Василий Димитриевич Димитриев ăсчах пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ

Доктор исторических наук, профессор Василий Димитриев

2013 çулхи кăрлачăн 8-мĕшĕнче, иркÿлĕм, 5 сехетре, Василий Димитриевич Димитриев паллă ăсчахăн чĕри тапма чарăнчĕ. Чăваш халăхĕн авалхи кун-çулне çур ĕмĕр ытла ырми-канми тĕпченĕ пĕтĕм тĕнче пĕлекен историк, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн истори пайĕн ăслăлăх тĕп ĕçтешĕ пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Василий Димитриевич тăванĕсемпе, пĕлĕшĕсемпе пĕрле чун-чĕререн хурланатпăр.

Чăваш энциклопедийĕнче В. Д. Димитриев пирки вуласа пĕлме пулать. Каçă: Димитриев Василий Димитриевич

Çăлкуçhttp://chgign.ru/205-vasiliy-d...


 

Паян ирхине, кăрлачăн 8-мĕшĕнче, пирĕнтен паллă историк Димитриев Василий Димитриевич уйрăлса кайнă. Сывпуллашу кăрлачăн 10-мĕшĕнче иртĕ, вырăнĕ (филармонинче пулать пуль) хальлĕхе паллă мар — каярах пĕлтерĕпер.

Димитриев Василий Димитриевич — паллă чăваш историкĕ, истори ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор (1970). Вăл 1924 çулхи кăрлачăн 11-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Çĕрпÿел ялĕнче çуралнă.

1948 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн кĕçĕн ăслăлăх ĕçченĕ пулса ĕçленĕ. 1955 çулта Мускав патшалăх университетĕнче асперантурăра вĕренсе тухсан Чăваш ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн (хальхи ЧГПĂИ) директор çумĕ, ăслăлăх çыруçи (1948–1968), директорĕ (1968–1988) пулса ĕçленĕ. Çав вăхăтрах, 1967–1988 çулсенче, вăл Чăваш патшалăх университетĕнче профессор пулнă. 1988 çултанпа университетри Тăван çĕршыв историйĕн кафедра пуçлăхĕн вырăнне йышăннă. 2000 çултанпа — университетăн çăлкуçсемпе архив тĕпчевĕн кафедра пуçлахĕн çумĕ пулнă.

Василий Димириевич Атăлçи тăрăхĕнчи вăтам ĕмĕрсене тата кунта пурăнакан халăхсен историне лайăх пĕлекен паллă историксен шутне кĕрет. Хăйĕн ĕçĕсенче вăл чăвашсен кун-çулне тĕпченĕ, Вăтам Атăлçи тăрăхĕнче пурăнакан халăхсен авалхи вăхăтсенчен пуçласа çырса кăтартнă. Çавăн пекех Атăлçи Пăлхар, Ылтăн Урта, Хусан ханлăхĕ, Раççей империйĕ вăхăтĕнчи историне тĕпченĕ. Василий Димириевич пуçласа XIV вĕçĕпе XV ĕмĕр пуçламăшĕнче Атăлçи Пăлхар çĕрĕсем пушанса юлнин ыйтăвне тата ыттисене тишкернĕ. Вăл паллă çынсем пирки чылай çăлкуç, нумай материал пичетленĕ: Н. Я. Бичурин, С. М. Михайлов, Н. В. Никольский, М. П. Петров, Л. П. Кураков тата ыттисем пирки.

Димитриев Василий Димитриевич Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ ăслăлăх ĕçченĕ (1974), РСФСР тава тивĕçлĕ ăслăлăх ĕçченĕ (1980). 1994 тата 2001 çулсенче вăл Чăваш Республикин ăслăлăхпа техника тĕлĕшĕпе Патшалăх Премийĕн лауриачĕ пулма тивĕçнĕ. 2002 çулта Çемен Элкер ячĕллĕ Республикăри журналистсен премийĕн лауриачĕ пулнă. Тăван Çĕршывăн 1-мĕш степеньлĕ орденпа, Ĕçлĕ Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр, «Чăваш Республики умĕнче тунă пысăк ĕçсемшĕн» орденĕсене, чылай медальсене тивĕçнĕ. 1989 çулта вăл Çĕрпÿ хулин, 2004 çулта Çĕрпÿ районĕн тава тивĕçлĕ гражданинĕ пулса тăнă.

Çăлкуçhttp://chuvash.org/news/2512.html