Антонина Герасимовна Львова

Антонина Герасимовна ЛьвоваЭпӗ, Антонина Герасимовна Львова, 1929 ҫулта майӑн 5-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Лапракасси ялӗнче ҫуралнӑ. Атте, Федоров Герасим Федорович — учитель, анне — Варвара Сергеевна — колхозница. Эпӗ сакӑр ҫулта Хӑймалакассинчи ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула кайнӑ. Ҫиччӗмӗш класран вӗренсе тухсан Муркаш районӗнчи Тивӗшри вӑтам шкулта вӗренме тытӑннӑ. 1949 ҫулта 10 класс пӗтерсе аттестат илсен Канашри учительсем хатӗрлекен институтри чӑваш чӗлхипе литератури уйрӑмне вӗренме кӗнӗ. Ку институтран вӗренсе тухсан, 1951 ҫулта, Чӑваш АССР Ҫут ӗҫ министерствин направленийӗпе Красноармейски районӗнчи Мартынкассинчи 7 ҫул вӗренмелли шкулта ӗҫлеме пуҫланӑ. Ку шкулта виҫӗ ҫул чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. 1954 ҫулта ҫак районти Шупуҫӗнчи 7 ҫул вӗренмелли шкулта ӗҫлеме тытӑннӑ, ачасене чӑваш чӗлхипе литератури, нимӗҫ чӗлхи тата музыка вӗрентнӗ.

1957 ҫулта, асӑннӑ районти Чатукассинчи пуҫламӑш шкула 7 ҫул вӗренмелли шкула куҫарнӑ, шкул директорӗ пулма манӑн упӑшкана, Анатолий Львович Львова, уйӑрса лартнӑ. Вӑл манпа пӗрле Шупуҫӗнчи шкулта ӗҫленӗ. Упӑшкапа Чатукассинчи 7 ҫул вӗренмелли шкулта ӗҫлеме пуҫларӑм, ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентрӗм. Ку шкула 1958 ҫулта 8 ҫул вӗренмелли шкула, 1965 ҫулта общественность тата ашшӗ-амӑшӗсем ыйтнине тивӗҫтерсе Чатукассинчи 8 ҫул вӗренмелли шкултан вӑтам шкул туса хучӗҫ. Ҫак шкулта тивӗҫлӗ канӑва тухичченех ӗҫлерӗм. Малтанхи вӑхӑтра условисем лайӑхах мар пулсан та тухӑҫлӑ ӗҫлеме май килчӗ. Чӑваш литератури кружокне йӗркелерӗмӗр. Вӗренекенсем яланах активлӑ хутшӑнатчӗҫ. Ачасене сӑвӑсем ҫырма вӗрентме тӑрӑшнӑ. Чатукасси тата ытти ҫывӑхри ялсенчи ватӑсем каласа панисене ҫырса илнӗ. Ялсен, шкулсен историйӗпе, ҫынсен пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарма тӑрӑшнӑ.

1941-1945 ҫулсенчи Аслӑ вӑрҫа хутшӑннисен, тыл ӗҫченӗсен асаилӗвӗсене, вӗсен ушкӑнпа тата пӗчченшер ӳкернӗ сӑнӳкерчӗкӗсене, журналсемпе альбомсене пухнӑ. Кунашкал журналсемпе альбомсем 45 яхӑн пухӑнчӗҫ. Ку ҫӑмӑл мар ӗҫе тунӑ ҫӗре вӗренекенсем те хастар хутшӑнчӗҫ.

Ҫак материалсем мана хама та сувар чӑвашӗсен авалхи ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен поэма ҫырма хавхалантарчӗҫ.

Пирӗн тӑван халӑх XVIII ӗмӗр пуҫламӑшӗнчен сувар ятпа ҫӳренӗ. Сувар сӑмах нумай пӗлтерӗшлӗ: сабар — халӑх ячӗ; сабир — араб сӑмахӗ — мирлӗ, йӑваш, лӑпкӑ; сума сӑвар, хисеплӗ, сумлӑ.

Ҫавӑнпа хамӑр халӑх ятне хисеплесе поэмӑра та, сӑвӑсенче те «сувар» тесех ҫырнӑ.

