑлхар халӑхӗ чыслакан ырӑ киремет Валӗм хуҫа пулӑшмасӑр ҫул ҫинче те, малашри пурнӑҫра та ӑнӑҫу пулас ҫук. Ҫавӑнпа тухса каяс кун ял халӑхӗ вӗсене ҫырлахтарас тесе кӑвак ҫутлах тӑрса ваттисен пӗтӗм йӑлисене пурнӑҫласа чӳк турӗ.

Тухса кайма пурте хатӗр. Пӗрле илсе каймалли япаласене урапасем ҫине майлаштарса хунӑ. Инҫе ҫула тухакансемшӗн выльӑх-чӗрлӗх пысӑк чӑрмав пулса тӑчӗ. Ҫавӑнпа хӑшне-пӗрне пусса аш-какай хатӗрлеме, теприсене пӑрахса хӑварма лекрӗ.

Чутрамӑш ялӗнче кил шучӗ вӑтӑртан ытларах ҫеҫ пулнӑ. Ир-ирех кашни килтен чи кирлӗ япаласене тиенӗ 2-3 лав тухрӗ. Ҫапла йӗркеленнӗ пысӑк обоз ҫурҫӗр-хӗвел анӑҫ еннелле ҫул тытрӗ. Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, ял ҫинче талккӑшпех ҫулӑм ялкӑшма пуҫларӗ. Тӑшмана нимӗн те ан лектӗр тесе кая юлнисем тӑван яла вут чӗртсе хӑварчӗҫ.

Куҫса ҫӳреме вӗренмен ҫынсемшӗн кун пек ҫул ҫӳрев йывӑр пулчӗ. Килтен тухса пӗр эрнене яхӑн ҫул ҫинче сиксе тухнӑ тӗрлӗ йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе кайса тем сарлакӑш, мӑнаҫлӑ юхса выртакан Атӑл шывӗ хӗрне ҫитрӗҫ. Ҫул ҫинче ку чи пысӑк чӑрмав пулса тӑчӗ. Пур япаласене, ҫынсене, выльӑха каҫарма йывӑҫ касса сулӑсем тума лекрӗ. Тӑрмашса ӗҫлесе, асапланса Атӑл урлӑ каҫса пӗтрӗҫ. Ҫухатусемсӗр те пулмарӗ. Ӗнисем тӑпӑ тӑма пӗлмесӗр сулӑна чалӑштарса шыва путни те пулчӗ. Шыв урлӑ каҫса Атӑлӑн сылтӑм енчи ҫӳллӗ ҫыранне вырнаҫиччен ялтан тухни виҫӗ эрне иртрӗ. Ку вырӑна халь Течче тӑвӗсем теҫҫӗ.

Кунта ҫырма-ҫатраллӑ, туллӑ-сӑртлӑ ҫӗрте час-часах вӑрмансем тӗл пулаҫҫӗ. Тыр-пул акса ӳстерме ирӗклӗ вырӑнсем те сахал мар. Анчах монголсенчен инҫете тарса хӑтӑлнӑ теме ҫук-ха.

Ҫавӑнпа вӗсем кунта чарӑнса тӑмасӑр малалла кайса пурӑнма килӗшекен хӑрушсӑр вырӑн шырас терӗҫ. Ҫулсӑр вырӑнсемпе кайнӑ май чӑрмавсем тупӑнсах пычӗҫ. Вӑрманлӑ вырӑнсенче хӑш-пӗр йывӑҫсене касса ҫул тумалла пулчӗ, ҫырма-ҫатрасенче асапланса пӗтрӗҫ.

Пӗррехинче вӗсем ансӑр ҫулпа пырса 10-12 киллӗ яла пырса кӗчӗҫ. Кунта ҫынсем тахҫанах пурӑнаҫҫӗ иккен. Ку ял чылаях пысӑк юхан шыв хӗрне вырнаҫнӑ. Ӑна вӗсем Сӗве теҫҫӗ. Вӑл ҫурҫӗрелле юхса выртать. Ун сарлакӑшӗ те, тарӑнӑшӗ те чылаях. Урлӑ каҫма кӗпер ҫук. Каллех сулӑсем тума лекрӗ. Вырӑнти ҫынсем пулӑшнипе вӗсем пилӗк кунта каҫса пӗтрӗҫ.

