Пăлхарти консенсус

Фонд возрождения памятников истории и культуры Республики ТатарстанТутар-монголсем XIII ӗмӗрте тапӑнса киличченхи Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн историлпе эткерӗсем камсем текен ыйтӑва тутарпа чӑваш ученӑйӗсем нумай чухне тӗрлӗрен хуравланӑ. Х-ХШ ӗмӗрхи патшалӑхӑн тӗп хули пулнӑ Пӑлхар хулашӗнче юлашки вӑхӑтра пыракан археологи ӗҫӗсем историлле тата обществӑлла дискуссисене ҫӗнӗрен чӗртрӗҫ. Нумай пулмасть ку ыйтупа Шупашкарта тата Чӑваш Енри Патӑрьел районне кӗрекен Шӑнкӑртам тутар ялӗнче те «Шӑнкӑртам вулавӗсем» иртрӗҫ.

Шупашкарти чӑваш ученӑйӗсенчен, общественность представителӗсенчен тӑракан ушкӑн ноябрӗн 13-14-мӗшӗсенче Пӑлхар патшапӑх историпе архитектура музей-заповедникӗнче пулчӗ.

Шупашкарти «Сувар» фондӑн председателӗсенчен пӗри Тимӗр Тяпкин ку ҫул ҫӳрев пирки ҫапла капаса пачӗ:

- Тутарстанри ӗҫтешсем патне визит йӗркелекенсенчен пӗри пирӗн фонд. Унта Чӑваш патшалӑх гуманитари наукисен институчӗн директорӗ Ю. Исаев, унӑн ҫумӗ, музей ӗҫӗсен специалисчӗ, Чӑваш тавра пӗлӳҫисен канашӗн ертӳҫи Э. Бахмисов, чӑваш этнологӗ, истори наукисен докторӗ В. Иванов, музей ӗҫӗн паллӑ дизайнерӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ художникӗ Ю. Ювенальев, «Сувар» фондӑн хастарӗ, географ, сувар ӑрӑвӗ ҫинчен ҫырнӑ кӗнекен авторӗ, тӗпчевҫӗ В. Алмантай тата телевидени, радио журналисчӗсем хутшӑнчӗҫ. Эпир Пӑлхар патшапӑх историпе архитектурӑллӑ музей-заповедникӑн директорӗпе Рафаэль Зуфаровичпа тӗл пултӑмӑр. Унпа калаҫу тухӑҫлӑ пугнӗ. Вӑл музей-заповедникӑн администрацийӗ Чӑваш Енри ӗҫтешӗсемпе хӑнасене йышӑнма яланах хатӗррине каларӗ. Шелте, кун пекхӑнасем вӗсем патӗнче сайра-хутра кӑна пулаҫҫӗ-мӗн. Музей экспозицийӗсене хатӗрленӗ ҫӗре чӑваш специалисчӗсене те хутшӑнма сӗнчӗ вӑл.

Хальхи вӑхӑтра Пӑлхар хулашӗнче калама ҫук пысӑк строительство ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Теплоходсем валли конференц-заллӑ, хӑна ҫурчӗллӗ, ултӑ хутлӑ причал тӑваҫҫӗ. Паплах, пысӑк мечӗт строительстви те пырать, Пӳлер хулашӗ ҫумӗнче темиҫе гектар ҫинче этнопарк тума тытӑннӑ. Унта ҫил, шыв арманӗсем, пекарня, тимӗрҫ лаҫҫи тата ытти те пулать теҫҫӗ. Папӑртса хӑварам, ӗҫ кунта талӑкӗпех чарӑнмасть. Проектпа строительствӑн заказчикӗ — М.Шаймиев ертсе пыракан «Возрождение» фонд. Пӑлхар хулине мӑсӑльмансен центрӗ туса хурасси пирки сӑмах пырать ахӑр, строительствӑна чи пысӑк финанспа промышленность бизнесне явӑҫтарнӑ.

Эпир Пӳлер, Сувар хулашӗсенче те пулса куртӑмӑр, чӑн та, вӗсенче хальлӗхе нимӗнле ӗҫ те пымасть. Ҫавӑнпа ҫурма ишӗлчӗк чиркӳсем тӑлӑххӑн лараҫҫӗ, анчах музей ӗҫченӗсем вӗсем патне те черет ҫитессе шанаҫҫӗ. Сувар музейӗн ертӳҫисем пире питӗ лайӑх йышӑнчӗҫ ҫеҫ мар, пӗрле ӗҫлеме те сӗнчӗҫ. Кашни ҫӗрте М.Шаймиевӑн: «Пирӗн пӗр истори», — текен сӑмахӗсемпе ҫирӗплетсе вӗсем Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн историлле астӑвӑмне йӗркелеме чӑваш ученӑйӗсем, историкӗсем, специалисчӗсем те хутшӑнмалли ҫинчен каларӗҫ. Ҫак сӑмахсене илтсен, ЧНК президенчӗ Г. Архипов М.Шаймиев ячӗпе янӑ ҫырура чӑваш специалисчӗсене ҫак ӗҫе хутшӑнтарма ыйтни тӗлӗнтерет. Ара, кам чӑрмантарать? Мӗншӗн хутшӑнмаҫҫӗ? Мӗншӗн-ха кунта юлашки 10 ҫулта Олег Цыпленковсӑр, Евгений Ерагин тавра пӗлӳҫӗсӗр тата Олег Мустаевсӑр пуҫне никам та килмест? Вырӑссем калашле, кам тӳлет, ҫав ташлать мар-и? Атӑлҫи Пӑлхар пирки калас пулсан, кӑмӑлсӑр пулса мӗн-тӗр ыйтмалла мар пирӗн, хамӑрӑн авторитетпа усӑ курса Атӑлҫи Пӑлхарта несӗлсен историне сыхласа хӑварас текенсене ҫак ӗҫе явӑҫтарма тӑрӑшмапла.

Тимер АКТАШ,
Шупашкар.

Сувар. — 2010 ҫ. — Чӳк, 19  (47 (881) №).