Пӗр ик-виҫ сӑмах эпӗ ҫуралнӑ ҫемье ҫинчен. Аттепе аннен 5 ача пулнӑ: 2 хӗр ача, 3 арҫын ача. Эпӗ чи асли. Нина йӑмӑкӑм 3-мӗш класрах ҫӗре кӗчӗ. Гера шӑллӑм ҫулталӑкрах куҫне хупрӗ.

Тепӗр шӑллӑм Степан аслӑ пӗлӳ илсе пенсие тухичченех шкулта директор, истори учителӗ пулса ӗҫлерӗ. Вӑл пысӑк сад ӑстиччӗ, канма пӗлмесӗр йывӑҫсемпе тӑрмашатчӗ. Питӗ шел, йывӑр чире пула вӑхӑтсӑр пурнӑҫран уйрӑлчӗ. Тӑпри ҫӑмӑл пултӑр вӗсен.

Кӗҫӗнни, Валентин, тӑрӑшулӑхне пула ял хуҫалӑх наукисен докторӗн ятне тивӗҫрӗ. Халӗ Валентин Герасимович Шупашкарти коопераци институтӗнче менеджмент кафедрин заведующийӗнче вӑй хурать.

Эпир упӑшкапа пӗр ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Юрий халь ҫемйипе Шупашкар хулинче пурӑнать.

Еҫленӗ ҫулсенче эпӗ тӑрӑшнине хак парса тӗрлӗрен наградӑсемпе палпӑ тунӑ. Вӗсенчен паллӑраххисем:

  1. «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медаль — 1947 ҫулта панӑ;
  2. «1974 ҫулхи социализмла ӑмӑртӑвӑн ҫӗнтерӳҫи» паллӑ — 1975 ҫулта панӑ;
  3. Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗн Хисеп Грамоти — 1978 ҫулта панӑ;
  4. Чӑваш АССР Ҫут ӗҫ министерствин Хисеп грамоти — 1978 ҫулта панӑ.

Антонина ЛЬВОВА.
Чатукасси ялӗ,
Красноармейски районӗ,
Чӑваш Ен.

 

«Если завтра война...»

Эпир ӗлӗк Хӑймалакассинче вӗреннӗ чухне Май уявне епле ирттерни халӗ те асӑмрах, куҫ умӗнче.

Урамра, шкул умӗнче трибуна пурччӗ. Уявсем ҫитсен унта кам та пулин (пӗр-пӗр учитель) калаҫатчӗ.

Эпир, 3-4-мӗш класс ачисем, аслисем хыҫҫӑн стройпа юрласа утаттӑмӑр. Малта 7-мӗш классем. Эпир вӗсене питӗ ӑслӑ, темӗн те пӗлекен ачасем вырӑнне хунӑ. Вӗсем яланах питӗ примерлӑ, йӗркеллӗ.

Пурте тухӑр урама,
Тухӑр капӑр!
Паян майӑн уявне
Уявлатпӑр...

Унсӑр пуҫне «Если завтра война...» пурте юрлаҫҫӗ.

Темшӗн-ҫке мана эпир вӗренекен пӗтӗм шкул, шкул ҫурчӗ те (вӑл икӗ хутлӑччӗ, ӗлӗк чиркӳ пулнӑ) юрланӑ пекех туйӑнать. Эпир те, 3-4-мӗш класс ачисем, хытах юрлатпӑр.

Ку юрӑ кӗввипе харӑс утма ҫӑмӑл. Сӑмахӗсене пире пурне те вӗрентнӗ. Кайран тин, аслӑрах классенче вӗреннӗ чух мӗншӗн ҫав юрра юрланине ӑнланса илтӗм. 3-мӗш класра пире Фекла Петровна учительница вӗрентетчӗ. Вӑл пире ҫав юрра юрлама вӗрентрӗ, хӑй Турхан ялӗнченччӗ пулас. Ҫав учительницӑна халӗ те аса илетӗп.

 

Ыйткалакансем, ыйткалакансем...

Куллен ялта ҫӑкӑр
Ыйтса ҫӳрекен.
Хӑшсем ват ҫын, суккӑр
Тата нишлисем...
 
Чылай чухне тӑлӑх,
Имшер ачасем
Ҫӳреҫ урам тӑрӑх
Кӗрсе килӗрен.
 
