Скарабей-Википедия
Египтянла скарабей «хепри» ятлӑ,
Ӗлӗкренех тӗнче-хӗвел символӗ.
Скарабей ывӑнми-канми ӗҫлӗхлӗ,
Ытти нӑрӑсенчен уйрӑлса тӑнӑ.
Скарабей нӑрӑ шанчӑклӑ, тирпейлӗ,
Хӑйӗн таса ӗҫӗпе тӗлӗнтерет,
Усал сӑмахран яланах хӳтӗлет.
Ҫылӑхсӑр скарабей туйӑма ҫӗклет.
Карнакӑн пӗртен-пӗр тӗрнекне вӗҫлет
Чуллӑ нӑрӑ сыхласа авалхине,
Ҫухалнӑ хуҫа халӑхӑн ҫершывне,
Унӑн вӑйлӑран-вӑйлӑ историне.
Хепри Турӑ — этемӗн чи пуҫлӑхӗ,
Ӳкерчӗксенче скарабей пуҫӗпе,
Хепри Турӑ — тӗнче ырлӑх-пурлӑхӗ,
Ҫутатать авалхи халӑхӑн чысне.
Ювелир ӗҫӗ скарабей сӑнӗпе
Пуҫланнӑ темиҫе пин ҫул каялла
Ырласа ҫав вӑхӑтри культурине,
Эрешлесе Нефертити илемне.
Паллӑ кинофильм «Фараон» ҫыххинче
Курӑнаҫ скарабей чыслӑ сӑнӗсем,
Папируссем, чуллӑ ҫырансем ҫинче
Сыхланаҫ халӗ нӑрӑ сӑнарӗсем.
Ҫыру-тӑмхара илемлӗ скарабей
Йӑваланӑ чӑмӑр — хӗвел символӗ
Тӗртет тӳпере хускатса хӗвеле,
Вӑй-хал парса хӑйне шеллемесӗр.
- Версия для печати
- 1949 просмотров