Владимир Алмантай: «Хамăр халăх кун-çулĕн çуррине те пĕлместпĕр»

Владимир АлмантайАваллӑха - чаплӑ ӗҫсем тунӑ несӗлӗмӗрсем патне - «кӗрсе тухӑр», ҫакӑ Сире тата Сирӗн тӑхӑмӑрсене малашлӑха ҫул уҫса парӗ.
Василий Николаев академик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ.
 
Вулаканӑмӑрсене паян паллаштарас текен ҫын ҫинчен йӑхташӑмӑрсенчен чылайӑшӗ илтнӗ ҫеҫ мар, ӑна лайӑх пӗлет те. Вӑл - Владимир Иванов /Алмантай/, «Сувар» общество организацийӗн ертӳҫи, сувары.рф сайт йӗркелӳҫи. Вӑл пуҫарнипе 2007-2008 ҫулсенче сӑвар-пӑлхар-чӑваш халӑхӗн X-XIII ӗмӗрсенчи пурлӑх культурине, ҫавӑн пекех Чӑваш Ен, Тутарстан тата Чулхула облаҫӗн территорийӗсенчи XIV-XVIII ӗмӗрсенчи вилтӑпри палӑкӗсене тӗпчес тӗлӗшпе Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе, Тутарстанри Пӑлхар хулинчи историпе архитектура музей-заповедникӗпе пӗрле ӑслӑлӑх экспедицийӗсем ирттернӗ. Аллӑ ҫул каялла - 1966 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче - Елчӗк районӗнчи Хӗрлӗҫырта кун ҫути курнӑ. Ҫӗнӗ Пӑва вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ, 1984-1986 ҫулсенче Совет ҫарӗнче службӑра тӑнӑ, ун хыҫҫӑн Хусан патшалӑх педагогика институтӗнче "географи" специальноҫпа пӗлӳ илнӗ. Иртнӗ ҫул Славян культурин патшалӑх академине /Мускав/пӗтернӗ. Специальноҫӗ - "культурӑн теорийӗпе историйӗ" /культурологи/. Владимир Иванова хӑйӗн шӑпине тӑван халӑх культурипе, йӑли-йӗркипе ҫыхӑнтарма мӗн хистенӗ-ши?
 
- Владимир Николаевич, мӗн тапратса янӑ сана ҫак ӗҫе пуҫӑнма?
- Ҫакӑншӑн пӗтӗмпех атте "айӑплӑ". Вӑл - Николай Иванович - хамӑр районти Тӑрмӑш вӑтам шкулӗнче географипе биологи вӗрентнӗ. Ҫав вӑхӑтрах тӑван йӑла-йӗркепе те питӗ кӑсӑкланнӑ. Ял, йӑх кун-ҫулне, историне ҫырса пынӑ. Сӑмах май, эпир иксӗмӗр те пӗр институтрах, пӗр факультетрах вӗреннӗ. Мана хӑшпӗр предметпа ӑна ӑс панӑ преподавательсемех вӗрентрӗҫ. Ун чухне вӗсенчен ытларахӑшӗ самай ватӑччӗ ӗнтӗ.
- Ман шухӑшпа, Хӗрлӗҫырта ҫуралса ӳснӗ ҫынсене аваллӑхпа кӑсӑкланма Турӑ хӑй хушнӑ. Ку тӑрӑхра истори пӗлтерӗшлӗ вырӑн нумай. Сӑмахран, ял ҫумӗнчи Кив масарах илер. Ӑна Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн 1993 ҫулхи юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе регион пӗлтерӗшлӗ культура еткерлӗхӗн объекчӗсен шутне кӗртнӗ. 2011 ҫулта эсӗ пуҫарнипе унта сӑвар-пӑлхар палӑкӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Владимир Николаевич, тӑван хутлӑхпа ҫыхӑннӑ пулӑма аса илме уйрӑмах кӑмӑллӑ ӗнтӗ?
