Аваллăхсăр малашлăх çук

Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Хӗрлӗҫыр ялӗ ҫумӗнчи Кив масар вырӑнӗнче ҫӗнӗрен вырнаҫтарнӑ XVII-XVIII ӗмӗрсенчи сӑвар-пӑлхар палӑкӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Маларах Чӑваш патшалӑх гуманитари наукисен институчӗ, К.Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗ тата «Сувар» фонд Кив масар вырӑнӗнче авалхи палӑксене вырнаҫтарас тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ.

Кив масар палӑксене уҫнӑ самант

Кив масар ҫине палӑксем вырнаҫтарассипе, вырнаҫтарнӑ палӑксене уҫассипе ҫыхӑннӑ мероприятисене ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Владимир Иванов (Алмантай) тӗпчевҫӗ, краевед пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ. Ял историне упраса хӑварассипе чӑннипех те пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ Владимир Николаевич. Йӑх-несӗлне тӗпчесе «Предания старины глубокой», «Сувары - предки чувашей», «Кто мы - сувары-булгары или чуваши?» кӗнекесем, хаҫат-журналсенче статьясем пичетленӗ вӑл. Чи малтанах Кив масар вырӑнне тупассипе тимленӗ Алмантайсен йӑхӗнчен тухнӑ чӑваш. Сӑмах май, Кив масара Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн 1993 ҫулхи юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи Йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн регион пӗлтерӗшлӗ культура еткерлӗхӗн объекчӗсен шутне кӗртнӗ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх ҫак вырӑнти палӑксене Христос тӗнне йышӑниччен пурӑннӑ чӑвашсен - сӑвар халӑхӗнчен тухнӑ чӑвашсен вил тӑприйӗсем ҫине лартнӑ. Сӑмах май, иртнӗ ӗмӗрте - 1927 ҫулта ҫак вырӑна Ленинградран килнӗ Ефименко археолог тӗпченӗ. Кив масар вырӑнӗнче вӑл ӗҫ хатӗрӗсем, килте усӑ курнӑ япаласем тата ытти тӗрлӗ хатӗр тупнӑ.

2007-2008 ҫулсенче В. Алмантай пуҫарӑвӗпе Хӗрлӗҫыр ялӗнче наука экспедицийӗ ӗҫленӗ. Тӗпчев ҫакна палӑртнӑ: вил тӑприсем ҫинчи чулсем формипе пӑлхар тапхӑрӗнчи палӑксемпе пӗр евӗр пулнӑ.

Эппин сӑварсен йӑхӗсем хӑйсен культурине 18 ӗмӗрчченех сыхласа хӑварма пултарнӑ - ҫак шухӑша Владимир Николаевич «Предания старины глубокой» кӗнекинче те палӑртать.

Вил тӑприсем ҫинчи чулсем ҫинчи ҫырулӑха (ӑна араб чӗлхипе ҫырнӑ) куҫарассипе маларах асӑннӑ экспедици членӗ - Хусантан килнӗ истори наукисен кандидачӗ Д.Г. Мухаметшин куҫаруҫӑ тимленӗ. Палӑк ҫинчи ятсем Владимир Алмантай ашшӗ, вӑрҫӑ ветеранӗ, вӗрентекенре чылай ҫул тӑрӑшнӑ Николай Иванович Иванов хатӗрленӗ Алмантайсен йӑх йывӑҫӗнчи ятсемпе пӗр килни чӑн та тӗлӗнмелле пулнӑ.

Палӑк ҫинчи ҫырулӑха тӗпе хурса пирӗн несӗлӗмӗрсем пӗртапхӑрта ислам тӗнӗ витӗр те тухнӑ, икӗ чӗлхе пӗлнӗрен вӗсем вил тӑприсем ҫинчи палӑк ҫине чӑвашла мар, арабла ҫырнӑ текен шухӑш та ҫуралнӑ тӗпчевҫӗсен. «Чӑвашсем пулсан та эпир паянхи кун вил тӑприсем ҫинчи палӑк ҫине вырӑсла чӗлхепе ҫыратпӑр. Тен, вӑл вӑхӑтра та ҫакӑн евӗр ӳкерчӗк пулнӑ?» - хӑйӗн шухӑшне пӗлтерчӗ Владимир Алмантай.

Уявра ял ҫыннисем - Владимир Щербаков, Мария Каширина, Николай Краснов, Лидия Иванова Алмантайсен йӑхӗ чӑннипех те пысӑк пулнине, паянхи кун ялти ҫынсенчен ҫурри ытла ҫак йӑхран тухнине ҫирӗплетрӗҫ.

«Кив масар» палӑкне Чӑваш патшалӑхӗ сыхлатьСӑмах вил тӑприсем ҫинчи чулсем пирки пынӑ чух ял ҫыннисем ҫапла пӗлтерчӗҫ: араб ҫырӑвӗсемлӗ хӑш та пӗр палӑксем ҫак вырӑнта 1970 ҫулчченех выртнӑ. Кайран ялти хӑш-пӗр ҫынсем вӗсене вата-вата ҫурт никӗсӗсем тунӑ чух усӑ курма е ытти тӗллевпе иле-иле кайса пӗтернӗ. Мария Каширина хыпарланӑ тӑрӑх, асӑннӑ чулсемпе Канаш-Елчӗк ҫулӗн никӗсӗсене хывнӑ чух та усӑ курнӑ.

Ҫак кун Хӗрлӗҫыр ялӗнчи палӑксене уҫма хутшӑннӑ хӑнасем - «Сувар» фонд председателӗ Николай Адёр тата асӑннӑ фонд представителӗсем, истори наукисен докторӗ Виталий Иванов, Николай Балтаевпа Эдуард Бахмисов краевед-тӗпчевҫӗсем, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗ Владимир Николаев, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Юрий Ювенальев, Чӑваш патшалӑх гуманитари наукисен институчӗн археологи уйрӑмӗн аслӑ наука сотрудникӗ Евгений Михайлов тата ыттисем те хамӑр йӑх-тымарсен историне пӗлни, хисеплени чӑннипех те пархатарлӑ пулнине, историе пӗлмесӗр халӑхӑн малашлӑхне упраса хӑварма ҫуккине палӑртрӗҫ. Халӑхӑмӑр историне сыхласа хӑварас тӗллевпе Хӗрлӗҫыр ялӗнче чӑннипех те пысӑк калӑпӑшлӑ ӗҫ пурнӑҫланине, ҫакӑнта Владимир Алмантай тата ытти ял ҫыннисен тӳпи пысӑк пулнине те палӑртрӗҫ вӗсем. Кив масар йӗри-тавра карта тытассипе, хатӗр палӑксене вырнаҫтарса лартассипе ял халӑхӗ ниме йӗркипе ӗҫленӗ, ӗҫе кӗске вӑхӑтра пурнӑҫланӑ.

Уяв ячӗпе пухӑннисене Хӗрлӗҫырти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Шанчӑк» фольклор ушкӑнӗ тата Иван Христофоров юрӑҫ саламларӗҫ. Райадминистрацин культура тата информаци пайӗн ертӳҫи А. Александрова ял историне пысӑк тӳпе хывнӑ Владимир Алмантая Тав ҫырӑвӗпе чысларӗ. Тӑрӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В. Александров та В. Алмантая пысӑк тав сӑмахӗ каларӗ.

Е. ПЕТРОВА.
Елчӗк Ен. — 2011 ҫ. — Юпа, 26 (130 №).