ЮНЕСКО эксперчӗсен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, ҫитес 50 ҫулта Раҫҫейре 136 чӗлхе (ҫав шутра чӑваш чӗлхи те) пӗтес хӑрушлӑхра. Ҫӗршывра чи йышлӑн пурӑнакан 10 халӑх йышне кӗрекен чӑвашсем малашне хӑй чӗлхине манаҫҫӗ текен шухӑшпа пӗрре те килӗшес килмест. Ҫавах та юлашки ҫырав пӗтӗмлетӗвӗсем чӑнах та савӑнтармаҫҫӗ. Регионсенче 2002 ҫулпа танлаштарсан, чӑвашсен шучӗ 10-шар пине чакрӗ. Чӑваш Енре хӑйӗнче те чӑваш тесе ҫыртаракансен йышӗ 74,5 пин ҫынна сахалланчӗ. Апрелӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче шӑпах чӑваш чӗлхипе культурине упраса аталантарас ыйтӑва Правительство представителӗсем, чӑваш интеллигенцийӗ, чӗлхеҫӗсем, массӑллӑ хыпар хатӗрӗсен ӗҫченӗсем, тӑван чӗлхен шӑпишӗн пӑшӑрханакан тата ытти ҫынсем ҫавра сӗтелте сӳтсе яврӗҫ.
Тӑван чӗлхен пуласлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтӑва ҫакӑн пек шайра, ҫитменнине тата Чӑваш чӗлхин кунӗ хыҫҫӑнах, сӳтсе явни ахальтен мар, паллах. Юлашки вӑхӑтра чӑваш чӗлхи «йӳнелсе» пынине ЮНЕСКО эксперчӗсен пӗтӗмлетӗвӗсӗрех куратпӑр-ҫке. Хуласенче кӑна мар, ялсенче те чӑваш ачисем тӑван чӗлхепе калаҫасшӑн мар халӗ. Вӗсен шучӗпе, чӑваш чӗлхине пӗлнипе «инҫе каяймастӑн». Несӗлсен чӗлхине, йӑли-йӗркине мансан тымарсӑр халӑха ҫаврӑнасси пирки шутламастпӑр. Чӑн та, историрен курӑннӑ тӑрӑх, чӑваш чӗлхишӗн хӑрушӑ вӑхӑтсем унччен те пулнӑ-ха. Анчах хальхи лару-тӑрӑва вӗсемпе танлаштармалла-ши? Глобализаци, демографи лару-тӑрӑвӗ ҫине йӑвантарни те тӗрӗс мар ман шутпа. Халӗ, совет самани вӑхӑтӗнчи пек вак халӑхсене вӑйпах вырӑслатмалли йӗрке ҫук. Чӑваш хӑй ирӗкӗпе чӑваш пуласшӑн мар. Ку вара кирек мӗнле политикӑран та вӑйлӑрах.
Ашшӗ-амӑшӗ ачине тӑван чӗлхе кирлӗлӗхне ӑнлантарманнинчен килет ҫакӑ тенипе те килӗшес килмест манӑн. Республикӑн наци политики ҫук-тӑк, ахаль ҫынран мӗн кӗтмелле? ЧР Правительстви чи малтан хӑй чӑвашла калаҫса тӗслӗх кӑтартмасть-тӗк, халӑхӑн мӗн тумалла тет-ха? Акӑ пӗр тӗслӗх кӑна илер, Шупашкарта Наци телевиденине туса хуни калама ҫук лайӑх пулӑм, чӑваш тӗнчи ӑна тахҫанах кӗтет. Эпӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, вӑл ЧР Правительствин проекчӗ. Апла пулсан апрелӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче иртнӗ ҫавра сӗтеле вӑл пуринчен те лайӑхрах кӑтартмалла пекчӗ (Хусанти ТНВ телевидени ҫапла тӑватчех), анчах унта Наци телевиденин пӗр операторӗ те, журналисчӗ те курӑнмарӗ. Эппин, Наци телевиденине наци ыйтӑвӗ вуҫех хумхантармасть.