- Паллах. Ҫапах та маларах Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, К.Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗ тата "Сувар" фонд Кив масар вырӑнӗнче авалхи палӑксене лартас тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ туса ирттерчӗ. Палӑксене Христос тӗнне йышӑниччен пурӑннӑ чӑвашсен - сувар халӑхӗнчен тухнӑ несӗлсен - вилтӑприйӗсем ҫине лартнӑ. 1927 ҫулта ҫак вырӑна Ленинградран ятарласа килнӗ Петр Ефименко археолог тӗпченӗ, ӗҫ хатӗрӗсем, килте усӑ курнӑ япаласем тата ытти тӗрлӗ хатӗр тупнӑ. Эппин, суварсен йӑхӗсем хӑйсен культурине ХVIII ӗмӗрчченех сыхласа хӑварма пултарнӑ.
Вилтӑприсен чулӗ ҫинчи ҫырулӑха /ӑна араб чӗлхипе ҫырнӑ/ куҫарас енӗпе маларах асӑннӑ экспедици членӗ - Тутарстанри Пӑлхар патшалӑх историпе архитектура музей-заповедникӗн ертӳҫи, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Джалиль Мухаметшин ӗҫлерӗ. Палӑк ҫинчи ятсем атте хатӗрленӗ Алмантайсен йӑх йывӑҫӗнчи ятсемпе пӗр килни чӑн та тӗлӗнтерет.
Араб ҫырӑвӗсемлӗ хӑшпӗр палӑк кунта 1970 ҫулчченех выртнӑ. Кайран ял ҫыннисем вӗсене вата-вата ҫурт никӗсӗ тумашкӑн е ытти тӗллевпе иле-иле кайса пӗтернӗ. Асӑннӑ чулсемпе Канаш-Елчӗк ҫулне хывнӑ чух та усӑ курнӑ.
- Джалиль Мухаметшин ӑсчах XIII-XIV ӗмӗрсенчи 274 палӑка тупса тӗпчени пирки илтнӗччӗ-ха.
- Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх - ҫаксенчен - 93 вырӑнта тӗпченӗ палӑксенчен 227-шне пулкарла ҫырнӑ, 43-шне - арабла, 4-шне тӗрӗк чӗлхипе. Арабла тата тӗрӗкле ҫырнисем Пӑлхар хулашӗнче кӑна вырнаҫнӑ иккен, пӑлхарлисем - Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн талккӑшӗпех. XIX ӗмӗрти тюркологсем чӑвашсене тӗрӗк халӑхӗсен йышне кӗртмен, пулкар ушкӑнӗ тенӗ.
- Калаҫура та, ӑслӑлӑх ӗҫӗсенче те эсӗ "пӑлхар" мар, "пулкар" сӑмахпа усӑ куратӑн? Мӗншӗн?
- Авалхи укҫасенче, ытти ҫӑлкуҫра пуҫласа "пулкар" тесе ҫырнӑран. Сувар ят та малтанласа "суар" пулни паллӑ.
- Санӑн малтанхи кӗнекӳсенчен пӗринче - "Кто мы - суваро-болгары или чуваши?" ятлинче - тӑван халӑха кӑсӑклантаракан чи пӗлтерӗшлӗ ыйтӑва хускатнӑ. Чӑн та - камсем эпир?
- Шел те, эпир хамӑрӑн халӑхӑн кун-ҫулӗн ҫуррине те пӗлместпӗр, мӗншӗн тесен шкулсенче вун-вун ҫул вырӑс тата ытти халӑх историне ҫеҫ вӗрентнӗ. Шкул е аслӑ вӗренӳ заведенийӗсен программинче тӗл пулсан та суварсемпе пулкарсене вӑрҫӑллӑ-хирӗҫӳллӗ лару-тӑрупа ҫыхӑнтарма хӑтланнӑ. Истори докуменчӗсенче пирӗн тӑхӑмсен тӗрлӗ этноним пулнӑ. V-X ӗмӗрсенче вӗсем "суварсем" тата "пулкарсем” пек паллӑ, XI ӗмӗртен - "атӑлҫи пӑлхарсем”, вырӑс тата чикӗ леш енчи ҫӑлкуҫсенче /XV-XVIII ӗмӗрсем/ - "туҫи черемиссем", "сӑрт-ту ҫыннисем”, "черемис тутарӗсем”.
- Чӑваш ятпа пуҫласа хӑҫан усӑ курнӑ-ши?
