Паянхи кун «Шуратӑл» литпӗрлешӳ йышӗнче поэма ҫыракансене кама та пулин асӑнма пулать-ши? Тӑруках хуравлама та ҫук пек. Пелепейри М. Прохорова Ф. Вуколов-Эрликӗн «Телей шыракансем» повеҫӗ тӑрӑх поэма хайланӑччӗ-ха. Ӑна кӗнеке туса та кӑларчӗ. Ку вӑл икӗ автор ӗҫӗ пулни каламасӑрах паллӑ. Ялтӑр Мучин пур пӗр поэма. Малашне эпир поэма ҫеҫ мар‚ поэмӑсен ярӑмне ҫырнӑ‚ кӗнеке туса кӑларнӑ сӑвӑҫӑмӑр та пур тесе калама пултаратпӑр. Кӗнеки те сӗтел ҫинчех. «Ҫеҫенхирти пушар» ятлӑскер. Ку автора пурте пӗлетпӗр: вӑл Федоровка районӗнче ӗҫлесе пурӑнакан тухтӑр Аркадий Русаков. Пушкӑртстанри чӑваш вулаканӗсемшӗн унӑн ячӗ тахҫанах паллӑ.
Халиччен Аркадий Никандровичӑн «Инҫетри тухӑҫра‚ чикӗре…»‚ «Чуллӑ вар»‚ «Страницы чувашской истории» кӗнекесем тухнӑ. Вӗсем пурте прозӑпа ҫырнисем. Халӗ вара – поэзи. Истори тӗлӗшӗнчен пӗр-пӗринпе мӗн чухлӗ те пулин ҫыхӑнса-сыпӑнса тӑракан пилӗк поэма вырӑн тупнӑ унта. Эппин‚ историлле поэмӑсем темелле пуль. Кӗнекен ум сӑмахӗнче ПР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ В.Енӗш ҫапларах ҫырать: «Унта пилӗк поэма‚ апла пулин те ҫав хайлавсенче ҫынсем хушшинчен суйласа илнӗ геройсем ҫук‚ вӗсенчи тӗп герой – пӑлхар-чӑваш‚ сувар-чӑваш‚ хунн-чӑваш халӑхӗ…». Асӑннӑ халӑхсем пурте тӑван халӑхӑмӑрӑн авалхи мӑн аслашшӗсем пулнине чӑваш халӑхӗн историйӗпе кӑсӑкланакансем чухлаҫҫӗ пулӗ. Кашнин хӑйӗн вӑхӑчӗ‚ геройӗсем‚ патшисем пулнӑ. Хамӑра ҫывӑхрах вӑхӑтра пурӑннӑ йӑхташӑмӑрсем ҫинчен калакан «Пӑлхарсем» поэмӑпа паллашар-ха‚ автор истори чӑнлӑхне еплерех тытса пынине‚ ҫав вӑхӑтрах поэзири ӑсталӑхне куҫ хывар.
Поэмӑн эпиграфӗ вырӑнне Н.И. Ашмарин сӑмахӗсене илсе кӑтартнӑ: «Хальхи чӑвашсем никамсем те мар‚ атӑлҫи пӑлхарӗсен тӗп несӗлӗсем пулса тӑраҫҫӗ».
Автор поэмӑри ӗҫсем хӑҫан пулса иртнине хронологи йӗркипе ҫырса кӑтартать. Малтанхи йӗркесенчех вулатпӑр:
Пин те ик ҫӗр ҫирӗм виҫмӗш ҫул.
Явӑнать тусан уй-хирсенче.
Тӗпренет ванса шак хытӑ чул
Чингисханӑн ҫарӗ айӗнче…
Ҫапла тӑрук‚ ум сӑмахсӑр-мӗнсӗр пуҫланать поэма. Тытӑҫу-ҫапӑҫу пуҫланас хӑрушлӑх йӗркесерен ӳссе пырать. Чи малта – Субедей ҫар пуҫӗ. Сӑнӗ хаяр унӑн. Вӑл хушнипе шучӗ ҫук пысӑк утлӑ ҫар малалла васкать. Утсен ури айӗнчи ҫӗр чӗтрет. Ҫуйхашупа шӑв-шава пула тӳпери кайӑксем пере-пере ӳкеҫҫӗ…
Ҫакнашкал тискер ӳкерчӗкпе пуҫланать поэма. Автор вулакан чунӗ ҫӳҫенмелле ҫырса кӑтартма пултарнине палӑртмасӑр иртме ҫук.