- Районсене тухсан ял халӑхӗпе вырӑсла калаҫма хӑтланатпӑр, студентсемпе, шкул ачисемпе тӗлпулу йӗркелекенсем те чӑваш чӗлхине ним вырӑнне хурасшӑн мар, — терӗ ЧР вӗрентӳ министрӗн ҫумӗ Е. Казакова та акӑ проблемӑна палӑртса.
Ҫавра сӗтел, темине кура, питӗ хӗрӳллӗ иртесси малтанах паллӑччӗ-ха. Анчах чӑвашлӑх проблеминче хӗрарӑма айӑпласса кӗтменччӗ. Чӑваш ачи тӑван чӗлхепе калаҫманнишӗн чи малтан амӑшӗ айӑплӑ, ӑна пулах ял та вырӑсланать имӗш. Ача обществӑран уйрӑм ӳсменнине мӗншӗн шута илместпӗр-ха эпир? Юрать-ха, ку калаҫу малалла тӑсӑлмарӗ. Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнерсен институчӗн культура факультечӗн деканӗ Пётр Яковлев хӗрарӑмсене хӳтӗлеме васкарӗ. Халӑх шучӗ чакасси пӗр чӑвашӑн кӑна мар, ытти халӑхсен проблеми пулнине те асӑнчӗ вӑл. Чӑвашсем ку проблема ҫине ытла ансӑр пӑхма тӑрӑшнине палӑртрӗ. Тӗнче цивилизацийӗнчен чӑваш та пӑрӑнса юлайманнине каларӗ: «Чӑвашӑн тӗп проблеми — ҫӗр ӗҫ цивилизацийӗнчен хула цивилизацине куҫни. Хула культури чӑвашӑн хальччен пулман. Халӑхра вара унчченхи пекех тӗлӗнмелле вӑй-хӑват тапса тӑрать. Ана ҫӗклеме май тупайманни, хамӑр ӗҫлеме пӗлменни кӑна», — терӗ вӑл. Ҫавӑнпа та Петӗр Яковлевич пӗтӗм чӑваш интеллигенцийӗ пухӑнса чӑваш халӑхне ҫӑлса хӑвармалли программине йышӑнма, ҫӗнӗ чӗлхе законне хатӗрлеме сӗнчӗ.
Шухӑшӗ чӑнах та питӗ лайӑх, ҫитменнине тата ЧР вӗрентӳ министрӗн ҫумӗ Е. Казакова каланӑ тӑрӑх, ҫак ӗҫе мӗнпур чӑваш хутшӑнма пултарать. Министерство сайтӗнчи форумра кирек камӑн та хӑй шухӑшне пӗлтерме, мӗн-тӗр ҫӗннине сӗнме ирӗк пур.
Чӑвашӑн ӗмӗрхи менталитечӗ, ытти халӑхсен умӗнче мӗскӗнленни те ура хурать пире. |
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Ю. Исаев та чӑвашлӑх проблеминче айӑплисене шырамалла маррине, ыйтӑва пурте пӗрле пуҫтарӑнса татса памаллине каларӗ. Чӑвашӑн та пурнӑҫ таппинчен юлма юрамасть. Правительство порталне чӑваш словарӗсене вырнаҫтарсан,тӗслӗхрен, республика тулашӗнчи чӑвашсемшӗн ҫав тери усӑллӑ пулассине палӑртрӗ вӑп.
Чӑваш наци конгресӗн президентне Геннадий Архипова, тӗслӗхрен, власть тытӑмӗнче чӑвашла пӗлмен ертӳҫӗсем чылаййи питӗ хумхантарать. Чӑваш культурине аталантаракансене вырӑсла саламласси йӑлана кӗнине питлерӗ вӑл. Г. Архипов власть тытӑмӗсем валли синхронлӑ куҫару ӑстисене хатӗрлемеллине асӑнчӗ. Пӗр шутласан тӗрӗс те, республикӑра патшалӑх чӗлхи иккӗ-тӗк, правительствӑра та «чӑвашла пӗлместӗп, ӑнланмастӑп» текен сӑмах пулмалла мар.
