Хыпар: Халăха сыхласа хăварас ĕç кил-йышран пуçланать

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă ÇыруПаян Чăваш Республикин Элтеперĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне Çырупа тухрĕ. Кама мĕн килĕшни пирки калама хĕн те, эпĕ хам кăмăла кайнă икĕ самант пирки чарăнса тăрасшăн.

Пĕрремĕшĕ вăл — Чăвашра вырăн çитменнипе вăй питтисем республика тулашĕнче ĕçлесе çÿрени. Михаил Игнатьев кун пек хуласен шутĕнче Мускава, Питĕре, Хусана асăнса хăварчĕ. Унта кăна-и, Уралпа Çурçĕр таранах тухса каякансем пур. Арçын тени килшĕн тăрăшни аван-ха. Анчах çичĕ ютра çÿрекен çын çемьепе пĕрле пулманнине йĕркеллĕ теейĕн-ши?

«Ар епле — йыш çапла», — терĕ Михаил Васильевич. Çемьесем тулли мар тăрса юлни арăмĕпе упăшки хушшинчи хутшăнусене витĕм кÿнине палăртрĕ вăл, пуринчен ытла çакă ачасене воспитани парас ĕçе пырса тивет. Пирĕн республикăра халăх йышĕ пысăккине тата ĕç вăйĕ нумаййине пĕлетпĕр. Анчах çакă тÿрре тухмалли сăлтав маррине палăртса хăварчĕ Михаил Игнатьев. Çынсене ĕçпе тивĕçтерес тата ялта тăрăшакансен ĕç укçине ÿстерессипе республика правительствин те, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен те, усламçăсен те пĕрлехи мерăсем йышăнмалла.

Тепĕр самант — чăвашлăхпа çыхăнни тесен те йăнăш мар-тăр. Акă епле каларĕ республика Элтеперĕ килес çул çĕршывра Культура çулталăкĕ тесе йышăнни пирки чарăнса тăнă май:

«Халăха сыхласа хăварас ĕç чи малтан кил-йышран, çемьерен пуçланать. Тăван килте ашшĕ-амăшĕ пĕр-пĕринпе, çав хушăрах ачисемпе те чăвашла калаçсан, вĕсене халăхăмăрăн йăли-йĕркипе, чĕлхипе, ташши-юррипе мĕн пĕчĕкрен паллаштарса пырсан тата юратма-хисеплеме вĕрентсен çак ĕçе пурнăçлама çăмăлрах пулнă пулĕччĕ.

Патшалăх органĕсенче вăй хуракансен, культурăпа вĕренÿ ĕçченĕсен, халăх пĕрлешĕвĕсен пайташĕсен чăвашлăха сыхласа хăварас ĕçре чи малта пулмалла.

Пирĕн çамрăк ăру çине уйрăмах тимлĕн пăхмалла. Вĕсем хамăрăн пуян культурăпа тата историпе мухтанма-мăнаçланма пуçласан, йăла-йĕркене çĕнĕлĕхсем кĕртсех тăрсан кăна халăхăмăр сыхланса юлас шанчăк пур. Нумай çул аталанса пынă халăх çĕр пичĕ çинчен çухалмалла мар. Ку енĕпе пирĕн пурин те çине тăрсах ĕçлемелле».

Вера Эверкки

Хыпар çăлкуçĕ: http://chuvash.org/news/4606.html