Пӑлхар-чӑвашсем хӑйсен ҫӗршывӗнче тыр-пул ӳстерсе‚ выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетсе пурӑннӑ‚ суту-илӳ ӗҫне аталантарнӑ‚ акӑш пек илемлӗ хӗрсем ҫитӗнтернӗ. Пӑлхар патши Челпир халӑхшӑн тӑрӑшнине те манса хӑварман. Малалла эпир пӑлхарсен Пачман ятлӑ ҫар пуҫӗпе паллашатпӑр. Унӑн чеелӗхӗ монголсен ҫарне аркатса тӑкма пулӑшать. Вӑл тӑшмана икӗ ту хушшине улталаса кӗртет те кӗтмен ҫӗртен тапӑнать. Ку ҫапӑҫӑва автор кӗскен те витӗмлӗн ҫырса кӑтартнӑ:
Чакрӗ те вӑл кӑшт ту хушшине‚
Ҫавӑнта кӗрсе кайсан тӑшман
Арӑслан пек сикрӗ ун ҫине.
Чӗвиклетрӗ‚ сывлӑша ҫурса‚
Пӑлхар хӗҫӗ. Касрӗ тӑшмана.
Лашасем йӑванчӗҫ такӑнса‚
Лапчӑтса та амантса ҫынна.
Ҫапӑҫать урса чӑваш-пӑлхар‚
Хӳтӗлет вӑл хӑйӗн ҫӗршывне.
Шеллемест ун аллинчи чукмар
Умӗнчи чӗнмен хӑнасене.
Сӑнӑсем вӗҫеҫҫӗ ту ҫинчен.
Ҫапӑҫу пырать.
Шӑв-шав тӑрать.
Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗршывӗнчен
Чингисханӑн ҫарӗ‚ ак‚ тарать…
Анчах та ку вӑл юлашки ҫапӑҫу мар иккен. Кунашкал тытӑҫусем малалла та нумай пулаҫҫӗ. Ҫапӑҫу вӑл ҫӗнтерӳ кӑна мар‚ ҫухату та.
Поэмӑна вуланӑҫемӗн ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ сӑнарсемпе паллашатпӑр. Челпир вилнӗ хыҫҫӑн патшана Ылттӑнпик ларать. Пачман авланать. Унӑн арӑмӗ – Ылттӑнчеч. Вулакан кунта ҫаплах Атланпа Элпике юратӑвӗ ҫинчен те ҫӗннине сахал мар пӗлет.
Поэмӑн чӗлхине тиркеме ҫук. Вӑл ҫӑмӑллӑн вуланать. Илемлӗх мелӗсемпе усӑ курса ҫырнӑ‚ сӑнарлӑ каланӑ йӗркесем сахал мар:
Пӑлханса Пӑлхар ҫӗкленчӗ кар!
Ҫарӗ ун шӑртланчӗ сӑнӑпа…
Тутарсене сӑнлакан йӗркесем те асра юлаҫҫӗ:
Вӑрмантан тутар-монгол хӑрать‚
Уҫӑ ҫӗрсене вӗреннӗскер.
Тӑшман мӗнле ҫӗрсенчен килнине асра тытса ҫырни питӗ вырӑнлӑ пулса тухнӑ. Ӑнланма йывӑр та кӑнттамрах сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем те тӗл пулаҫҫӗ. Ҫакна вуласа пӑхар-ха:
Кам-ха савмӗ сарӑ хӗрсене
Ҫирӗмре? Вӗренӗ вӑй чухне.
Сӑмахсем хӑйсен вырӑнӗнче мар. Ҫамрӑк чух вӑй вӗрет тени те ӑнӑҫсӑр. Юн вӗрет тетпӗр.