Малалла ҫул ҫурҫӗрелле выртрӗ. Ҫу кунӗсем кӗскелчӗҫ. Ҫумӑрсем хыҫҫӑн ҫул йывӑрлансах пычӗ. Ҫавӑн пек асапланса пырса тепӗр юхан шыв хӗрне ҫитрӗҫ. Ку Пӑва шывӗ пулнӑ. Кунти илемлӗ тӑрӑх пурне те килӗшрӗ. Кӗр тыррисене акмалли вӑхӑт иртсе пырать.

— Малалла каяс мар, ҫакӑнта чарӑнас, — терӗҫ ҫул ҫӳресе ывӑннӑ чутрамӑшсем.

Ҫул ҫинче ывӑннӑ пулин те ҫынсем тепӗр куннех ӗҫе тытӑнчӗҫ. Кашни ҫемье хӑйне валли килӗшекен вырӑн тупса хӳшӗ майлама пуҫларӗ. Кӗр тыррисене акма вӑхӑт иртсех пырать. Ҫавӑнпа уҫланкӑсенчи ҫӗре вӑй ҫитнӗ таран кӑпкалатса кӑштах ыраш акрӗҫ. Выльӑха хӗл каҫарма типӗ курӑк, ҫулҫӑ пухрӗҫ. Вӑрманта хӗрарӑмсемпе ачасем кӑмпа, палан, пилеш, пан улми, катӑркас ҫырли, юман йӗкелӗ пухрӗҫ. Вӗсем хӑйсен пурнӑҫне йӗркелес тесе тем те турӗҫ. Пурне те каласа пӗтерес ҫук.

Асапланса, хӗн-хур курса, выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑнса, хӗл сиввине чӑтса ирттерсе ячӗҫ. Ҫӑва тухнипе пӗрле каллех ӗҫе пикенчӗҫ. Ҫӗнӗ ҫӗр ҫинче тырӑ лайӑх пулчӗ. Пӗчӗккӗн пурнӑҫ йӗркелене пуҫларӗ.

Савӑнмалла ҫеҫ. Ҫавах та ҫынсен чунӗ лӑпкӑ мар. Кунта вырнаҫнӑ хыҫҫӑн тавралла ҫӳресе ҫак тӑрӑхра пурӑнакан ҫынсемпе тӗл пулса калаҫрӗҫ, вӗсен пурнӑҫӗ, кунти лару-тӑру ҫинчен ыйтса пӗлчӗҫ. Пурнӑҫ кунта та лӑпкӑ мар иккен. Кашни ҫулах тутар-монголсен отрячӗсем килсе ясак пухса каяҫҫӗ. Кунта та вӗсем, ытти ҫӗрти пекех, никама та хӗрхенмеҫҫӗ: хӗнеҫҫӗ, вӗлереҫҫӗ, ҫамрӑксене тыткӑна илсе каяҫҫӗ.

Ҫулла вӗсен ялӗ витӗр лаша ҫине утланнӑ 7-8 тутар сивӗ куҫӗсемпе пӑхса, кулкаласа иртрӗҫ. Никампа та калаҫмарӗҫ. Вӗсем кунта ҫынсем пурӑнни ҫинчен пӗлчӗҫ.

Кӗркунне тутарсен отрячӗ ясак пухма килсе ҫитрӗ, май килнӗ таран пӗтӗмпех сӑптӑрса тухса кайрӗ. Ялтан тухас умӗн отряд пуҫлӑхӗ чипер хӗре асӑрхать те ӑна тытса вӑйпах лаша ҫине лартма тытӑнать. Хӗре ҫӑлас тесе чупса пынӑ каччӑна пуҫӗнчен кистенпе ҫапса вӗлерет. Хӗре ҫӑлма пыракан ашшӗне те ухӑран персе вӗлереҫҫӗ. Ҫитменнине кунта вӑрӑ-хурахсем те час-часах алхасаҫҫӗ. Пурнӑҫра пӗр канӑҫ та пулмарӗ. Кунта та пурӑнма май ҫук. Ҫапах та хӗл каҫмасӑр кунтан тапранас темерӗҫ.