Хутаҫ ҫакса янӑ
Уртса ҫӗрелле.
Алла туя тытнӑ
Юлташ вырӑнне.
 
- Мӗнле ялсем пултӑр
Эсир, хӑш енчен?
- Эпир Тукас, Чантӑр...
Енчи тӑлӑхсем...
 
Ах, шалккӑ-ҫке шутсӑр,
Мӗнле пурнӑҫех.
Пур чух пӗрер татӑк
Парать ман анне.
 
Хутаҫӗсем пушӑ.
Кӑшт ҫеҫ тӗпӗнче.
Паян пурӑнмалӑх
Пулать пулинех.
 
Эх, пурӑнӑҫ, пурнӑҫ.
Нуши тем чухлех.
Час пӗттӗрччӗ вӑрҫӑ.
Вӑрҫи пӗтсенех...

 

Тав, мухтав сире, ҫӗнтерӳҫӗсем

Вӑрҫи пӗтрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем
Майӗпен пуҫларӗҫ таврӑнма.
Килес ҫук нихҫан пуҫне хунисем,
Ячӗсем ҫеҫ юлчӗҫ асӑмра.
 
Вӑрҫа кайрӗҫ Трак районӗнчен
4 пин те 700 ҫын ытла.
Ват ҫын, ачасем, хӗр-хӗрарӑмсем
Ӗҫ фронтӗнче хучӗҫ вӑй-хала.
 
Питӗ йывӑр килчӗ халӑха
Ҫӗнсе илме ирӗк пурнӑҫа.
Миллионшар ҫын, пиншер ял, хула
Ҫухатмашкӑн тиврӗ вӑрҫӑра.
 
Иртсе кайӗҫ ҫулсем, ӗмӗрсем,
Ӳсӗҫ ҫӗн ӑрусем ҫуралса.
Тухас ҫук нихҫан халӑх асӗнчен
Ҫӗнтерӳ, Мир ларнӑ мӗн хака.
 
Иртнӗ вӑрҫӑ ветеранӗсем
Ӗмӗр-ӗмӗр пулӗҫ хисепре.
Тав, мухтав сире, Ҫӗнтерӳҫӗсем!
Ҫӗр-аннемӗр пуҫ таять сире.
Пӗтӗм халӑх хисеплет сире.

1985 ҫулта ӗҫпе юрӑ уявӗнче
районта юрланӑ юрӑ.

 

Кама эп вӗрентнӗ кунта — Чатукра

Ҫырма та пит йывӑр
Аса килнине.
Веҫех калаймастӑп
Пулса иртнине.
 
Калас-тӑк — йӗретӗп
Хам чун ҫемҫипе.
Ҫырса хурас тетӗп
Вулаччӑр тесе.
 
Эсир, ман хисеплӗ
Тус-йышӑмӑрсем,
Кама эп вӗрентнӗ
Шкулта ҫулсерен,
 
Сире калас тенӗ
Ӑшри шухӑша
Кӑштах ҫырма пулӗ
Пуш вӑхӑт тупса.
 
Ҫуллен ҫырса пынӑ
Мӗнпур ӗҫсене
Хӑҫан та пулсассӑн
Парнелӗп сире.

 

Сахал мар ӗҫлерӗҫ шкул ачийӗсем

Мӗн чуль сӑвӑ-юрӑ,
Халап, юмахсем,
Тем чухлӗ сӑмахлӑх,
Асаилӳсем
Ҫырса килмен пулӗ
Шкула ачасем.
Вӗсем ӗнтӗ халӗ
Фольклор ӑстисем.
 
Ҫӗршер тӗслӗх пухнӑ:
Ҫыру, фотосем...
Камсем пуҫне хунӑ,
Фронтран килеймен.
 
Камсем киле килнӗ,
Аманнӑ фронтра,
Вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ
Пур пирӗн шкулта.
 
Сахал мар ӗҫлерӗҫ
Шкула ҫӳренсем.
Вӗсем — Чатук шкулӗн
Йӗрлевҫийӗсем.

 

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йывӑр пурнӑҫ

Тӗнче вӑрҫи
Ҫулӗсенче ял-йышсем
Мӗнле пурӑннийӗ
Асрах халиччен.

Иртеҫҫӗ вуншарӑн
Ҫулсем малалла,
Ҫапах та мӗн пулнӑ,
Веҫех асӑмра.

