Тăван чĕлхешĕн кĕрешмелле

Константин Малышев- Эпир, «Сувар» хаҫат ӗҫченӗсем, тӑван чӗлхепе культура хӳтӗлевӗшӗн пыракан кӗрешӳ айккинче юлма пултараймастпӑр, — ҫирӗппӗн хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет Тутарстанри «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ К. А. Малышев. — Ун пек кӑна та мар, пирӗн ҫав юхӑма ертсе, йӗркелесе тата вӑйлатса пымалла.

- Константин Анатольевич, эсир чӑннипех те «Хаҫат — коллективлӑ пропагандист кӑна мар, коллективлӑ йӗркелӳҫӗ те» текен шухӑша тӗпе хурса ӗҫлетӗр. Вулакансене хӑвӑр мӗн тунипе кӗскен те пулин паллаштарсамӑр?

- Эпир ҫамрӑк-ха — «Сувар» ҫитес ҫул ҫирӗм кӑна тултарать. Апла пулин те пирӗн тус нумай. Малтанхи ҫулсенче хаҫата 1,5—2 пин килре ҫырӑнса илнӗ, халӗ 4—5 пин экземпляр таран ҫапӑнса тухать. Ӑна Тутарстанра кӑна мар, чӑвашсем пурӑнакан ытти регионта та кӑмӑлласа вулаҫҫӗ.

- Тутарстанра чӑвашлӑха хӳтӗлеме йывӑр мар-и?

- Пӗр енчен — ҫӑмӑл, тепӗр енчен — йывӑр та. Паян Тутарстанри 87 шкулта чӑваш чӗлхипе литературине предмет пек вӗрентеҫҫӗ. Республикӑри чӑваш наци культура автономийӗн уйрӑмӗсем йӑхташсем йышлӑ пурӑнакан кашни районтах пур. Влаҫ енчен те культурӑна аталантарас-упрас ӗҫсене йӗркелеме пулӑшу ҫителӗклех.

Тӑван чӗлхе аталанӑвӗ халӑх хӑвачӗпе тата пуласлӑхӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Ҫакна Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи ытти халӑхӑн тӗслӗхӗ аван ҫирӗплетет. Пуринчен ытларах еврейсем тӗлӗнтереҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен патшалӑхне туса хурсан ҫухалнӑ авалхи иврит чӗлхипе ҫырулӑхне ҫӗнӗрен чӗртеҫҫӗ. Вӗсем, нумай хур тӳснӗ пулсан та, хӑйсен нацине хӑюллӑн хӳтӗлеҫҫӗ.

Ҫак виҫепе пирӗн халӑха хаклас пулсан /хӑш-пӗр хушамат хамӑрӑнах юлнӑ пулсан та/ — пирӗн ятсем тахҫанах вырӑса ҫаврӑннӑ, тӗн те ылмашӑннӑ. Иван Яковлевпа унӑн вӗренекенӗсем ӑсласа тупнӑ Ӑ, Ҫ, Ӗ, Ӳ сас паллисемлӗ ҫырулӑхӑмӑр кӑна хамӑр тӗллӗнлӗхе палӑртса тӑрать.

Анчах ҫырулӑхӑмӑр хӑрушлӑхра. Тӑван чӗлхемӗрпе калаҫакансем кӑна мар, вулакансен йышӗ ҫултан ҫул чакни пӗрре те вӑрттӑнлӑх мар.

Хӑй вӑхӑтӗнче Дени Дидро философ: «Вулама чарӑннӑ ҫынсем шухӑшлама пӑрахаҫҫӗ», — тенӗ. Чӑннипе илсен, вулав ҫан-ҫурӑмшӑн хускану кирлӗ пекех. Хӑш чух лайӑх статья вулатӑн та хӑвна ӑслӑ ҫынпа калаҫнӑ пекех туятӑн.

- Халӗ ҫынсем пӗр-пӗрин патне ҫыру ҫӳретмеҫҫӗ. Кӗсье телефонӗ, Интернет татса параҫҫӗ хутшӑнусене.

