Романс

Пĕрре кăна пăхса илсем

Хĕвел пек ăшă куçпала,

Вара мана вут пек хĕлхем

Çил пек вĕçтерĕ малалла.

 

Ян-ян шăнкрав пек сассупа

Хушсамччĕ пĕр сăмах кăна,

Вара çын çÿремен çулпа

Утма вăй парăттăн мана.

 

Пĕр утăм çеç, пĕр утăм çеç

Тусамччĕ эс ман еннелле,

Вара кĕçех, вара кĕçех

Пулма пăрахĕ тек хĕлле.