Килте ӗҫсем пулнӑ
Нумай ҫав тери.
Арҫын ӗҫ, хӗрарӑм...
Юлман туманни.

Ҫӑпата туса сырнӑ
Ҫӑка хуппинчен,

Сӳсне арлас пулнӑ
Хӗлле каҫсерен.

Чӗп куҫ пек ҫутмалӑх
Пулмастчӗ краҫҫын.
(Ҫур литр пулас-тӑк
Пуян ялти ҫын.)

Пӗтсех ҫитсен спичка,
Ҫулу-тимӗре
Ҫапсан тухать ҫулӑм
Вутчуль ҫийӗнче.

Кӑвар патне кайнӑ
Пайтах пускиле
Камсен вутти ҫуннӑ,
Пӑхса мӑрьене.

Кӗпе ҫума супӑнь
Пулман ун чухне.
Пурнать этем уншӑн
Ҫусан вӗретсе.

Кӗпи-йӗмне кивнӗ
Кӗлпе ислетсе.
Пуҫа ҫума тивнӗ
Кӗлшыв-шампуньпе.

Ӗҫ фронтӗнче пулчӗҫ
Куллен ентешсем.
Еҫрен уйрӑлмастчӗҫ
Ватти-вӗттисем.

Иртеҫҫӗ ҫул хыҫҫӑн
Ҫулсем васкасах.
Анчах та пин пулӑм
Тӑрать асӑмрах.

 

Кукӑль ҫиеймесӗрех ҫывӑрса кайнӑ

Асра юлнӑ кун ҫинчен

Ку ӗҫ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче 1943 ҫулта пулса иртнӗччӗ. Эпӗ ун чухне 6-мӗш класра вӗренеттӗм, шӑллӑм – 4-мӗш класра. Унтанпа 30 ҫул та иртрӗ пулин те, хальхи пекех астӑватӑп. Пирӗн ҫемьере тӑватӑ ачаччӗ. Эпӗ чи асли пулнӑ. Атте килте пулман, ҫӗршыва тӑшмантан хӳтӗлеме кайнӑ. Анне те килте ҫук. Вӑл колхоз ӗҫӗпе хулана кайнӑ.

Хӗл кунӗсем питӗ сивӗ тӑратчӗҫ. Эпир, ачасем, пир сумкӑсене ҫакса шкула утаттӑмӑр. Хӑш-пӗр ачасем час-часах шкултан юлатчӗҫ. Шкула пыманнин сӑлтавӗсем: урана сырма ҫӑпатисем ҫӗтӗлнӗ е хырӑм выҫӑ, ҫимелли ҫук. Хӑш-пӗр ачасем хутаҫ ҫакса аякри ялсене ҫӑкӑр пуҫтарма каятчӗҫ. Ҫывӑхри ялсене кайма вӑтаннӑ. Аяккарах кайсан палламаҫҫӗ тенӗ. Выҫӑ вилес килмест, мӗнле те пулсан чунӗсене усрасшӑнах пулнӑ.

Эпир те шӑллӑмпа иксӗмӗр шкултан час-часах юлаттӑмӑр, анне килте пулман пирки килте ӗҫлеме тиветчӗ. Пирӗн те ун чухне апат-ҫимӗҫ тулӑх пулман, ҫапах анне кашни апат ҫимессеренех пире пӗрер татӑк ҫӑкӑр валеҫсе паратчӗ.

Ҫав ҫулсенче анне килте сахал пулатчӗ. Вӑл ун чухне колхозра вӑйпитти хӗрарӑм шутланнӑ. Пӗр ӗҫрен те юлмастчӗ. Хӗлле лавпа ҫӳретчӗ.

Ун чухне хӗрарӑмсем арҫын ӗҫӗсене веҫех туса пыратчӗҫ. Хӑш чухне анне пӗрре кайсан икӗ-виҫӗ кунсӑр та киле таврӑнаймастчӗ. Вӗсем Шупашкара та, Канаша та каятчӗҫ.

Ун чухне колхозсенче хальхи пек машинӑсем пулман, пур ӗҫе те лашапа тума тивнӗ.

