Ытарайми скарабей нăрă

Вăтăр пин çул кая скарабей нăрă

Ытти нăрăсенсен уйрăлса тăнă,

Ĕçлĕхлипе чаплă скарабей нăрă

Тĕлĕнтерет халĕ те çут тĕнчене.

 

Леш ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсенче

Ежи Кавалерович хатĕрленĕ

«Фараон» кинофильм пуçламăшĕнче

Курăнаç нăрă скарабей сăнĕсем.

 

Çĕр вăтăр çулсем кая Фабр Жан Анри —

Хурт кăпшанкăсен паллă тишкерÿçи

Ĕмĕрхи скарабей нăрра ырланă,

Ытти тĕслĕ нăрăсенчен уйăрнă.

 

Якатнă чăмăра скарабей нăрă

Ăрăва çитерме шăтăка хунă,

Хăш чух тÿрех пĕчченех çиçе янă

Шăтăкри апат çимелли пÿлĕмре.

 

Çепĕç юрă-кĕвĕ генийĕ Верди

Пин те сакăр çер çитмĕлмĕш çулхине,

Кĕвĕленĕ «Аида» оперăри

Ĕç-пуç çÿлĕлет скарабей çĕршывне.