Чăвашсем

Çĕнĕ чĕлхе саккунĕ кирлĕ

ЮНЕСКО эксперчӗсен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, ҫитес 50 ҫулта Раҫҫейре 136 чӗлхе (ҫав шутра чӑваш чӗлхи те) пӗтес хӑрушлӑхра. Ҫӗршывра чи йышлӑн пурӑнакан 10 халӑх йышне кӗрекен чӑвашсем малашне хӑй чӗлхине манаҫҫӗ текен шухӑшпа пӗрре те килӗшес килмест. Ҫавах та юлашки ҫырав пӗтӗмлетӗвӗсем чӑнах та савӑнтармаҫҫӗ. Регионсенче 2002 ҫулпа танлаштарсан, чӑвашсен шучӗ 10-шар пине чакрӗ. Чӑваш Енре хӑйӗнче те чӑваш тесе ҫыртаракансен йышӗ 74,5 пин ҫынна сахалланчӗ. Апрелӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче шӑпах чӑваш чӗлхипе культурине упраса аталантарас ыйтӑва Правительство представителӗсем, чӑваш интеллигенцийӗ, чӗлхеҫӗсем, массӑллӑ хыпар хатӗрӗсен ӗҫченӗсем, тӑван чӗлхен шӑпишӗн пӑшӑрханакан тата ытти ҫынсем ҫавра сӗтелте сӳтсе яврӗҫ.

Тăван чĕлхепе калаçма та‚ вулама та пĕлмелле

Ҫак ҫырӑва мана “Урал сассинчи” “Профессор ялӗ те вырӑсланать‚ те тутарланать” статья ҫырма хистерӗ. Пурте пӗлетпӗр‚ ЮНЕСКО чӑваш халӑхне ҫӗр ҫинчен пӗтекеннисен шутне кӗртнӗ. Ҫакна чӑваш ялӗсенче‚ шкулсенче‚ тӗрлӗ канашра пулса курман ҫын кӑна хирӗҫлеме пултарать. Пӗтӗм Раҫҫейри ҫыравсем те ҫакна ҫирӗплетеҫҫӗ. Апла пулсан пирӗн чӑвашлӑха упрас тата ҫак ӗҫе ҫамрӑксене явӑҫтарас енӗпе ҫитменлӗхсем нумай-ха. Ун пирки калаҫмалла‚ ҫырмалла кӑна мар‚ вӗсене пӗтерме тӑрӑшмалла.

Юлашки чăваш…

Халӑх шучӗ епле хӑвӑрт чакса пынине кашни ҫын Раҫҫей шайӗнче ҫырав ирттермесӗрех хӑйӗн несӗл йывӑҫне хут ҫине ӳкерсен курма пултарать. Ҫемьере хӑш тӑван хыҫҫӑн чӑваш юлманнине хӗрлӗ тӗспе палӑртмалла ҫеҫ. Ытти халӑхсем хӑвӑрт йышланнӑ чухне чӑваш халӑхӗ сахалланса пырать. 1970 ҫулта Пушкӑртстанра 126 638 чӑваш пурӑннӑ пулсан юлашки ҫырав тӗлне (32 ҫул хушшинче) чӑваш йышӗ 9 321 ҫын таран чакнӑччӗ.

Поэмăсенче – чăвашсен аваллăхĕ

Паянхи кун «Шуратӑл» литпӗрлешӳ йышӗнче поэма ҫыракансене кама та пулин асӑнма пулать-ши? Тӑруках хуравлама та ҫук пек. Пелепейри  М.Прохорова Ф. Вуколов-Эрликӗн «Телей шыракансем» повеҫӗ тӑрӑх поэма хайланӑччӗ-ха. Ӑна кӗнеке туса та кӑларчӗ. Ку вӑл икӗ автор ӗҫӗ пулни каламасӑрах паллӑ. Ялтӑр Мучин пур пӗр поэма. Малашне эпир поэма ҫеҫ мар‚ поэмӑсен ярӑмне ҫырнӑ‚ кӗнеке туса кӑларнӑ сӑвӑҫӑмӑр та пур тесе калама пултаратпӑр. Кӗнеки те сӗтел ҫинчех. «Ҫеҫенхирти пушар» ятлӑскер. Ку автора пурте пӗлетпӗр: вӑл Федоровка районӗнче ӗҫлесе пурӑнакан тухтӑр Аркадий Русаков. Пушкӑртстанри чӑваш вулаканӗсемшӗн унӑн ячӗ тахҫанах паллӑ.