Пӗррехинче эпир шӑллӑмпа шкултан килтӗмӗр. Иртенпе хырӑмсем выҫса кайнӑ, питӗ ҫиес килет. Анчах ҫимелли нимӗн те ҫук. Тата 6-7 ҫулхи Нина ятлӑ йӑмӑкпа 3-4 ҫулхи Валентин шӑллӑм та ҫиес килнипе пирӗн куҫран пӑхаҫҫӗ.

Эпӗ асли, манӑн вӗсене тӑрантармалла. Анне лавпа малтанхи кунах колхоз ӗҫӗпе Канаша ытти лавҫӑсемпе пӗрле тухса кайнӑ, вӑл ырансӑр таврӑнасса шанмалли ҫук.

Анне ҫук чухне шкултан таврӑнсан яланах мӗн те пулин пӗҫереттӗмӗр. Мӗн пӗҫерсе ҫинӗ-ха эпир ун чухне: терка икерчи, ыраш кӗрпи яшки. (Ырашне ал-арманьпе авӑртса кӗрпе тӑваттӑмӑр). Кӗрпине яшка ҫине янӑ, алласа тухнӑ вӗтӗ ҫӑнӑхӗпе терка икерчи тунӑ.

Пӗррехинче эпир шӑллӑмпа иксӗмӗр кукӑль пӗҫерме шутларӑмӑр. Шӑллӑмпа питӗ килӗштерсе ӗҫлеттӗмӗр.

Эпӗ сакайне кӗрсе пӗр витре ҫӗр улми илсе тухрӑм. Ҫӗр улми пӗр пайне ҫуса тасатса хатӗрлерӗм. Хуппине шуратмастӑмӑр, шуратса сая ямалӑх ҫӗрулмисем пулман ун чухне. Теркӑланӑ хыҫҫӑн ӑна пӑрса шывне юхтартӑм та крахмалне тӑрӑлма лартрӑм.

Тӑрӑлнӑ крахмалне, пӑрса илнӗ ҫӗр улми ҫине ярса, пӗр-ик йӗкӗр ывӑҫ ҫӑнӑх ярса ҫӑрсан, кукӑль тулӗ валли чуста пулать.

Ҫак вӑхӑтра витрери ҫӗр улмин тепӗр пайне Степа шӑллӑм валашкара тяпкӑпа тӳсе кукӑль ӑшне хатӗрлерӗ.

Ҫапла эпир ҫӗр улмиренех тулне те, ӑшне те хатӗрлесе кӑмакана кукӑль туса хыврӑмӑр.

Шкултан таврӑннӑранпа, иртенпех апат ҫимен ачасем, чылаях ывӑннӑ ӗнтӗ. Апат-ҫимӗҫ хатӗрленисӗр пуҫне килти выльӑх-чӗрлӗхе те хамӑрах пӑхнӑ.

Ӗҫсене пуҫтарнӑ хыҫҫӑн ыранхи уроксене хатӗрленес тесе, шӑллӑмпа иксӗмӗр те шӑши куҫӗ пек краҫҫын лампи умне кӗнекесем тытса лартӑмӑр. Анчах пирӗн уроксене хатӗрленесси пулман, иксӗмӗр те сӗтел хушшинчех, пуҫсене сӗтел ҫине хурса ҫывӑрса кайнӑ. Кӑмакара кукӑльсем пиҫсен те кӑларса ҫиеймен.

Ҫурҫӗр иртсен анне киле таврӑннӑ. Вӑл, шӑнса кайнӑскер, лашине тӑварса конюхсен витине леҫнӗ (чылай чухне эпир тӑварса леҫекенччӗ).

Анне пӳрте кӗнӗ те пире, сӗтел хушшинчех ҫывӑракансене йӑтса вырӑн ҫине вырттарнӑ. Пӳртре кукӑль шӑрши пур, анчах кукӑлӗсем ҫук. Питлӗхе уҫса пӑхать: кӑмакара пиҫсе хытса кайнӑ кукӑльсем выртаҫҫӗ.

Вӗсене хӑвӑртрах кӑларса хурать. Вӑл кукӑльсене, хытса кайнӑ пулин те, тепӗр кунне юратсах ҫирӗмӗр.

Хырӑм выҫҫи темӗн те ҫитерӗ.

Антонина ЛЬВОВА.
Сувар. — 2010 ҫ. — Ака, 30 (18 (852) №).

Тата вулӑр