Юхма Мишшине ода

Сăкăт ял ачи Юхма Мишши

Çуралнă шурăмпуç çуттинче,

Шура барс çĕнтернĕ çулĕнче,

Ака-суха пуçламăшĕнче.

 

Сăкăт ял ачи Юхма Мишши

Çуралсан ыйтнă амăшĕнчен:

«Кала хăв ятна мана, анне,

Итлес килет аттен сассине».

 

Сăкăт ял ачи Юхма Мишши

Каланă ашшĕне кĕрсенех:

«Лар çывхарса ывăлу патне!

Юрласа пар сăпка юррине».

 

Сăкăт ял ачи Юхма Мишши

Çуралнă Пăла шыв çумĕнче,

Шурăмпуç çăлтăрĕ çуттинче,

Шухăшласа йăх-несĕл çинчен.