Ҫак ҫырӑва мана “Урал сассинчи” “Профессор ялӗ те вырӑсланать‚ те тутарланать” статья ҫырма хистерӗ. Пурте пӗлетпӗр‚ ЮНЕСКО чӑваш халӑхне ҫӗр ҫинчен пӗтекеннисен шутне кӗртнӗ. Ҫакна чӑваш ялӗсенче‚ шкулсенче‚ тӗрлӗ канашра пулса курман ҫын кӑна хирӗҫлеме пултарать. Пӗтӗм Раҫҫейри ҫыравсем те ҫакна ҫирӗплетеҫҫӗ. Апла пулсан пирӗн чӑвашлӑха упрас тата ҫак ӗҫе ҫамрӑксене явӑҫтарас енӗпе ҫитменлӗхсем нумай-ха. Ун пирки калаҫмалла‚ ҫырмалла кӑна мар‚ вӗсене пӗтерме тӑрӑшмалла.
Питӗ тӗрӗс ҫырать Н. Числова хӑйӗн статйинче. Тӳртӳллӗ шкулӗнчи Альбина Александровна Игнатьева вӗрентекен те ахальтен пӑшӑрханмасть. Шкулсенче чӑваш чӗлхи валли пӗрер сехет кӑна хӑварма пуҫларӗҫ‚ ыттисем пурте вырӑс чӗлхи урокӗсем тесен те йӑнӑш пулмасть‚ мӗншӗн тесен вӗсем вырӑсла иртеҫҫӗ. Ҫакӑн пек ҫивӗч ыйтусене кашни канашра‚ наука конференцийӗсенче‚ хаҫат-журналсенче тӑтӑшах ҫӗклемелле‚ симпозиумсем‚ консилиумсем йӗркелемелле. Докладсенче ҫитӗнӳсемпе пӗрле ҫитменлӗхсене те‚ вӗсене мӗнле майпа пӗтерме пулнине те кӑтартса памалла.
Канашсенче вара эпир пӗчӗк ҫитӗнӳсене пысӑклатса‚ темиҫе теҫетке ҫул каярах тунисене хут-хут асӑнатпӑр. Унсӑр пуҫне мероприятисене те‚ уявсене те ытларах вырӑсла ирттеретпӗр‚ хак памастпӑр‚ йӗркелӳ комитечӗ пӗтӗмлетӳ тумасть. Ман шухӑшпа‚ чӑваш халӑхӗ умӗнче вырӑсла доклад тӑвакан чӑвашсене вуҫех сӑмах памалла мар. Вӗсем совет влаҫӗ тесе хӑйсенчен ҫылӑхӗсене сиреҫҫӗ: “Ун чухне пире вырӑсла вӗрентнӗ‚ калаҫтарнӑ”. Совет влаҫӗ пӗтнӗренпе 20 ҫул иртрӗ. Мӗншӗн халӗ те чӑвашла вӗренмен вӗсем? Вырӑссем каларӑшле “Не стыдно не знать‚ стыдно не учиться”. Халӗ экономикӑшӑн та‚ политикӑшӑн та‚ наци ыйтӑвӗшӗн те‚ пуриншӗн те совет влаҫне айӑпласси модӑра. Тарӑнтарах пӑхсан вӗсен пӗр ачипе мӑнукӗ те чӑвашла пӗлмест‚ килти библиотекӑра та чӑвашла кӗнекесем ҫук‚ вырӑсла хаҫат-журнал ҫырӑнса илеҫҫӗ. Чӑваш ял администраци пуҫлӑхӗсен хушшинче “Урал сасси” хаҫата ҫырӑнманнисем пур. “Унта акӑлчанла ҫыраҫҫӗ” имӗш. Ку вӑл вӗсен манкрутлӑхне уҫса паракан пулӑм. Унсӑр пуҫне “ҫак чӑваш юррисен сӑмахӗсене пӗрре те ӑнланса пулмасть” теҫҫӗ. Чӑвашла кӗнеке‚ хаҫат-журнал вуламасан‚ калаҫма тӑрӑшмасан – нихҫан та чӑвашла вӗренейместӗн. Ача-пӑчана ҫак ӗҫе явӑҫтармасан‚ пулас ӑрусем те тӑван чӗлхепе калаҫаймӗҫ.
Юлашки вӑхӑтра нумай ҫыравҫӑ чӑваш халӑхӗн‚ ял историйӗсен кӗнекисене вырӑсла ҫырать. Вырӑсла вуласа чӑвашла вӗренсе пулать-шим? Ахӑртнех‚ ку вырӑс халӑхӗ валли‚ анчах ҫав кӗнекесем вӗсене кӑсӑклантараҫҫӗ-ши? Ӗненес килмест.
В. Капитоновӑн “Ҫак утӑма тума хатӗр-и?” статйи хыҫҫӑн эпӗ “Мӗнле утӑмсем тумалла-ши?” тесе ҫыртӑм. Ҫыракансем тата пулчӗҫ‚ хӑшӗ-пӗри авалхи чӑвашсен ҫут ҫанталӑк тӗнӗ ҫинчен ним те пӗлмест. Авӑркас районӗнчи Чӑваш Хурамалӗнче иртнӗ “Николаевӑн вулавӗнче” Марина Карягина поэтесса чӑвашсен ӗлӗкхи тӗнне ӗненни ҫинчен каласа пачӗ. “Иисус Христосран вӑй ыйтакансем нумай‚ вӑл пурне те хӑват параймасть. Чӑвашӑн Ҫӳлти Турринчен вӑй-хӑват илекен сахал‚ ҫавӑнпа вӑл мана питӗ нумай вӑй парать”‚ – тесе пӗлтерчӗ. Мӑйӗнче те ун хӗрес мар‚ чӑваш хӗрарӑмӗсен хушпу ҫинчи илем палли. Чӑвашсем ӗлӗк те амулетсем‚ талисмансем‚ сыхлӑшсем‚ несӗл паллисем‚ кӗмӗл укҫа-тенкӗрен ӑсталанӑ “алма” тата ытти тӗрлӗ эреш ҫакса ҫӳренӗ.
