«Туслӑх – вӑхӑта, тӑванлӑх – ӗмӗрлӗхе». Ҫак чӑваш ваттисен сӑмахне Владимир Алмантай хӑйӗн нумаях пулмасть кун ҫути курнӑ «Предания старины глубокой» кӗнекинче эпиграф вырӑнне усӑ курнӑ. «Суварская пословица» тесе палӑртнӑ вӑл унӑн айне. Ку эпиграфпа автор авалхи суварсемпе чӑвашсем хушшинчи ҫыхӑнӑва тепӗр хут ҫирӗплетет.
Кӗнекере автор хӑйӗн тӑван ялӗн – Чӑваш Енри Елчӗк районӗнчи Хӗрлӗ Ҫыр ялӗн историне тӗпченӗ. Хӑй мӗн курнине, ватӑ ҫынсен асаилӗвӗсене авалхи сӑвар-чӑвашсен вилтӑпри палӑкӗсемпе ҫыхӑнтарса ӗненмелле ҫырса кӑтартнӑ. Кӗнекене сӑнӳкерчӗксемпе, авалхи документсемпе пуянлатнӑ.
VII-VIII ӗмӗрсенче сӑвар-пӑлхар йӑхӗсем арабсем хӗснипе Кавказ тӑвӗсем патӗнчен Вӑтам Атӑл тата Кама хӗррине куҫса лараҫҫӗ. X-XII ӗмӗрсенче Пӑлхар патшалӑхӗ уйрӑмах вӑйланса каять. Тутар-монголсем, каярах Уксах-Тимӗр тапӑнса кӗнипе пӑлхар хулисемпе ялӗсем саланнӑ.
Сӑварсем тӑшманран тарса ҫурҫӗрелле вӑрмансене пытаннӑ. Кӑнтӑрта «Тискер хир» пулса кайнӑ, унта ногай тутарӗсем куҫса ҫӳренӗ.
А.И.Хованский палӑртнӑ тӑрӑх, IX-XIII ӗмӗрсенче Пӑлхар патшалӑхӗн ҫурҫӗр-хӗвел тухӑҫ пайӗнче Хӗрлӗ Ҫыр ятлӑ крепость пулнӑ. Вӑл Ылтӑн Урта тапхӑрӗнче, XIII-XV ӗмӗрсенче те пулнӑ ахӑр. Кайран ҫыннисем ҫурҫӗрелле куҫса пынӑ, хальхи Елчӗк районӗнчи Хӗрлӗ Ҫыр ялне вӗсем Алмантай ятлӑ ҫын ертсе пынипе пуҫласа янӑ тесе ӗнентерет кӗнеке авторӗ. Хӑйӗн йӑхне вӑл яла пуҫласа яракан Алмантайран илет. Ҫакна кӗнекере илсе кӑтартнӑ йӑх тымарӗ (генеалогическое древо) лайӑх ҫирӗплетет. Ял аваллӑхне автор ватӑ ҫынсен асаилӗвӗ урлӑ кӑтартать. Унӑн ашшӗ, 1920 ҫулта ҫуралнӑ Николай Иванов тата ялти 1925 ҫулта ҫуралнӑ Василий Кузьмин аса илнӗ тӑрӑх, кивӗ масарта араб ҫырӑвӗ евӗр вилтӑпри чулӗсем пулнӑ. Ҫакӑн пек чулсем паллӑ ҫынсен вилтӑприйӗ ҫине ҫеҫ хунӑ, ахаль ҫынсен вилтӑприйӗ ҫине ахаль чулсем лартнӑ. Ял Канашӗн председателӗ хушнипе сувар-мӑн асаттесен чулӗсене ватса ҫул тума тытӑннӑ. Н.Иванов ҫакна хирӗҫ пулнӑ, ҫырма тӗпӗнчен кирлӗ чухлӗ чул хӑй кӑларма сӑмах панӑ. Сӑмахне тытса чул кирлинчен ытларах та кӑларнӑ, ҫакӑн ҫинчен район хаҫачӗ те ҫырнӑ. Анчах ҫакӑ та, Ял Канашӗн председателӗпе хирӗҫни те пулӑшайман. Палӑксене урапасем ҫине тиесе Канаш ҫулне тума илсе кайнӑ.
