Сирӗн умра ывӑнма пӗлмен тараватлӑ та чӗрӗ шухӑшлӑ Антонина Львовӑн иккӗмӗш кӗнеки. Ҫакӑ чӑнах та тӗлӗнмелле пултаруллӑ халӑх поэтессин пӗрремӗш кӑлӑрӑмӗ — «Манӑҫми сӑнарсем» (2009 ҫ.) — вулакансене питӗ килӗшнӗччӗ. Ку хутӗнче вара Антонина Львова 1975—1995 ҫулсенче хашханӑ хӑйӗн сӑввисене, юррисене тата пурнӑҫ ҫинчен шухӑшланисене пичетлесе халӑх умне кӑларса тӑратать.
Львова Антонина Герасимовна 1929 ҫулта майӑн 5-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Лапракасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ — Фёдоров Герасим Фёдорович — учитель, амӑшӗ — Фёдорова Варвара Сергеевна — колхозница пулнӑ. Сакӑр ҫулта Хӑймалакассинчи ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула кайнӑ. Ку шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн Муркаш районӗнчи Тивӗшри вӑтам шкулта вӗренме тытӑннӑ. 1949-мӗш ҫулта Канашри учительсем хатӗрлекен институтри чӑваш чӗлхипе литератури уйрӑмне кӗнӗ. Ку институтран вӗренсе тухсан, 1951-мӗш ҫулта, Чӑваш АССР Ҫут ӗҫ министерствин направленийӗпе Красноармейски районӗнчи Мартынкассинчи 7 ҫул вӗренмелли шкулта ӗҫлеме пуҫланӑ. Ку шкулта виҫӗ ҫул чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. 1954-мӗш ҫулта ҫак районти Шупуҫӗнчи 7 ҫул вӗренмелли шкулта ӗҫлеме тытӑннӑ, ачасене чӑваш чӗлхипе литератури, нимӗҫ тата музыка вӗрентнӗ. 1957-мӗш ҫулта, асӑннӑ районти Чатукассинчи пуҫламӑш шкула 7 ҫул вӗренмелли шкула куҫарнӑ, шкул директорӗ пулма унӑн упӑшкине, Львов Анатолий Львовича, уйӑрса лартнӑ. Вӗсем пӗрле Шупуҫӗнчи шкулта ӗҫленӗ. Упӑшкипе Чатукассинчи 7 ҫул вӗренмелли шкулта ӗҫлеме тытӑннӑ, ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Ку шкула 1958-мӗш ҫулта 8 ҫул вӗренмелли шкул, 1965-мӗш ҫулта, общественность тата ашшӗ-амӑшӗсем ыйтнине тивӗҫтерсе, вӑтам шкул туса хунӑ. Ҫак шкулта Антонина Герасимовна тивӗҫлӗ канӑва тухичченех ӗҫленӗ. Малтанхи вӑхӑтра унта условисем лайӑхах мар пулсан та тухӑҫлӑ ӗҫлеме май тупнӑ. Вӑл чӑваш литератури кружокне йӗркеленӗ. Ачасене сӑвӑсем ҫырма вӗрентме тӑрӑшнӑ. Чатукасси тата ытти ҫывӑхри ялсенчи ватӑсем каласа панисене ҫырса илнӗ. Ялсен, шкулсен историйӗпе, ҫынсен пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарма тӑрӑшнӑ.
1941—1945 ҫҫ. А.Г. Львова Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑннисен, тыл ӗҫченӗсен аса илӗвӗсене, вӗсен ушкӑнпа тата пӗчченшер ӳкернӗ сӑн ӳкерчӗкӗсене, журналсемпе альбомсене пухнӑ. Кунашкал журналсемпе альбомсем 45 яхӑн пухӑннӑ унӑн. Ку ҫӑмӑл мар ӗҫе вӗренекенсене те хастар хутшӑнтарнӑ.
Эсир алла илнӗ кӗнекери сӑвӑсемпе юрӑсем, тӗпрен илсен, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пурнӑҫ пирки, фронт паттӑрӗсемпе тылра нумай вӑй хунӑ ял хӗрарӑмӗсем ҫинчен. Поэтесса хӑй ҫав пурнӑҫа курнӑ, пӗлнӗ, тӳснӗ, ҫавӑнпа та вӑл хайлавӗсене чӗререн тухакан туйӑмпа ҫырнӑ. Ҫавӑн пекех поэтессӑн чӑваш сӑмахлӑхӗ, юррисем пирки, чӑваш халӑх шӑпи ҫинчен шухӑшлани тата ачасене вӗренме чӗнсе каланисем хӑйне май кӑсӑклӑ.
Проект ертуҫисем.