Тÿре-шара

Хыпар: Халăха сыхласа хăварас ĕç кил-йышран пуçланать

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыру«Халăха сыхласа хăварас ĕç чи малтан кил-йышран, çемьерен пуçланать. Тăван килте ашшĕ-амăшĕ пĕр-пĕринпе, çав хушăрах ачисемпе те чăвашла калаçсан, вĕсене халăхăмăрăн йăли-йĕркипе, чĕлхипе, ташши-юррипе мĕн пĕчĕкрен паллаштарса пырсан тата юратма-хисеплеме вĕрентсен çак ĕçе пурнăçлама çăмăлрах пулнă пулĕччĕ.

Патшалăх органĕсенче вăй хуракансен, культурăпа вĕренÿ ĕçченĕсен, халăх пĕрлешĕвĕсен пайташĕсен чăвашлăха сыхласа хăварас ĕçре чи малта пулмалла.

Пирĕн çамрăк ăру çине уйрăмах тимлĕн пăхмалла. Вĕсем хамăрăн пуян культурăпа тата историпе мухтанма-мăнаçланма пуçласан, йăла-йĕркене çĕнĕлĕхсем кĕртсех тăрсан кăна халăхăмăр сыхланса юлас шанчăк пур. Нумай çул аталанса пынă халăх çĕр пичĕ çинчен çухалмалла мар. Ку енĕпе пирĕн пурин те çине тăрсах ĕçлемелле».

Subscribe to RSS - Тÿре-шара