Юрий Исаев

Çĕнĕ чĕлхе саккунĕ кирлĕ

ЮНЕСКО эксперчӗсен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, ҫитес 50 ҫулта Раҫҫейре 136 чӗлхе (ҫав шутра чӑваш чӗлхи те) пӗтес хӑрушлӑхра. Ҫӗршывра чи йышлӑн пурӑнакан 10 халӑх йышне кӗрекен чӑвашсем малашне хӑй чӗлхине манаҫҫӗ текен шухӑшпа пӗрре те килӗшес килмест. Ҫавах та юлашки ҫырав пӗтӗмлетӗвӗсем чӑнах та савӑнтармаҫҫӗ. Регионсенче 2002 ҫулпа танлаштарсан, чӑвашсен шучӗ 10-шар пине чакрӗ. Чӑваш Енре хӑйӗнче те чӑваш тесе ҫыртаракансен йышӗ 74,5 пин ҫынна сахалланчӗ. Апрелӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче шӑпах чӑваш чӗлхипе культурине упраса аталантарас ыйтӑва Правительство представителӗсем, чӑваш интеллигенцийӗ, чӗлхеҫӗсем, массӑллӑ хыпар хатӗрӗсен ӗҫченӗсем, тӑван чӗлхен шӑпишӗн пӑшӑрханакан тата ытти ҫынсем ҫавра сӗтелте сӳтсе яврӗҫ.

«Чăваш патшалăхĕнчи сувар-пăлхар палăкĕсем: тĕпчемелли тата çĕнĕрен калăпласа лартмалли ыйтусем» ăслăлăхпа ĕçлĕх конференцийĕ

Чӑваш патшалӑхӗнчи сувар-пӑлхар палӑкӗсем: тӗпчемелли тата ҫӗнӗрен калӑпласа лартмалли ыйтусемЧӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗ, «Сувар» фонд тата Чӑвашри краеведсен союзӗ йӗркеленипе 2011 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӑслӑлӑхӗсен гуманитари институтӗнче «Чӑваш патшалӑхӗнчи сувар-пӑлхар палӑкӗсем: тӗпчемелли тата ҫӗнӗрен калӑпласа лартмалли ыйтусем» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ.

Пăлхарти консенсус

Фонд возрождения памятников истории и культуры Республики ТатарстанТутар-монголсем XIII ӗмӗрте тапӑнса киличченхи Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн историлпе эткерӗсем камсем текен ыйтӑва тутарпа чӑваш ученӑйӗсем нумай чухне тӗрлӗрен хуравланӑ. Х-ХШ ӗмӗрхи патшалӑхӑн тӗп хули пулнӑ Пӑлхар хулашӗнче юлашки вӑхӑтра пыракан археологи ӗҫӗсем историлле тата обществӑлла дискуссисене ҫӗнӗрен чӗртрӗҫ. Нумай пулмасть ку ыйтупа Шупашкарта тата Чӑваш Енри Патӑрьел районне кӗрекен Шӑнкӑртам тутар ялӗнче те «Шӑнкӑртам вулавӗсем» иртрӗҫ.

«Сувар» фонд Пăлхара çитсе килчĕ

Пӑлхар хула вырнаҫнӑ тӑрӑхӗнчеИртнӗ канмалли кунсенче «Сувар» фонд Шупашкарти гуманитари институчӗн ӑсчахӗсемпе пӗрле тӑван халӑхӑн авалхи несӗлӗсен Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑх вырнаҫнӑ тӑрӑхне кайса килчӗҫ. Институтран Исаев Ю.Н. директор, паллӑ историк, этнограф Иванов В. П., краеведсен пӗрлешӗвӗн пуҫлӑхӗ Бахмисов Э. К. пулчӗҫ. Ҫавӑн пекех ушкӑнра вӗрентӳ колледжӗн директорӗ Сапожников В.В. та пурччӗ. Суварсенчен ҫулҫӳреве Тимӗрпе пӗрле В. Алмантай таврапӗлӳҫӗ, халӑх художникӗ Ю. Ювенальев, Аксар Сӗрмек хутшӑннӑ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен те пулчӗҫ: телекуравран Марина Карягина журналистка , Чӑваш наци радиовӗнчен Роза Деменцова хутшӑнчӗҫ.

Subscribe to RSS - Юрий Исаев