ЧНК президенчӗн шучӗпе, республикӑн чи лайӑх кану лагерьне чӑваш ачисене парсан та аван. Ачасем шкулта мӗн вӗреннине лагерьте ҫӑвӗпех ҫирӗплетме пултарӗҫ.
Тепӗр хыпар вара тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтерчӗ. Шупашкарта, чӑваш специалисчӗсене хатӗрлекен центрта, массӑллӑ хыпар хатӗрӗсенче кадр ыйтӑвӗ ҫивӗч пулни пуҫа шӑнӑҫмасть. «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗ-тӗп редакторӗ А. Леонтьев хаҫата чӑвашла лайӑх ҫырма пӗлекен ҫамрӑксем килменнине палӑртрӗ. «Хыпар» Издательство ҫуртӗнче темиҫе ҫул ӗнтӗ ҫамрӑк журналистсен студийӗ ӗҫлет. Вӑл ҫак вӑхӑтра вун-вун лайӑх специалист хатӗрленӗ, анчах чылайӑшӗ хаҫат-журналта ӗҫлеме юлман, пресс-службӑсене кайнӑ, чиновниксене ҫаврӑннӑ. Тин ҫеҫ килекен ҫамрӑк специалистсем вара вырӑсла шухӑшласа чӑвашла ҫыраҫҫӗ иккен. А. Леонтьев ҫак проблемӑна татса парас тесен, чӑваш кӑларӑмӗсем валли специалистсене тӗллевлӗн хатӗрлеме сӗнчӗ. Кунсӑр пуҫне хаҫатсен электронлӑ версийӗсене кӑларма тытӑнмаллине те каларӗ. Чӑваш наци радиовӗн редакторӗ О. Прокопьев та радиона лайӑх кадрсем ҫитменнине палӑртса: «Чӑвашла таса, тӗрӗс калаҫакан ҫамрӑксем ҫук», — терӗ. Чӑваш наци радионе, ялсенче радиолинисем ҫуккипе темиҫе проценчӗ кӑна итлеет-мӗн, ку та наци аталанӑвӗшӗн пысӑк проблема.
Паллах, чӑваш ҫамрӑкӗсем тӑван чӗлхепе калаҫманни пуринчен ытла кӑмӑла хуҫать. Вӗсенче-ҫке малашлӑх. Хальлӗхе ҫамрӑксем тӑван чӗлхене вӗренесшӗн те, калаҫасшӑн та мар. Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи хӑш-пӗр шкулта тата 9-мӗш класс пӗтерекенсем чӑвашла ҫырнӑ тетрачӗсене кӑвайт чӗртсе ҫунтарассине йӑлана кӗртнӗ. Иккӗленместӗп, ҫак ирсӗр йӑлана чӑваш ачисемех пурнӑҫлаҫҫӗ. Паллах, ҫакӑн ҫинчен никам та пӗлмен мар, анчах шкул дирекцийӗ те, ашшӗ-амӑшӗ те илтмӗш-курмӑша хунӑ. Ара, вӑрҫакан пурпӗр ҫук-ҫке. Мӗнрен килет-ха ҫакӑ? Ман шутпа, пуҫлӑхсем наци политики ҫине тивӗҫлӗ тимлӗх уйӑрманнинчен тата обществӑра культура ҫуккинчен. Чӑвашӑн ӗмӗрхи менталитечӗ, ытти халӑхсем умӗнче мӗскӗнленни те ура хурать пире.
Ҫавра сӗтелте палӑртнӑ ыйтусене хӗрӳллӗн сӳтсе явнӑ май ҫавӑн пекех чӑваш интеллигенцийӗн Аслӑ пухӑвне ирттерме, этнокультура центрне йӗркелеме, хула чӑвашӗсемпе ӗҫлеме ятарлӑ программа хатӗрлеме, пӗчӗккисене ача садӗнченех чӑвашла калаҫтарма тата ытти сӗнӳсем пулчӗҫ. Сӗнӳсем аван ҫеҫ мар, вӑхӑтлӑ та, хут ҫинче ҫеҫ ан юлччӑрччӗ.
Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru
Сувар. — 2012 ҫ. — Ҫу, 18 (20 (958) №).