- А.И.Лызловӑн "Скиф историйӗнче” "чюваш” термин тӗл пулать. Кӗнеке 1692 ҫулта кун ҫути курнӑ. Унта ӗҫ-пуҫ 1508 ҫулхи лару-тӑрупа - вырӑс халӑхӗ тутар-монголсемпе тата турккӑсемпе ҫапӑҫнӑ вӑхӑтпа - ҫыхӑннӑ. Вырӑс ҫулҫыравӗсенче чӑваш ят 1524 ҫулта тӗл пулать. Унта аслӑ кнеҫ Василий Иоаннович, Сӑр шывӗ ҫинче Василь ятлӑ хула ҫӗкленӗскер, Хусан ҫине ҫар янӑ. Вӑл вара Сӗве ҫинче ҫапӑҫӑва кӗнӗ, "ҫав ҫапӑҫура ҫакскер чылай кнеҫе, тутара тата чюваша тустарнӑ".
- Владимир Николаевич, эсӗ - "Сувары - предки чувашей” /2008/, "Предания старины глубокой" /2009/, "Кто мы - суваро-булгары или чуваши?" /2010, 2011/, "Культура суваро-булгар. Философия символов монет и украшений” /2012/, "Культура суваро-булгар. Этнические имена и их значения" /2014/ кӑларӑмсен авторӗ. Санӑн "Культура суваро-булгар. Философия символов монет и украшений” кӗнеке-альбомна виҫӗм ҫул Шупашкарта иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри пиллӗкмӗш "Раҫҫей - спорт ҫӗршывӗ" форума хутшӑннӑ ят-сумлӑ ҫынсене, ҫав шутра Раҫҫей Федерацийӗн Президентне Владимир Путина та, парнелеме туяннӑччӗ. Ҫакӑ мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуратать-и?
- Чӑвашсем ҫинчен ытларах пӗлтерес килет паллах. Сӑмах май, асӑннӑ форум вӑхӑтӗнче парне валли "Сувар" фондӑн ытти хастарӗн ӗҫӗсене те - Юрий тата Сергей Ювенальевсен "Культура суваро-булгар. Этническая религия и мифологические представления" кӗнекине - туяннӑччӗ. Халӗ иккӗмӗш ҫул тӑван халӑхӑн йӑли-йӗркине, руна ҫырулӑхне тӗпчетӗп. Ҫакӑ хӑпартлантарать: пӗтӗм чуна парса хатӗрленӗ кӗнекесем хӑвӑрт саланса пӗтеҫҫӗ.
- "Сувар" фонд пайташӗсем 2011 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче хӑйсен пухӑвӗнче Сувар кодексне йышӑннӑ.
- Халӑх хӑйӗн йӑли-йӗркине, чӗлхине, тӗнне ҫухатмасан ҫеҫ упранса юлать. Ҫавӑнпа йышӑнтӑмӑр та Сувар кодексне. Унта тӗп 12 шухӑша палӑртнӑ.
- Вӗсенчен хӑшӗсене асӑннӑ пулӑттӑн?
- Ҫӳлти Турра, вӑл тунӑ тӗнчене, пирӗнтен уйрӑлнӑ авалхи ваттисене /несӗлсене/ хисепле* хамӑрӑн ваттисен ӗлӗкхи йӑли-йӗркипе пурӑн... тӑван халӑх тумтирне тӑхӑнса ҫӳреме тӑрӑш* тӑван сувар-пӑлхар чӗлхи малти вырӑнта пултӑр, килте, тӑван ҫӗршывра тӑван чӗлхепе юрла, калаҫ, ҫыр* эрех-сӑрапа иртӗхсе, пирус туртса сувар ятне ан яр* киревсӗр йӑласене пӑрахӑҫла* сывлӑха ҫирӗплетме тӑрӑш, сан сывлӑху - кил-йыш пуянлӑхӗ, йӑх вӑйӗ* аҫу-аннӳне, мӑшӑрна, ачусене юратса, хисеплесе пурӑн, аҫу-аннӳ саншӑн - Турӑ, ачусем саншӑн - пуласлӑх* чун хӑватне, кӑмӑл-туйӑмне ҫирӗп тытма пӗл* хыт кукар ан пул, ан ӑмсан* инкеке лекнӗ ентеше пулӑшмасӑр нихӑҫан та ан ирт* ҫутҫанталӑка упра, эсӗ унӑн пайӗ пулнине ан ман...