Ҫавалпа Сурӑм юхан шывӗсем

Хӗл иртсе кайрӗ. Юр кайса пӗтсе ҫӗр типсе ҫитичченех чутрамӑшсем йӗркеленме пуҫланӑ вырӑна пӑрахса каллех ҫула тухрӗҫ. Ҫул ҫинче чарӑнса лашасемпе ӗнесене ҫитеркелесе вунӑ кун ытла кайрӗҫ. Час-часах пысӑк вӑрмансем тӗл пулма тытӑнчӗҫ. Уҫӑ вырӑнсем сайра тӗл пулаҫҫӗ. Ҫак хушӑра унта-кунта тӗл пулакан ҫынсемпе курса калаҫрӗҫ. Вӗсем пысӑк ушкӑнпа пурӑнмаҫҫӗ. Тутар-монголсем кунта сайра хут тӗл пулаҫҫӗ.

Ҫапла пыркаласа вӗсем икӗ пысӑках мар юхан шыв хушшинче выртакан улӑха ҫитсе чарӑнчӗҫ. Вырӑнӗ калама ҫук илемлӗ. Тавралла ҫӳллӗ мар йывӑҫ тӗмисем ӳсеҫҫӗ. Юнашарах капмар йывӑҫлӑ вӑрман кашласа ларать. Улӑхпа юнашар ҫӳллӗрех вырӑнта ҫурт-йӗр те лартма меллӗ.

Ҫурхи хӗвел ҫӳлтен-ҫӳле хӑпара пуҫларӗ. Ака-суха вӑхӑчӗ иртсе пырать. Ушкӑнти ҫынсенчен чылайӑшӗ ҫул ҫӳресе ывӑнчӗ те пуль. Уйрӑмах ачасене йывӑр пулчӗ.

«Ӗмӗрех тарса ҫӳресе май килмест. Ҫынсем пурӑнаҫҫӗ вӗт. Эпир те пурӑнӑпӑр-ха», — тесе хӑшӗ-пӗрин пуҫӗнче малалла талпӑнас шухӑш ҫуралчӗ. Ҫапла вара ку таранччен пӗр шухӑшлӑ пулнӑ ҫынсем икке пайланчӗҫ. Пӗр ушкӑнӗ, тӗпрен илсен Пилеш пуссисем, татӑклах кунта юлма шутларӗ. Тупайсем вара малалла кайма шут тытрӗҫ. Тимӗрҫкассисем ҫуррине яхӑн юлчӗҫ, ыттисем тупайсемпе кайрӗҫ.

Малалла каякансем ҫурҫӗр хӗвеланӑҫ еннелле ҫул тытрӗҫ. Ку таран ҫити килнӗ ӗнисене юлакансене парса хӑварчӗҫ. Ҫул ҫинче вӗсемпе чӑрмав ҫеҫ. Вӑрмансем витӗр пур-ҫук ҫулпа виҫӗ кун ҫӳренӗ хыҫҫӑн, каҫ пулас умӗн, пӗчӗк яла ҫитрӗҫ. Ку ял ҫумӗнчи лупашкара вӑйлӑ ҫӑл куҫӗ тапса тӑрать. Унтан юхса тухакан шывӗ вӑрманти йывӑҫсем хушшипе, хӑйне валли ҫул туса, ҫурҫӗрелле васкать. Ӑна кунти ял ҫыннисем «Матьшу» теҫҫӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ку юхан шыв малалла пысӑкланса пырать, 20 ҫухрӑм ытла юхсан Ҫавал текен юхан шывпа пӗрлешет.

Тепӗр кунне тупайсем ҫак шыв юххипе юнашар пӗчӗк ҫулпа кайма тухрӗҫ. Вӑл ҫул кӗҫех пӗтрӗ. Малалла ҫул йывӑрланчӗ. Ҫавал хӗррине икӗ кун асапланнӑ хыҫҫӑн кӑна ҫитрӗҫ. Ҫул ҫинче ывӑннӑ ҫынсем Матьшӳпе Ҫавал пӗрлешнӗ вырӑнтан сулахаялла пӑрӑнса икӗ ҫухрӑма яхӑн кайрӗҫ те канма чарӑнчӗҫ.