Кӗнекере автор А.О.Смолин тӗпчевҫӗ асаилӗвӗсен пӗр страницин ксерокопине илсе кӑтартнӑ: «Эпӗ ҫиччӗре чухне Хӗрлӗ Ҫыр (Полевые Кызыльяры) ялӗ ҫумӗнчи масар ҫинчи чулсене (миҫине астуман) Елчӗкпе Канаш хушшинче ҫул тунӑ ҫӗре лав ҫине тиесе илсе кайса ватса ячӗҫ», – тесе ҫырнӑ унта. Ҫакӑн пирки кӗнекере автор хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет:
«...Нумай ҫул иртрӗ, эпӗ хам та ӗнтӗ виҫӗ ывӑл ашшӗ, анчах хӑш-пӗр шухӑшсем мана халӗ те канӑҫ памаҫҫӗ. Пӗр ыйту тухса тӑрать ума – мӗншӗн? Мӗншӗн манӑн атте пурнӑҫне шеллемесӗр ҫӗршыва хӳтӗленӗ чухне коммунист ятне тивӗҫлӗ пулнӑ, кайран партие ертсе пыракансемпе хирӗҫнӗшӗн ҫак тивӗҫе туртса илнӗ унтан? Мӗншӗн вӑл вӑрҫӑра ыттисемпе пӗрле ҫӗршыва тӑшманран хӳтӗлесе хӑварнӑ, мирлӗ вӑхӑтра хӑйӗн мӑн аслашшӗсен вилтӑприне влаҫрисен мӑшкӑлӗнчен хӳтӗлеймен. Мӗншӗн?»
Ҫак шухӑш мӗнпур кӗнекере тӗп вырӑнта тӑрать. Ял ҫыннисем сӑвар йӑхӗнчен тухнине автор тӗрлӗ япаласемпе ҫирӗплетет. Ялта тупнӑ авалхи кинжал аврин, Сувар хулинче X-XIII ӗмӗрсенче тунӑскерӗн, ҫав вӑхӑтри эрешсен, ҫӗрӗсен, укҫа-тенкӗн, тӗрлӗрен документсен сӑнӳкерчӗкӗсене илсе кӑтартать. Ял историйӗпе паллаштарнӑ чухне те ӳкерчӗксемпе усӑ курать. Пӗр сӑмахпа каласан, кӗнекене хатӗрлеме автор чунтан тӑрӑшни куҫ умӗнчех. Хам автортан тӑватӑ ҫухрӑмри ялта – Турхан ялӗнче ҫуралнӑран, унӑн кӗнекинче калани ҫумне эпӗ хамӑн ача чухнехи асаилӳсене те илсе кӑтартасшӑн. Эпӗ астӑвасса пирӗн ял ҫумӗнче те ҫавӑн пек кивӗ масар пурччӗ. Пӑла шывне юхса кӗрекен Типӗ ҫырман сулахай ҫыранӗнче вырнаҫнӑскер ҫинче ҫырусӑр чулсем выртатчӗҫ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем 70-мӗш ҫулсем пуҫланичченех упранчӗҫ, кайран вӗсене ҫурт-хуралтӑ никӗсӗсем валли илсе кайса пӗтернӗ терӗҫ. Пирӗн йӑхран йӑха куҫакан калав тӑрӑх, ҫак вырӑна мӑн асаттесен – сӑвар турханӗсен салтакӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене пытарнӑ. Турханӗсене хӑйсене Типӗ ҫырман сылтӑм ҫыранне пытарнӑ тет. Ҫыруллӑ чулсем пулнӑ вӗсем ҫинче. Ку чулсене эпӗ астумастӑп, астӑвасса масарӗ хӑй те ҫукчӗ ӗнтӗ. Ун вырӑнне ялти влаҫсем, вӑрҫӑчченех ахӑр, пысӑк путвал чавтарнӑ. Ку путвала чавнӑ чухне этем шӑммисем, тӗрлӗрен эреш, ылтӑн-кӗмӗл укҫасем тупнӑ тет. Хӑш-пӗрисем ылтӑн пайласа ҫапӑҫса кайни ҫинчен те калаҫатчӗҫ. Халӗ вара путвалӗн те йӗрӗ юлман ӗнтӗ.
Ҫапла, хамӑр йӑх тымарне, мӑн асаттесене хисеплеме, вӗсемпе мӑнаҫланма пӗлместпӗр ҫав эпир. Вырӑссем калашле, «Йӑхне маннӑ Йӑван» пулса ӳсетпӗр. Ҫакна Владимир Николаевич Иванов (Алмантай) хӑйӗн ҫӗнӗ кӗнекинче ӗненмелле уҫса панӑ.
Евгений ТУРХАН.
ТР Писательсен союзӗн членӗ,
«Сувар» хаҫат ҫумӗнчи «Сунтал» литпӗрлешӳ ертӳҫи.
Сувар. — 2010 ҫ. — Пуш, 5 (10 (844) №)