Юрий Ювенальев

Пуян аваллăха тĕпчемелли пайтах

Кив масарНумаях пулмасть Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче иртнĕ конференцире асăннă институтăн, çавăн пекех К.В.Иванов ячĕллĕ историпе культурологи тĕпчевĕсен фончĕн, «Сувар» фондăн тата Чăваш Енри тавра пĕлÿçĕсен союзĕн ĕçченĕсем Чăваш Ен территорийĕнчи сувар-пăлхар палăкĕсене тĕпчес тата çĕнĕрен калăплас ыйтăва хускатрĕç.

«Чăваш патшалăхĕнчи сувар-пăлхар палăкĕсем: тĕпчемелли тата çĕнĕрен калăпласа лартмалли ыйтусем» ăслăлăхпа ĕçлĕх конференцийĕ

Чăваш патшалăхĕнчи сувар-пăлхар палăкĕсем: тĕпчемелли тата çĕнĕрен калăпласа лартмалли ыйтусемЧăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, К.В. Иванов ячĕллĕ историпе культурологи тĕпчевĕсен фончĕ, «Сувар» фонд тата Чăвашри краеведсен союзĕ йĕркеленипе 2011 çулхи чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ăслăлăхĕсен гуманитари институтĕнче «Чăваш патшалăхĕнчи сувар-пăлхар палăкĕсем: тĕпчемелли тата çĕнĕрен калăпласа лартмалли ыйтусем» ăслăлăхпа ĕçлĕх конференцийĕ иртрĕ.

Аваллăхсăр малашлăх çук

Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Хĕрлĕçыр ялĕ çумĕнчи Кив масар вырăнĕнче çĕнĕрен вырнаçтарнă XVII-XVIII ĕмĕрсенчи сăвар-пăлхар палăкĕсене савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Маларах Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕ, К.Иванов ячĕллĕ историпе культурологи тĕпчевĕсен фончĕ тата «Сувар» фонд Кив масар вырăнĕнче авалхи палăксене вырнаçтарас тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттернĕ.

Пăлхарти консенсус

Фонд возрождения памятников истории и культуры Республики ТатарстанТутар-монголсем XIII ĕмĕрте тапăнса киличченхи Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн историлпе эткерĕсем камсем текен ыйтăва тутарпа чăваш ученăйĕсем нумай чухне тĕрлĕрен хуравланă. Х-ХШ ĕмĕрхи патшалăхăн тĕп хули пулнă Пăлхар хулашĕнче юлашки вăхăтра пыракан археологи ĕçĕсем историлле тата обществăлла дискуссисене çĕнĕрен чĕртрĕç. Нумай пулмасть ку ыйтупа Шупашкарта тата Чăваш Енри Патăрьел районне кĕрекен Шăнкăртам тутар ялĕнче те «Шăнкăртам вулавĕсем» иртрĕç.

«Сувар» фонд Пăлхара çитсе килчĕ

Пăлхар хула вырнаçнă тăрăхĕнчеИртнĕ канмалли кунсенче «Сувар» фонд Шупашкарти гуманитари институчĕн ăсчахĕсемпе пĕрле тăван халăхăн авалхи несĕлĕсен Атăлçи Пăлхар патшалăх вырнаçнă тăрăхне кайса килчĕç. Институтран Исаев Ю.Н. директор, паллă историк, этнограф Иванов В. П., краеведсен пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕ Бахмисов Э. К. пулчĕç. Çавăн пекех ушкăнра вĕрентÿ колледжĕн директорĕ Сапожников В.В. та пурччĕ. Суварсенчен çулçÿреве Тимĕрпе пĕрле В. Алмантай таврапĕлÿçĕ, халăх художникĕ Ю. Ювенальев, Аксар Сĕрмек хутшăннă. Массăллă информаци хатĕрĕсенчен те пулчĕç: телекуравран Марина Карягина журналистка , Чăваш наци радиовĕнчен Роза Деменцова хутшăнчĕç.

Subscribe to RSS - Юрий Ювенальев