Пĕчĕкçĕ пĕрчĕ
Пособине 1-мӗш класс валли хатӗрленӗ. Вӑл литература вулавне вӗрентмелли вӗренӳ комплексӗн компоненчӗ. Ӑна ҫӗнӗ вӗрентӳ стандартне тӗпе хурса программӑпа килӗшӳллӗ йӗркеленӗ.
Пособи тӗллевӗ — ачасен вулавҫӑ (итлевҫӗ) хӑнӑхӑвӗсӗне аталантарасси:
- ачасен харкам ӳсӗмне тивӗҫтерекен литература хайлавне итлес (вулас) кӑмӑлне амалантарасси;
- хайлав тексчӗпе ӗҫлемелли пуҫламӑш хӑнӑхусене калӑпласси;
- ӑс ҫемми хайлавсене туллин ӑнланса ӑша хывма пулӑшасси.
Вӑл тематика, содержани, ӗҫсен тытӑмӗпе тӗллевӗ тӗлӗшӗнчен «Литература вулавӗ. Пӗчӗкҫӗ пӗрчӗ» вӗрентӳ кӗнекипе килешӳллӗ йӗркеленсе пырать. Унта сӗннӗ ӗҫсем ачасен ҫак ӑслай-ӑнланулӑхӗсене (компетенци) йӗркелессипе ҫыхӑннӑ:
- литература жанрӗсене уйӑрма, вӗсен уйрӑмлӑхӗсене ӑнкарма пултарни;
- хайлав ӑшлӑхне ӑнланни: ячӗ, авторӗ, ӗҫсен йӗрки, хайлаври сӑнарсем, вӗсем кӑмӑлӗ, хӑтланӑшӗсем;
- хӑйсен кӑмӑл-туйӑмне палӑртма пултарни.
Сӗннӗ ӗҫсене йӗркипе те, уйрӑмшарӑн та пурнӑҫлама пулать. Кашни ӗҫӗн хӑйӗн кнопки пур.
Ӗҫсем ҫапла йӗркеленеҫҫӗ. Ыйту паллине пуссан диктор ӗҫ хушать. Ача хуравӗ мӗнле пулмаллине хӑй тӗллӗн шутлать, тивӗҫлӗ ӳкерчӗкне суйласа илет. Ӳкерчӗк ҫине пуссан хаклав янӑрать (ӑна диктор вулать). Хуравӗ тӗрӗс пулсан — «Маттур, тӗрӗс!», ача йӑнӑшсан — «Тимлӗ пул, шутла!». Кун пек чух ачан тӗрӗс хуравне маллала шутламалла.
Хӑш-пӗр ӗҫсенче хайлав пуҫламӑшне е вӗҫне аса илме сӗннӗ. Кӑтарту итленӗ хыҫҫӑн ача хуравӗ мӗнле пулмаллине хӑй тӗллӗн шутлать, каласа парать, тивӗҫлӗ ӳкерчӗкне суйласа илет. Тӗрӗс суйласа илнӗ ӳкерчӗк ҫине пуссан хурав янӑрать. Ача унпа хӑй каланине шайлаштарса тӗрӗслеме пултарать.
Пӗр ӗҫрен тепӗр ӗҫе малалла та, каялла та куҫма пулать. Ҫакӑн валли ятарлӑ кнопкӑсем пур.
Тиесе ил Пӗчӗкҫӗ пӗрчӗ (138,4 MB)
- 2826 просмотров