Кĕмĕл каç

Саншӑн килчӗ каҫ, маншӑн килчӗ каҫ,

Кӗмӗл тӗс анать тӳперен.

Хӑвӑртрах ларса, савнӑ тусӑм, каҫ,

Эп кӗтеп сана чӗререн.

 

Пурнӑҫ кӗмӗлӗ, пурнӑҫ ылтӑнӗ

Кӗҫӗр каҫ, савни, пирӗнпе.

Сулахайӗ эс, эпӗ сылтӑмӗ,

Ҫул хывар тӗнче варрипе.

 

Пулӗ пурнӑҫӗ, пулӗ йӑнӑшӗ,

Пӗтӗмпех пайлар ҫурмалла.

Йыхӑрать пире ӗмӗр анлӑшӗ,

Ун вӗҫне пӗрле тухмалла.

 

Ан хӑра, савни, ан шиклен, савни,

Ан шыра ултав куҫӑмра.

Эп сана савни, эс мана шанни —

Кӗҫӗрхи вӗри ытамра.