Эпӗ хамӑн сӑмахсене ял-йышӑма, Тутар Пӑрнайӗнче пурӑнакансене, чӗнсе калатӑп: Пӑрнай Алка хула пулнӑ вырӑна хамӑрӑн несӗлсем патне ҫухатусемсӗр ҫитересчӗ.
Пӑрнай сӑвар халӑхӗн историйӗпе питӗ тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӑл Сӑвар хулин ҫывӑхнех вырнаҫни те ҫакӑн ҫинченех калать. Тӗрӗк тӗнчинче сӑвар халӑхӗн (шыв ҫыннисен) историйӗ Междуречье – Месопотами – историйӗ ҫине таянать. Вӗсем Хазар (Каспи) тинӗсӗ хӗрринче пурӑнни паллӑ. Хӑш-пӗр историксем сӑварсем Александр Македонский ҫарӗнче те нумайӑн пулнӑ теҫҫӗ. Халӑхсем йышлӑн вырӑнтан вырӑна куҫнӑ тапхӑрта сӑварсен пӗр пайӗ Атилла хыҫҫӑн хӗвел анӑҫнелле кайнӑ, вӗсен несӗлӗсем паян Францире мӑн аслашшӗсен йӑли-йӗркисене упраса пурӑнаҫҫӗ. Сӑварсен тепӗр пайӗ Атӑлҫипе Урал тӑрӑхне килсе чарӑннӑ. Вӑхӑт иртнӗ май ӑрусем ислам тӗнне йышӑннӑ. Сӑварсенчен хӑшӗсем пӑлхарсемпе хутӑшса кайнӑ, теприсем пӗрле чӑмӑртанса ҫӗнӗ нацие – чӑваш нацине – кун ҫути кӑтартнӑ. Пирӗн районти икӗ ял Чӑваш тата Тутар Пӑрнайӗ юнашар ларнин тупсӑмӗ ҫакӑнта пытаннӑ та ӗнтӗ. Пирӗн халӑхсем хушшинчи тӑванла ҫыхӑну чӑннипех савӑнтарать.
Кам хӑйӗн историне пӗлмест – унӑн пуласлӑхӗ ҫук. Эпӗ ҫирӗм ҫул ытла сӑвар халӑхӗн историне тӗпчетӗп, мӑн асаттесемпе ҫыхӑннӑ историе халалланӑ мероприятисене хастар хутшӑнма тӑрӑшатӑп, Элкел муниципаллӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Фердинат Давлетшин ӑнланса ҫакӑн пек уявсем ирттернӗ чух укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗсене татса парать.
Пӑрнай Алка хула вырӑнне ӗмӗрлӗхе асра хӑварма ҫак тӗле гранит чулпа минарет лартрӑмӑр. Ҫак палӑк тавра йывӑҫсем лартасси пирки Тутарстан Республикин Правитильствине те, ТР культура министерствине те, ТР ял хуҫалӑхӗпе промышленность министерствине те ҫырусем ҫыртӑм. Харама каймарӗ, виҫӗ пин тӗп йывӑҫ пачӗҫ лартма. Эпир ҫывӑх вӑхӑтрах ял-йышпа ҫак йывӑҫсене лартса пӗтерейсен ку эпир тӑван ҫӗре чӑнах та юратни ҫинчен калакан паллӑ пулӗччӗ. Эпӗ халӗ ялта пурӑнакансене кӑна мар, тахҫанах ялтан тухса кайнисене те йывӑҫ лартма килме чӗнетӗп. Историе кӗрсе юлнӑ ҫӗр татӑкӗ ҫинче кашласа ларакан йывӑҫсем ҫине пӑхса тулли кӑмӑлпа: «Ӑна эпӗ лартнӑ», – тесе каламалла пултӑр.
Д. ГАЛИМЗЯН,
таврапӗлӳҫӗ.
Ҫырчалли хули.
Сувар. — 2008 ҫ. — Юпа, 31 (45 (775) №).