- Сувар арӗсем тата мӗнле ӗҫсемпе палӑрнӑ-ха?
- Несӗлсем авал пурӑннӑ вырӑнсене тухса ҫӳресси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ пулнӑ хутлӑха пысӑк ушкӑнпа темиҫе хут та ҫитсе килнӗ, 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Тутарстанри Пӳлер таврашӗнчи Валем хуҫа ҫӑлӗ патне Юпа лартрӑмӑр. Ҫак ӗҫе пирӗн фондпа пӗрлех К.В.Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗ, республикӑри Культура еткерлӗхӗн управӗн патшалӑх центрӗн хастарӗсем хутшӑнчӗҫ. ЧР тава тивӗҫлӗ художникӗ Юрий Ювенальев, РФ тава тивӗҫлӗ художникӗ, ЧР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Владимир Нагорнов, Леонид Николаев /Арслан/ ӳнерҫӗ ертсе пынипе Вӑрмар районӗнчи ӑстасем ҫӗнӗ палӑк турӗҫ. Тӗпӗ - хурҫӑран, ун ҫине юман юпа лартнӑ. Пӑхӑр татӑкӗсем ҫине: "Суварсем, пехиле тивӗҫлӗ пулар! Валем хуҫа” тата "Ҫӳлти Турӑ тата атте-анне - ман Турӑ. Ваттисен сӑмахӗ", - тесе ҫырнӑ.
Каласа хӑвармалла: Пӳлерте хальхи вӑхӑтра 2500 яхӑн ҫын пурӑнать, вӗсенчен 60 проценчӗ - вырӑссем, 25-шӗ - чӑвашсем, ыттисем - тутарсем.
- Манӑн тата эсӗ ертсе пыракан фонд хастарӗсен пуҫарӑвӗпе кун ҫути курнӑ ытти ӗҫ пирки те пӗлес килет. Юлашки вӑхӑтра кӑна хӑв тата Юрийпе Сергей Ювенальевсем темиҫе кӗнеке кӑлартӑр.
- Ҫӗннисенчен ҫаксем: "Сувар-пулкарсен культури. Ҫапӑҫу хатӗрӗсем пулса кайни” /Ювенальевсем/, хам ҫырнӑ "Сувар-пулкарсен культури. Авалхи ятсем тата вӗсен пӗлтерӗшӗ”. Кӗнеке-альбомсен презентацине иртнӗ кӗркунне ирттернӗччӗ. Тӗп тӗллевӗмӗр - несӗлсен чун, кӑмӑл-сипет тата пурлӑх культурине тӗпчесси, халӑх культурине, йӑли-йӗркине ҫӗнӗрен ҫӗклесси.
Халӑх культури, унӑн кулленхи пурнӑҫӗ ҫынсен ячӗсенче те, тӗрлӗ вырӑнпа ял-хула ячӗсенче те ҫыхӑнура тӑрать. Тӗрлӗ культура ҫыннисем пӗр-пӗринпе хутшӑнса пурӑннӑ май ятсем тепӗр халӑх чӗлхине кӗреҫҫӗ, ҫапах вӗсем хӑйсен тӑван халӑхӗн пурлӑхӗ пулма пӑрахмаҫҫӗ. Сувар-пулкарсен тарӑн пӗлтерӗш тата вӑрттӑн вӑй пулнӑ. Тӗрӗс суйласа илнӗ ятпа пӗрле ҫын авалхи мӑн аслашшӗсен пехилне тивӗҫнӗ.
- Ят этем сӑнарне калӑплать, ӑна сыхлать, унӑн шӑпине пӗтӗмӗшле шӑнӑрласа тӑрать теҫҫӗ...
