Ах, епле хитре-ҫке каҫӗ,
Сарӑ уйӑх ялтӑрать,
Лашасем шыва анаҫҫӗ,
Таҫта кӗвӗ янӑрать.
«Асатте, ларсам ҫума эс,
Калаҫар-ха шӑплӑхра.
Ыйхӑ темме вӗҫсе кайрӗ –
Пит аван-ҫке улӑхра!
Тахҫанах санран ыйтасшӑн
Мӗншӗн ялӑм «киввине»,
Каласам мана, тархасшӑн,
Пӗр эс ҫеҫ тӗрӗссине».
«Чунӑм, пӗчӗк сар хӗвелӗм,
Ан хурлан, ял кивӗ мар.
Ларт-ха эс мана, телейӗм,
Сӑмах пулӗ кӗске мар.
Сӗм вӑрман кӑна кашланӑ
Ҫакӑнти вырӑнсенче,
Ҫил-тӑман хӗрсе ташланӑ
Йывӑҫсен хушшисенче.
Чӗр чунсем нумай пит пулнӑ,
Юр юрланӑ кайӑксем.
Ҫырмара тӑрӑ шыв юхнӑ,
Ишнӗ тӗрлӗ пулӑсем.
Сӑварсем ҫӗре хакланӑ,
Килнӗ кунта пурӑнма.
Пысӑк ял ҫӗкле пуҫланӑ
Ҫак илемлӗ вырӑнта.
Ҫавӑнтан пуҫланнӑ Саврӑш,
«Сӑвар» тенӗ сӑмахран,
Илӗртӳллӗ йӗри-тавраш
Тухнӑ-ӳкнӗ юмахран.
Ӗҫчен те сӑпайлӑ халӑх
Пулнӑ пирӗн несӗлсем.
Пурӑнӗччӗҫ питӗ лайӑх –
Тапӑнаҫҫӗ монголсем».
«Асатте, каҫар тархасшӑн,
Вӑрҫӑ пуҫланать пулсан,
Кам ҫапӑҫмасӑр юласшӑн,
Анчах пуҫлӑх ҫук пулсан?»
«Пулнӑ, чунӑм, пулнӑ пирӗн,
Саврӑш-паттӑр теҫ ӑна.
Вӑйлӑ пулнӑ, ӑслӑ, ҫирӗп –
Хирӗҫ тӑрса пӑх кӑна!»
«Сывлама памасть хӑрушлӑх –
Хӑтарар саврӑшсене –
Юлтӑр ҫакӑнта пур пурлӑх
Часрах кӳлер утсене».
Халӑха ӑсатнӑ паттӑр
Ҫурҫӗре, шыв леш енне.
«Унта ҫӗн пурнӑҫ хӑпартӑр –
Ан манӑр сӑмахсене!»
Саврӑш пӗтмӗ, вӑл ҫӗкленӗ
Вӑй пулсассӑн алӑра.
Яла Пысӑк Саврӑш тенӗ –
(Савнӑ ял ялан асра).
Малалла шӑвать вӑхӑчӗ,
Вутлӑ тӗтӗм сирӗлет.
Халӑх инҫетре хуйхӑрчӗ –
Кивӗ вырӑн илӗртет.
Утас, чупас, ҫитес, тупас,
Салам, юратнӑ ялӑм!
Кунта халь пулӗ ҫӗнӗ кас,
Ӗҫле, юрла та савӑн!
Кивӗ Саврӑш – кивӗ мар вӑл.
Пулнӑ пирвайхи ҫӑлкуҫӗ...
Ҫывратӑн пуль ӗнтӗ, ыльӑм,
Каҫӗ вӗт чӑнах та уҫӑ...»
Ах, епле асамлӑ каҫӗ!
Сарӑ уйӑх ялтӑрать,
Лашасем канма выртаҫҫӗ.
Кивӗ Саврӑш ҫывӑрать...
Лилия ВАСИКОВА.
Тутарстанри Аксу районӗ, Кивӗ Саврӑш ялӗ.
Сувар. — 2010 ҫ. — Нарӑс, 26 (9 (843) №).
Тата вулӑр