Вулакана автор пултарулӑхӗпе ҫывӑхрах паллаштарас тесе ку поэма ҫинче ытларах чарӑнса тӑтӑмӑр. Пурпӗрех хӑв вуласа тухнине нимӗн те ҫитмест. Ытти хайлавсем пирки кӗскен ҫеҫ каласа хӑварасшӑн. “Шумерсем” поэмӑра сӑмах хӑш вӑхӑт‚ кам ҫинчен пыни ятӗнченех курӑнать. Поэмӑна автор профессора панӑ ыйтуран пуҫласа янӑ. Ыйтӑвӗ‚ паллах‚ чӑвашсен аваллӑхӗпе ҫыхӑннӑ. Ҫапла вара профессор хуравӗ поэма содержанийӗ пек килсе тухнӑ. Вӑл хӑйӗн сӑмахне ҫапларах пуҫлать:
- Ҫапла‚ чӑваш-шумер‚
пӗлсемӗр.
Нумай ӑсчах ҫакна‚ туссемӗр‚
Каланӑ пӗрре мар.
Анчах пӗрремӗш калаканӗ‚
Тӗнче ҫине кӑлараканӗ
Вӑл – академик Марр…
Эппин‚ А. Русаков пуш сӑмах вакламасть‚ истори чӑнлӑхӗсем ҫине таянса ҫырать.
“Тӑмарислу” поэмӑра автор кивӗ эрӑн улттӑмӗш ӗмӗрӗнче Вӑтам Азире пурӑннӑ паянхи чӑвашсен мӑн аслашшӗсем хӑйсем ҫине тапӑнса кӗнӗ перссемпе еплерех ҫапӑҫни‚ вӗсене аркатса тӑкни ҫинчен сӑвӑланӑ. Кун пирки хайлав умне лартнӑ эпиграфрах палӑртса каланӑ.
“Сӑварсем” поэмӑна та кӑсӑклансах вулатӑн. Ӑна та тӑван халӑхӑмӑрӑн историйӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Ҫӗнӗ эрӑн саккӑрмӗш ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче Каспи тинӗсӗ ҫывӑхӗнче сӑварсем хӑйсен патшалӑхӗпе пурӑннӑ‚ анчах вӗсене кӑнтӑр енчен час-часах арапсем тапӑннине хирӗҫ кӗрешме тивнӗ. Вӑйсем чакнипе каярахпа Вӑтам Атӑл тӑрӑхне пӑлхарсем патне килсе вырнаҫнӑ. Сӑварсем те‚ пӑлхарсем пекех‚ хальхи чӑвашсен мӑн аслашшӗсем пулнӑ.
Кӗнекери юлашки поэма “Таркӑнсем” ятлӑ. Унта ҫырса кӑтартнӑ ӗҫсем Пугачев восстанийӗпе ҫыхӑннӑ. Пӗтӗм ӗҫ-пуҫ Арттас ятлӑ ҫамрӑк чӑваш тавра аталанса пырать. Вӑл асӑннӑ пӑлхава тӳрремӗнех хутшӑннӑ‚ ҫакӑншӑн ӑна патша салтакӗсем йӗрлеҫҫӗ. Йӗрлеҫҫӗ ҫеҫ мар‚ ярса та тытаҫҫӗ. Анчах савнӑ хӗрӗ Кӗлпи пулӑшнипе вӑл вӗсенчен тарса хӑтӑлать. Ҫакӑн хыҫҫӑн ун чылайччен тарса ҫӳреме‚ вӑрманта упа шӑтӑкӗнче те пытанса пурӑнма тивет. Юлашкинчен хӑйӗнпе пӗр шухӑшлисемпе Урал тӑрӑхне куҫса килет‚ чӑваш ялӗ пуҫласа ярать. Поэмӑра юрату теми те пысӑк вырӑн йышӑнать. Вулакан чунне ҫӳҫентермелли йӗркесем те чылай.
Кӗнекери поэмӑсем пурте чӑвашсен мӑн аслашшӗсемпе‚ ҫаплах хамӑртан 2-3 ӗмӗр маларах пурӑннӑ йӑхташӑмӑрсен пурнӑҫӗпе‚ ӗҫӗ-хӗлӗпе‚ кӗрешӗвӗпе паллаштараҫҫӗ. Ҫавна май “Ҫеҫенхирти пушар” пире те‚ паян пурӑнакан чӑвашсене‚ поэмӑсенчи сӑнарсем пек хастар та паттӑр‚ йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пыма вӑй-хал ҫитерме хавхалантаракан кӗнеке пулса тӑрать.
А. САВЕЛЬЕВ-САС.
Урал сасси. — 2010 ҫ. — Ҫурла, 26.