Вӗсем Атӑл урлӑ каҫнӑранпа чылай аякка килчӗҫ ӗнтӗ. Кунта тавраллах вӑрман кашласа ларать. Тулли те таса шывлӑ Ҫавал хӑвасемпе ҫирӗксем, йӑмрасем тата ытти тӗрлӗ йывӑҫсем хушшипе ҫӗлен пек авкаланса юхса выртать. Унӑн лӑпкӑ шывӗ ҫинче халь ҫеҫ тӳпене ҫӗкленнӗ хӗвел пайӑркисем пӗр-пӗринпе куҫ хупмалла вылянӑ пек йӑлтӑртатса сиккелеҫҫӗ. Пӗр чарӑнмасӑр хавасланса юрлакан кайӑксен илемлӗ сасси, ешерекен йывӑҫ-курӑксемпе чечексен сӑмсана ачашласа кӑтӑклакан тутлӑ шӑрши хӑйсем патне илӗртеҫҫӗ. Юхан шывӑн икӗ енӗпе хул пуҫҫи ҫӳллӗш ҫӑра курӑкпа хупланнӑ улӑх-ҫаран сарӑлса выртать. Ку таврара ҫын пурӑнакан вырӑнсем те пулӗҫ, анчах тӗл пулмарӗҫ-ха. Ялӗсем вӑрмансем хушшине пытанса ларнӑ пулмалла. Маларах тӗл пулнӑ ҫынсем тутар-монголсем пысӑк ҫарпа килсе ялсене ҫунтарса, ҫыннисене вӗлерсе хӑварнисене асӑнмарӗҫ. Ҫавӑнпа текех малалла каяс мар, ҫакӑнтах килӗшекен вырӑн тупса вырнаҫас терӗҫ.

Тепӗр кунне пилӗкшер ҫынран тӑракан икӗ ушкӑн лашасем ҫине утланса Ҫавал юхан шывӗ урлӑ каҫрӗҫ, ҫыран хӗррипе пӗрисем анаталла, теприсем тӑвалла кайса тавралла мӗн пуррине курса пӗлме тӑрӑшрӗҫ.

Тавралӑха тӗпчеме тухнисем тепӗр ҫырмипе хӑпарса кайрӗҫ. Ку ҫырма татах юпленсе каять. Юлашки юппин вӗҫӗ сарлака. Кунта ҫӳллӗ мар йывӑҫсем ӳсеҫҫӗ. Ик-виҫ ҫӗрти ҫӑл куҫӗнчен йӑнкӑр тӑрӑ шыв тапса тӑрать. Ҫырма икӗ енӗпе те талккӑшпех вӑрман кашласа ларать. Ку вырӑн ҫул ҫӳревҫӗсене килӗшрӗ. Ухутана ҫӳреме те, вӑрманта ӳсекен ҫимӗҫсене те пухма пулать. Ҫакӑн пек ватӑ йывӑҫсем ларакан вӑрманта пыл хурчӗсем те пулма пултараҫҫӗ. Ҫавалпа Сурӑм шывӗсем те инҫех мар. Пулла ҫӳреме те май пур. Ҫывӑхра ялсем тӗл пулмарӗҫ. Аслӑ ҫул аякра. Тутар-монголсем е вӑрӑ-хурахсем килсе тапӑнас хӑрушлӑх та сахалтарах. Ҫавӑн пек шухӑшпа вӗсем каялла кайрӗҫ.

Вӗсем ҫитнӗ ҫӗре тепӗр ушкӑнӗ таврӑннӑ. Анаталла каякансем икӗ ҫухрӑма яхӑн кайсан пӗр ҫырма тӑрӑх такӑрланӑ утма ҫул тӗл пулать. Ку ҫулпа инҫех те мар кайса уҫланкӑра вырнаҫнӑ яла пырса кӗнӗ. Унта ҫынсем тахҫантанпах пурӑнаҫҫӗ иккен. Вӗсене кунта Упи-паттӑр ертсе килнӗ теҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен ялне Упи ят панӑ. Кунти ҫынсем каласа панипе тавралла татах пӗчӗк ялсем пуррине пӗлчӗҫ. Вӗсем пӗр-пӗринчен аякра, вӑрман варринчи ҫырмасем хӗррине вырнаҫнӑ. Пӗр-пӗринпе хутшӑнсах каймаҫҫӗ.

Тӑвалла каякансем тупнӑ вырӑн пурне те лайӑх пек туйӑнчӗ. Ҫавах та ҫав таврана тепӗр хут кайса лайӑх тӗпчемесӗр вырӑнтан тапранас темерӗҫ. Тепӗр кунне 10—12 ҫын лашасем ҫине утланса кайса курса килчӗҫ. Вырӑн, чӑнах та, пурне те килӗшрӗ. Кун хыҫҫӑн пурте пуҫтарӑнса ҫулсӑр вырӑнсемпе асапланса пырса ҫырма вӗҫӗнчи сарлака лупама ҫитсе чарӑнчӗҫ.