Асӑннӑ вулава тӑван халӑхӑн ҫивӗч ыйтӑвӗсем ҫинчен Меселпуҫ вӑтам шкулӗнче 7 класра вӗренекен Светлана Никитина пултарулӑх ӗҫӗ тӑратнӑччӗ. Шел пулин те‚ вӑхӑт хӗсӗк пулнӑран тухса калаҫаймарӗ. Ҫак ыйтусене Владимир Алмантайпа сӳтсе яврӑмӑр. Вӑл хӑйӗн “Кто мы‚ суваро-булгары или чуваши?” (каллех вырӑсла) кӗнекипе паллаштарчӗ. Асӑннӑ ҫын чӑвашсене чӑваш мар‚ сӑвар тесе калама пуҫламалла тет. Мӗншӗн тесен “чӑваш” сӑмах ҫӑпатапа ҫӳрекен‚ таса мар‚ трахомӑллӑ ҫынна аса илтерет‚ тет. Пур халӑх та пире ҫапла сӑнлать имӗш. “Сувар” сумлӑ “ар” сӑмахран пулнӑ. Иртнӗ халӑх ҫыравӗнче эпир ҫемйипе хамӑра чӑваш мар‚ сӑварсем тесе ҫыртартӑмӑр‚ тет. Унпа та килӗшме пулать‚ эпӗ хама чӑваш мар‚ сӑвар теме те‚ ҫут ҫанталӑк тӗнне те йышӑнма хатӗр. Мӗншӗн тесен пирӗн пурин те пӗр тӗллев – ҫӗр ҫинче чӑвашлӑха упраса хӑварасси. Хирӗҫлес тесен Алмантая та хирӗҫлесе пулать. Ӗлӗк вара чӑваш кӑна ҫӑпатапа ҫӳренӗ-шим? Вырӑссем те ҫӳренӗ. Чир-чӗр те нацие пӑхса сарӑлмасть. Тепӗр тесен‚ халӑх ҫыравӗсенче пӗрисем чӑваш‚ теприсем сӑвар тесе ҫыртарсан халӑх шучӗ чакӗ‚ сӑвар вак халӑх шутне кӗрӗ‚ унсӑр пуҫне халӑх шутне те кӗртмесӗр хӑварӗҫ.
Ҫавӑнпа та ҫак улшӑнусене Аслӑ Канашра сӳтсе явмалла. Ку вӑл – питӗ кӑткӑс ӗҫ.
Ҫапла вара‚ пирӗн чӑвашах пулас тесен В. Д. Дмитриев‚ Турхан Энтри‚ Арсений Изоркин чӑвашла ҫырнӑ халӑхӑн историне‚ Юхма Мишшин “Авалхи чӑвашсен чаплӑ ҫыннисем”‚ “Хӗвел хапхи”‚ “Кӑвак ҫӗмрен”‚ “Еткер”‚ “Атте пахчи”‚ “Анне ҫӑкӑрӗ” тата ытти историллӗ романсене вуламалла. Ачасене тӗрӗс воспитани парас тесен килте кашни кун чӑвашла юрӑсем янрамалла (пирӗн мӑнуксен чи юратнӑ дискӗ “Янташсем”)‚ Г. Н. Волковӑн “Чувашская этнопедагогика” кӗнеки алӑран каймалла мар.
Начар тӗслӗхсем курӑнма пуҫларӗҫ. Тӗрлӗ конкурс‚ олимпиадӑсем‚ викторинӑсем ирттернӗ чухне “ӑслӑ” ертӳҫӗсем кама пӗрремӗш вырӑнсене памаллине малтанах палӑртса хураҫҫӗ. Жюринче ларакансем вара “мӗншӗн пире кунта суйласа лартрӗҫ” тесе тӗлӗнеҫҫӗ. Кӑрлач уйӑхӗнче Толбазӑра “Наукӑна старт” тӗрлӗ предмет конкурсӗ иртрӗ. Чӑваш чӗлхипе литература вӗренекенӗсен хушшинче вырӑсла ҫырнӑ ӗҫе 1-мӗш вырӑн панӑ. Ку вара ниҫта юрӑхсӑр пулӑм. Ман шутпа‚ чӑвашла ҫырман ӗҫсене жюрин пӑхса тухмалла та пулман.
Юлашкинчен: мӗнле пысӑк сӑлтав тупнӑ-ши “Тивлет” телепередачӑна хупма? Нацисен хушшинчи килӗшӳ ҫулӗнчи сюрприз-ши?! Ҫакӑ халӑха кӳрентерекен ӗҫ мар-и?
И. ЕФИМОВ.
Авӑркас районӗ‚ Меселпуҫ ялӗ.
Урал сасси. — 2011 ҫ. — Ҫу, 30.