Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗ, «Сувар» фонд тата Чӑвашри краеведсен союзӗ йӗркеленипе 2011 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӑслӑлӑхӗсен гуманитари институтӗнче «Чӑваш патшалӑхӗнчи сувар-пӑлхар палӑкӗсем: тӗпчемелли тата ҫӗнӗрен калӑпласа лартмалли ыйтусем» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ.
Тухса калаҫакансем:
- Исаев Ю.Н., филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор, Чӑваш патшалӑхгуманитари ӑслӑлӑхӗсен директоре. Кӳртӗм сӑмах.
- Иванов В.П., истори ӑслӑлӑхӗсен докторе, К.В. Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗн директоре. В. В. Николаев академикӑн чӑваш халӑхӗ пуҫланса кайнине тӗпченин паллӑрах уйрӑмлӑхӗсем.
- Алмантай В.Н., «Сувар» фонд директоре, тӗпчевҫӗ. 2007—2008 ҫулсенчи ӑслӑлӑх экспедицийӗн пӗтӗмлетӗвӗсем. XVII ӗмӗрте пулнӑ сувар-пӑлхар палӑкӗсене ҫӗнӗрен ӑсталаса лартни.
- Михайлов Е.П., ЧПГӐИ археологи пайӗн ӑслӑлӑхаслӑ ӗҫченӗ. Чӑваш Республикинчи сувар-пӑлхар палӑкӗсене тупса тӗпчесси.
- Ювенальев Ю.Ю., Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художнике. Чӑваш енри музей ӗҫне аталантарассин ыйтӑвӗсем.
- Балтаев Н.М., Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художнике, Культурӑпа искусство институчӗн доценчӗ. «Сувар» тата «Аял Сувар хулашӗ (Аслӑ Таяпа)» этнокультура паркӗсем ҫинчен.
- Бахмисов Э.К., таврапӗлӳҫӗсен ертӳҫи. Тикеш хулашне упраса аталантарасси.
- Адёр Н.М., «Сувар» фонд председателӗ. Тури Кӑмашари «Сувар» музей ҫинчен.
Конференцире тата «Сувар» фончӗн кӑмӑл-сипет кодексӗн проектне сӳтсе явнӑ.