Хӑлату

Маларах Пилеш пуссисемпе Тимӗрҫ кассисен пысӑк пайӗ уйрӑлса юлнӑ тенӗччӗ. Кунта килекенсен тӗп пайӗ тупайсен йӑхӗ пулса тӑрать. Ҫавӑнпа вӗсене малашне пурне те чутрамӑшсем мар, тупайсем тесен тӗрӗсрех пулать. Тупайсем килсе вырнаҫнӑ лупам пӗтӗмпех вӗтлӗх вӑрманпа хупланса ларнӑ: уҫӑ вырӑнсем ҫукпа пӗрех. Тавралла шултра йывӑҫлӑ вӑрман кашланӑ. Ытларах юмансем ӳснӗ. Вӗсен хушшинче ытти ҫулҫӑллӑ йывӑҫсем те сахал мар. Уйрӑмах ҫӑкапа ӑвӑс нумай. Ҫав хушӑрах вӗрене, хурама, ҫирӗк, йӗлме, ҫӗмӗрт, шӗшкӗ, палан, катӑркас тата ытти тӗрлӗ тӗмлӗ йывӑҫ курма пулать. Ку вырӑна тутар-монголсен утлӑ ҫарӗ килсе кӗреймӗ.

Кашни ҫемье ҫырма хӗрринче хӑйне пурӑнмалли вырӑн суйласа илчӗ. Йывӑҫсене касса вӑхӑтлӑх ӳплесем турӗҫ.

Кунта хальлӗхе тырӑ акма уҫӑ ҫӗр те ҫук-ха. Йывӑҫсене касса, тункатисене кӑкласа ҫаратмасӑр ҫӗре сухалама пулмӗ. Ҫавӑнпа тепӗр куннех пӗтӗм вӑй питти ҫын ӗҫе тытӑнчӗ. Эртельпе тӑрӑшса малтанлӑха вӗтӗрех йывӑҫ тӗмисене кӑкласа ҫӗр лаптӑкӗ хатӗрлерӗҫ. Кая юлса пулин те пӑрҫа, урпа, пӑри, сӗлӗ акса хӑварчӗҫ. Сахал ҫӗр ҫине акнӑ тырӑ хӗл каҫиччен ҫимелӗх пулмасан та, килес ҫул валли ҫителӗклӗ вӑрлӑх туса илессе ҫирӗппӗнех шанчӑка ҫухатмарӗҫ ака-сухапа тӗрмешекенсем.

Ҫу каҫиччен таврари вӑрмана тӑрӑшсах касса тункатисенчен тасатрӗҫ. Кӗр тыррисене акса хӑвармалӑх ҫеҫ мар, ытларах та хатӗрлерӗҫ. Хӗлле те йывӑҫсене касрӗҫ. Хӗл иртсе ҫӗр ӑшӑнсан вӗсен тункатисене кӑкларӗҫ. Ҫапла вӗсем ҫулсерен тӑрмашса хӑйсене пурӑнмалӑх тыр-пул туса илме ҫӗр хатӗрлерӗҫ. Каснӑ йывӑҫсемпе усӑ курса ҫӗр пӳртсем турӗҫ. Пурнӑҫ пӗчӗккӗн майлашӑнма тытӑнчӗ.

Ҫав хушӑрах тупайсем тавралӑха та нумай тӗпчерӗҫ: пур енне те кайса пӑхса мӗн пуррине пӗлме тӑрӑшрӗҫ. Хӑйсем чарӑннӑ вырӑнтан ҫурҫӗр хӗвеланӑҫ еннелле пӗр ҫухрӑм ытларах кайсан тепӗр ҫырма пур. Кунта шыв чылай вӑйлӑ юхать. Ҫав ҫырма тӑрӑх тӑвалла кайса кӗҫех пысӑк кӳлӗ патне тухрӗҫ. Ун тавралла ҫаврӑнма икӗ ҫухрӑма яхӑн утас пулать. Шывӗ ҫав кӳлӗрен юхса тухать иккен. Ҫавӑнпа ӑна Кӳлҫырми тесе ят панӑ. Ҫак ҫырма тӑрӑх анаталла кайнӑ май Сурӑм юхан шывӗ хӗрне ҫитиччен ҫур ҫухрӑмра тахҫантанпах кунта пурӑнакан ҫынсене тӗл пулчӗҫ. Вӗсен ҫурчӗсем тавралла тырӑ акса ӳстермелли уйсем, Кӳлҫырмипе Сурӑм шывӗн икӗ енӗпе утӑ ҫулмалли улӑхсем. Паянхи кун унта никам та пурӑнмасть: ҫынсем ҫывӑхри Шӑмар ялне куҫса пӗтнӗ. Анчах Шӑмарсем вӗсем ҫинчен ку таранччен те манман-ха. Ку вырӑна вӗсем «Кив ҫурт вырӑнӗ» теҫҫӗ.

