Кĕнеке мар, хаклă чулсен арчи тейĕн

Презентаци саманчĕ«Аваллăха, несĕлĕрсем мĕнле пурăннине тĕпчĕр - çакă сире тата йăхташăмăрсене пуласлăха çул уçма пулăшĕ», - тенĕ техника наукисен докторĕ, Василий Николаев академик. Паянхи ăру Василий Васильевичăн сăмахне шута илет, историе, культурăна, йăла-йĕркене шĕкĕлчет.

Çак кунсенче Чăваш наци библиотекинче ЧР тава тивĕçлĕ художникĕн, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш комсомолĕн пре- мийĕн лауреачĕн Юрий Ювенальевăн «Военное искусство суваро-булгар - предков чувашей», «Ювелирное искусство суваро-булгар - предков чувашей» тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, культурологи кандидачĕн Владимир Алман- тайăн «Культурная идентичность суваро-чувашей в условиях глобализации» кĕнекесен презентацийĕ иртрĕ. Хăтлав каçне сувар-пăлхарсен, чăвашсен Х-ХХ ĕмĕрсенчи кĕмĕл капăрчăкĕ- сен куравĕ илем кÿчĕ. Асăннă ювелир хатĕрĕсем - Раççей тава тивĕçлĕ художникĕн, Чăваш халăх художникĕн Владислав Николаевăн пуххинчен.

Юрий Ювенальевичăн икĕ кĕнеки те вулакана илĕртмелле: вĕсем иллюстраципе, сăн ÿкерчĕкпе пуян. «Асăннă кĕнекесем кун çути курни чăваш халăхĕшĕн пысăк пулăм. Ювелир тата çар искусствисем - чăваш историйĕнче тĕпчемен темăсем. Ма- ларах çырнисенче ученăйсем вĕсем пирки çиелтен кăна асăннă. Владимир Алмантай ку темăна нумай çул тишкерчĕ. Кĕне- кепе сувар-пăлхар тĕнчипе паянхи Чăваш Ен хушшинче кĕпер хыврĕ. Ученăйăн хăйне евĕрлĕ паттăрлăхĕ ку: Мускавра çак темăпа диссертаци хÿтĕлерĕ. Ювенальевпа Алмантай пирĕн йăхташăмăрсен аваллăхĕпе çыхăннă çĕнĕ темăсемпе ĕçлеççĕ», - палăртрĕ К.В.Иванов ячĕллĕ историпе культурологи тĕпчевĕ- сен фончĕн ертÿçи, истори наукисен докторĕ Виталий Иванов.

Чăваш кĕнеке издательствин директорĕн çумĕн Владимир Степановăн шухăшĕпе, сувар-пăлхарсен ювелир искусстви çинчен çырнă кĕнеке хаклă чулсен арчи пекех. Страницисене уçнă май сăн ÿкерчĕксенчи çĕрĕсемпе сулăсене тăхăнса пăх- нăнах туйăнать. «Паянхи çыннăн хăй кам, мĕнле йăхран пулни- не пĕлмелле, аталанма, ÿсме тăрăшмалла. «Ювелирное искус- ство суваро-булгар - предков чувашей» кирлĕ, интереслĕ кĕнеке, - терĕ Владимир Васильевич.

Презентацире тухса калаçакан йышлă пулчĕ, пурне çырса пĕтереймĕн. Çапах хăшне-пĕрне палăртасах килет. «Тĕрлĕ çĕршывра кĕнеке куравĕнче пулма тÿр килчĕ. Пушкăртсемпе тутарсен «чун çимĕçĕсене» курсан эпир темскер туса çитереймен пек туйăнатчĕ. Паллах, пирĕн кĕнекесем начар мар. Якутсен ювелир искусстви çинчен хатĕрленĕ чаплă кăларăмпа паллашсан «мĕншĕн эпир ун пеккине кăлараймастпăр?» тесе шухăш- ланăччĕ. Ытти халăх пире çакăн пек брендлă кĕнекесем урлă пĕлет. Чи пахи - культурăпа çыхăннă кĕнекесене асăрхаççĕ. Мускаври Хĕрлĕ тÿремре иртнĕ ярмăрккăра Ювенальевăн кĕнеки- сене турех килĕштерчĕç, хăвăрт илсе пĕтерчĕç. Пĕлтĕр ку кăла- рăмсене Бакура йĕркеленĕ кĕнеке куравне илсе кайнăччĕ. Ка- захсемпе кăркăссем питĕ ăмсанса пăхрĕç. Вĕсен кун пек кĕне- кесем çук. Художник мастерскойран тухмасăр ĕçлесе, материал нумай пухса кĕнеке кăларас ăсталăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Владимир Алмантайăн ĕçне малалла тăсмалла», - ырă сунчĕ ЧР-Журна- листсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров.

Философи наукисен докторĕн Галина Петровăн шухăшĕпе, çакăн пек кĕнекесем кун çути курни чăваш халăхĕшĕн пысăк уяв пекех. «Çулталăк каялла Владимир Алмантай Мускавра дис- сертацие ăнăçлă хÿтĕлерĕ. «Мĕншĕн сирĕн историксем хăвăр историе XVI ĕмĕртен кăна çырса кăтартаççĕ?» - ыйтрĕç унран комиссире ларакансем. Владимир Николаевич авалхи историе çырнă ĕçсем пуррине, вĕсем архивсенче пулнине пĕлтерчĕ. Су- варсемпе пăлхарсем, чăвашсем пĕр халăх, сĕре авалхи халăх пулнине çирĕплетсе ĕнентерчĕ. Диссертаци хÿтĕленĕ хыççăн ăна Мускавсем ура çине тăрсах алă çупрĕç. Владимир Алмантай наука ĕçне çыриччен, 2007-2008 çулсенче, экспедицисене çÿрерĕ, Владислав Николаевăн пуххинчи ювелир искусствипе усă курчĕ», - пĕлтерчĕ Гапина Дмитриевна.

Владислав Николаев чăваш халăхĕшĕн тăрăшакан пултаруллă арсемпе мăнаçланнине пытармарĕ. «Эпĕ кĕмĕл тумлă халăхăн капăрчăкĕсене нумай çул пуçтаратăп. Владимир Ал- мантай диссертаци хÿтĕлерĕ. Юрий Ювенальев хăй сăрă ăсти пулсан та кĕнеке хайлама пикенчĕ, ювелир, çар искусствисе- не тишкерчĕ. Суварсен металлурги, хĕç-пăшал тăвас ĕç вăйлă аталаннă. Мăнаçланатăп хамăр халăхпа», - шухăш-кăмăлне палăртрĕ Владислав Владимирович.

Владимир Алмантай аваллăха тĕпчес енĕпе 2007 çултан- па ĕçлет. Паллă ĕнтĕ: кун пек ĕçе пĕччен тума май çук. Çавна май вăл Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн ĕçченĕсене пулăшса, хавхалантарса пынăшăн тав турĕ.

Роза ВЛАСОВА

Презентаци саманчĕ.