Чăваш çемйи чăвашах çитĕнтертĕр

Паянхи лару-тӑрӑва илес пулсассӑн, чӑвашсен йышӗ чаксах пырать. Пӗтӗмӗшле пӑхсан, чӑвашсен кӑна мар, Раҫҫейре пурӑнакан ытти вак халӑхсен те. Хӑшӗ-пӗри ҫакна асӑрхамасть е вуҫех пӗлмест, пӗлекенни вара шӑпрах тӑма кӑмӑл тӑвать. Мӗн тӑвас тен, йӑваш чӑваш...
Тӗрӗссипе, эпир хускатнӑ ыйту паян ҫеҫ ҫуралман. Ӗлӗкех пулнӑ вӑл. Кун ҫинчен пире Гурий Комиссаров-Вантерӑн «Чӑваш халӑхӗ малалла кайӗ-ши, каймӗ-ши;» ятлӑ статйи те ҫирӗплетсе калать. Ӑна вуласан тӗлӗнетӗн: XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче мар, тинтерех ҫырнӑ пулӗ ку ӗҫе; Питӗ тарӑн та пӗлтерӗшлӗ, кивелми шухӑшсем палӑртнӑ чӑвашсен паллӑ историкӗ, тӑван халӑх культурине тишкерекенӗ. Чӑваш пӗтессине кӑтартакан хӑрушӑ паллӑсен шутне вӑл ҫаксене кӗртнӗ:

Истори палăкĕсем – ĕмĕре

Эпӗ хамӑн сӑмахсене ял-йышӑма, Тутар Пӑрнайӗнче пурӑнакансене, чӗнсе калатӑп: Пӑрнай Алка хула пулнӑ вырӑна хамӑрӑн несӗлсем патне ҫухатусемсӗр ҫитересчӗ.

Пӑрнай сӑвар халӑхӗн историйӗпе питӗ тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӑл Сӑвар хулин ҫывӑхнех вырнаҫни те ҫакӑн ҫинченех калать. Тӗрӗк тӗнчинче сӑвар халӑхӗн (шыв ҫыннисен) историйӗ Междуречье – Месопотами – историйӗ ҫине таянать. Вӗсем Хазар (Каспи) тинӗсӗ хӗрринче пурӑнни паллӑ.

Мĕн вăл Сувар?

Ҫак ыйтӑва кашни ҫур ҫуллӑх пуҫламӑшӗнче пирӗн ҫӗнӗ вулакансем параҫҫӗ.

Сӑвар (вырӑсла - Сувар) текен хула хальхи Спас тата Элкел районӗсен чиккинче, Кузнечиха ял тӗлӗнче Пӑлхар патшалӑхӗ вӑхӑтӗнче пулнӑ. Тата ӗлӗкрех сӑвар йӑхӗсем хальхи Дагестан территорийӗнче пурӑннӑ. VII ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче сӑварсен ытларах пайӗ Вӑтам Атӑл ҫӗрӗ ҫине куҫать, вӗсем пӑлхар йӑхӗсемпе юнашар, Утка тата Кӗҫӗн Ҫарӑмсан юханшывӗсен тӑрӑхӗнче тулӑх ҫӗрсене йышӑнаҫҫӗ.

Мĕншĕн чăваш, сувар мар?

Чӑвашсен несӗлӗсемпе ҫыхӑннӑ кӗнекесене вуланӑ хыҫҫӑн Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗнче пӗрлешнӗ тӑватӑ йӑхра вӑйлисем иккӗшӗ пулнине ӑнлантӑм: пӑлхарсем (булгарсем, кочевниксем) тата суварсем («шыв ҫыннисем», кочевниксем мар).

Чăваш халăхĕ малалла кайĕ-ши, каймĕ-ши?

Комиссаров Г. И.
Чӑваш халӑхӗ малалла кайӗ-ши, каймӗ-ши? / Ӗпхӳри Чӑваш Халӑхӗн Ушкӑнӗ Кӑларнӑ Кӗнеке. — Ӗпхӳ: Типография Губернского Союза Кооперат. Союзов, 1918.

Subscribe to RSS - Чăвашсем