- Пӗр-пӗр халӑхра сарӑлнӑ ятсен ушкӑнӗ /унӑн культури пекех/ - пӗтӗмӗшле цивилизаци тӗнӗлӗ, Тӑван ҫӗршывӑн иксӗлми янӑравӗ, чапӗ. XVIII ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче вӗсем ҫухалма пуҫланӑ. Ҫакӑ халӑха Христос тӗнне ирӗксӗрлесе йышӑнтарнипе ҫыхӑннӑ. Алтарь умне ҫынсем Алапай, Ытмар, Нарспи, ытти ятпа тӑнӑ, чиркӳрен Иван, Василий, Перасковья пулса тухнӑ. Кӗнекене вунӑ пин ытла ят кӗртме май килчӗ. Вӗсене ҫутҫанталӑк тӗнне тытса пынӑ чӑвашсем пурӑннӑ тӑрӑхсенче ҫырса илнӗ. В.И.Магницкин иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче тухнӑ "Чувашские языческие имена” кӗнекипе, М.Федотовӑн, Н.Ашмаринӑн ӗҫӗсемпе, Н.Егоров статйисемпе те усӑ куртӑм.
- Ӑслӑлӑхра ҫеҫ мар, кулленхи пурнӑҫӑн тӗрлӗ тытӑмӗнче те "Сувар" хастарӗсен ырӑ ӗҫӗсем палӑраҫҫӗ.
- Тӗрӗсех ҫакӑ. "Суварсем” пур енӗпе те маттур: предприятисем уҫаҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗн килӗсене йӗркене кӗртеҫҫӗ, ҫӑлкуҫсене, пӗвесене тасатаҫҫӗ, ваттисен ячӗпе палӑксем уҫаҫҫӗ... Акӑ, сӑмахран, Валем Семенов, Апукар Абукин Шупашкарта металл хатӗрӗсен цехне йӗркеленӗ, унта сувар-пӑлхар-чӑвашсен авалхи тимӗрҫӗсен ӗҫне чӗртсе янӑ. Сархан Семенов мӑчавӑр халӑх йӑли-йӗркине тӗпчет, вӑл ҫак темӑпа кӗнеке кӑларасшӑн. Дмитрий Иванов - "Пегас-авто" фирма хуҫи - туристсене Шупашкар-Пӑлхар-Пӳлер маршрутпа ҫулҫӳреве илсе каять. Сергей Сорокин предприниматель, Шупашкар районӗнчи Атӑльялта пурӑнаканскер, ялта хӑйӗн укҫи-тенкипе клуб туса лартнӑ, вырӑнти ҫӑлкуҫа тирпейленӗ, ун ҫывӑхӗнче "Сувар-пулкар-чӑваш ҫуртне” ҫӗкленӗ. Ҫак йӗкӗтех Станьялта ятарлӑ эскизпа несӗлсен "Хулашне" йӗркеленӗ. Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗ, ЧР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Владислав Николаев мӑн-мӑн асаттесен ювелир искусствине чӗртсе тӑратас тӗлӗшпе вӑй хурать. Николай Балтаевпа Савра Тимӗркуҫ пирки те ҫавнах каламалла. Ҫакӑн пек хастар арсем пур пирӗн. Шӑпах вӗсем тытса пыраҫҫӗ те авалхи халӑхӑн ырӑ йӑлисене.
 
КӖСКЕН:
Мӗнлерех ҫын эсӗ?
Эпӗ питӗ уҫӑ ҫын. Ҫакӑ тепӗр чухне сиен те кӳрет. Ун пирки халь кӑна ӑнланса илтӗм.
Хӑвна мӗнлерех ҫынсем ки­лӗшеҫҫӗ?
Ҫирӗп кӑмӑллисем, вылявлӑ маррисем.
Ҫемьеллӗ-и эсӗ?
Манӑн виҫӗ ывӑл, виҫӗ ар.
Мӗнле апат килӗштеретӗн?
Майонезсӑр пуҫне пур апата та. Хусанта вӗреннӗ вӑхӑтра майонез туса кӑларакан заводра ӗҫленӗ.
Мӗнле тӗс килӗшет?
Кӗрен.
Тӑван килӳнте час-часах пулатӑн-и?
Шел, аттепе анне пирӗн хушӑра ҫук, ҫапах тӑван киле пӑрахман. Тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ, май пур чухне унта ҫитсе килме тӑрӑшатӑп.
Надежда Смирнова калаҫнӑ
Хыпар, 2016.01.22