1975 ҫулта Р. Федорова колхозница ҫак вырӑнта авалхи пӗчӗк кӗмӗл укҫасем тупать. Ун чухнехи Чӑваш наука тӗпчев институчӗн директорӗ В. Дмитриев профессор Тусай ялне килсе ҫакӑнта тупнӑ 598 кӗмӗл укҫана сӑнаса тӗрӗслеме асӑннӑ института илсе каять.

Г. Федоров-Давыдов ҫырнӑ тӑрӑх, Тусай ялӗ патӗнче тупнӑ кӗмӗл укҫасенчен нумайӑшне Ылтӑн Орда тӗп хулинче, Сарайра, ХIV—ХV ӗмӗрсенче кӑларнӑ. Вӗсенчен 241-шӗ — Джанибек, 106-шӗ — Бирдибек, 55-шӗ — Узбек, 49-шӗ — Хызр, 32-шӗ — Кульна, 22-шӗ — Науруз, 12-шӗ Мюрид тата ытти хансем тӗрлӗ вӑхӑтра кӑларнӑ укҫасем.

1940 ҫулта ҫавӑн пек кивӗ укҫасене Ҫирӗк ҫырми хӗрринче те чылаях тупнӑ. Анчах вӗсем ҫинчен ниҫта та пӗлтермен, ҫынсем пӗр-пӗрин хушшинче салатса, ҫухатса пӗтернӗ. Ҫак укҫасене тупни кунта пурӑннӑ ҫынсем Ылтӑн Ордапа тачӑ ҫыхӑнса суту-илӳ тунине, экономика тӗлӗшӗнчен лайӑх аталаннине кӑтартса парать.

1975 ҫулта чӑвашсен паллӑ археологӗ, истори наукисен докторӗ В. Каховский профессор ҫак вырӑна килсе тарӑнрах тӗпчев ирттерет. Кунта пӗренерен тунӑ пӳрт вырӑнӗсене тупнӑ. Ҫавӑнтах кӗлтесене типӗтмелли авӑн та пулнӑ. Ҫавӑн пек авӑнсем пирӗн таврара 1930-мӗш ҫулсенче колхозсем йӗркелесен тин пӗтрӗҫ.

Археологсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, кунта ҫынсем Атӑл ҫи Пӑлхар ҫӗр-шывӗ ҫине тутар-монголсем килсе тапӑничченех пурӑннине, вӗсен ҫӗр ӗҫ культури ҫӳллӗ шайра тӑнине пӗлме пулать. Анчах вӗсем Тусай ялне никӗслекенсем пулман.

В. Дмитриев профессор «Чӑвашсен авалхи халапӗсем» кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ тӑрӑх, кунти ҫынсем, тупайсем пекех, малтан Кама юхан шывӗ тӑрӑхӗнче пурӑннӑ. Пирӗн тӑрӑха малтан Кушар ятлӑ чӑвашпа унӑн тӑванӗсем Мӑн Ҫавал юхан шывӗ хӗрринчи уҫланкӑна килсе пурӑнма тытӑнаҫҫӗ. Чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи, чӑваш халӑх писателӗ тата историкӗ Юхма Мишши ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, XIII ӗмӗр вӗҫӗнче ку тӑрӑха Упи паттӑр пӗчӗк отрядпа килсе пурӑнма тытӑнать, Упи ялне никӗслет. (Юхма Мишши. Ҫут хӗвел тӳпене хӑпарсан... Шупашкар, 2013, 29 стр.).

(Малалли пулать).

Михаил Прохоров