Тутарстанра чӑваш халӑх поэчӗн ҫавра ҫулне паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ

Петӗр Хусанкая ҫуратнӑ Сиктӗрме ҫӗрӗ поэтӑн 115 ҫулхи юбилейне халалласа чӑвашлӑхшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем пуҫарса янӑ. Халӗ унта "Уяв" лапамӗ тата Сӑвар-Пӑлхар тапхӑрӗнчи евӗр хулаш тума пуҫланӑ. 

 

 

Вести. Интервью на чувашском языке. Иван Казанков. Выпуск от 17.01.2022

Сиктӗрме тӑрӑхӗнче кашни кунах ӗҫ шавӗ кӗрлет. Ҫулсерен аталанса пыракан "Хусанкай" ячӗллӗ хуҫалӑхра ҫӗнӗ витесем ҫӗкленеҫҫӗ. Унта тӑрӑшакансене валли ялта хӑтлӑ ҫуртсем тӑваҫҫӗ. Ҫавна май иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗнче пӗтме пуҫланӑ Сиктӗрмере халӗ ҫуралакансен йышӗ те вилекеннисенчен самай нумайрах. Ҫитӗнӳсемпе мӑнаҫланса кунта кӑҫал Тутарстанра йӑлана кӗнӗ мӗнпур чӑвашсен "Уявне" ирттерме палӑртнӑ. Ҫывӑхрах хӑватлӑ техника тепӗр пысӑк ӗҫе пуҫӑннӑ. Кунта авалхи сӑвар-пӑлхар халӑхӗн - паянхи чӑвашсен несӗлӗсен хулашне тума тытӑннӑ.

Алексей Енейкин, Артур Галкин, Евгений Данилов 

Источники: ГТРК «Чувашия»