- Пӗлтӗр хӑйне евӗрлӗ сӑнав турӑмӑр. Пӗлӗшсене яракан Ҫӗнӗ ҫул саламесене чӑваш сас паллисемпе /финсем кӑларакан телефонра пур вӗсем/ ҫыртӑмӑр. Туссем питӗ савӑнчӗҫ. Анне чӗлхипе те СМС ҫырма пулать! Апла тӑк тӑван чӗлхене Интернета кӗртмелле. Ҫав шухӑшпа эпир «Пӗр класра вӗренекенсем» сайтра ятарласах «Сувар» — Тутарстанри чӑвашсен хаҫачӗ» страница уҫрӑмӑр. Унта часах 800 яхӑн вулакан тупӑнчӗ. Вӗсен хушшинче Чӑваш Енре пурӑнакан та нумай... Кашнинченех «Эсир чӑвашла пӗлетӗр-и?» тесе ыйтатӑп. «Пӗлетӗп», «Калаҫатӑп» тесе хуравлаҫҫӗ. Анчах ҫырнӑ чух чӑваш сас паллисемпе усӑ кураймаҫҫӗ. Пулӑшатӑп вара: чӑвашла шрифтсене ӑҫтан «уҫласа илмеллине» вӗрентетӗп.

Иртнӗ ҫул Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Хусана ӗҫлӗ визитпа килсен ӑна Тутарстанри чӑваш пичетӗнче усӑ куракан компьютер клавиатурине парнелерӗмӗр.

- 2010 ҫулта «Сувар» ЧР Журналистсен союзӗн Н. В. Никольский ячӗллӗ премине тивӗҫнӗччӗ...

- Вӑл пирӗншӗн питӗ пысӑк чыс. Хӑй вӑхӑтӗнче пире ӑста журналистсем ҫитменни сахал мар йывӑрлӑх кӳнӗ. Пӗрремӗш редактор Владимир Данилов малтанхи темиҫе номере кӑларнӑ хыҫҫӑн йывӑр чире пула ҫӗре кӗнӗ.

Хаҫата пилӗк ҫул опытлӑ журналист тата писатель, ИТАР-ТАСС корреспонденчӗ Николай Сорокин редакцилерӗ. Ун хыҫҫӑнхи Александр Иванов редактор та хӑй хыҫҫӑн ырӑ йӗр хӑварчӗ. Маншӑн вара тӗп тӗллев — пултарулӑх коллективне тата йышлӑ вулаканпа ҫыракана пӗр тӗвве пӗрлештересси, вӗсене чӑвашлӑха упрассишӗн кӗрешӗве вӑйлӑрах хутшӑнтарасси.

Хаҫат ҫуралнӑ малтанхи 1993—1994 ҫулсенче редакци чӗннипе Чӑваш патшалӑх университетӗнчен тин ҫеҫ вӗренсе тухнӑ ҫамрӑк журналистсем Александр Магарин, Геннадий Федоров, Геннадий Сорокин, Хусанти пединститутра вӗренекен Елена Крылова «Сувара» халӑх патне ҫитерес енӗпе ырми-канми тӑрӑшрӗҫ. Малтан Хусан чӑвашӗсене, унтан районсенчисене чӑвашла хаҫатпа анлӑн паллаштаратчӗҫ, ҫырӑнма хистетчӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах кирек мӗнле тӗл пулусенче те чӑваш кассетисемпе дискӗсене сутатчӗҫ. Унта «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» шухӑша ҫирӗплетни иртнӗ ӗмӗрӗн утмӑлмӗш ҫулӗсенче тӑван чӗлхепе тухакан хаҫатсӑр, радиопа телекуравсӑр тӑрса юлнӑ ҫынсене хавхалану кӳретчӗ. Василий Дедушкин тавра пӗлӳҫӗпе Виталий Елтов сумлӑ журналист кулленех халӑх хушшинчеччӗ.

Хусанта Пераскева ячӗллӗ православи чиркӗвне уҫма пуҫарнисем тата укҫа-тенкӗ пухма пулӑшакансем те — «суварҫӑсем». Вӗсемех малтан Хусанта, унтан районсенче чӑваш культура автономийӗсем йӗркелес ӗҫе ертсе пычӗҫ. Халӗ Тутарстанра кӑна мар, республика тулашӗнче те хӑйӗн ӑсталӑхӗпе палӑрнӑ «Хусан чӑвашӗсем» эстрада ушкӑнне чӑмӑртас, пулас артистсене хавхалантарас енӗпе те нумай тӑрӑшрӑмӑр, тӑрӑшатпӑр та. Республикӑра ҫулсерен «Чӑваш шӑпчӑкӗ» юрӑпа фольклор, «Чи хитре чӑваш пики» тата ҫавӑн евӗрлӗ ытти конкурс иртнинче «Сувар» хаҫатпа унӑн ӗҫченӗсен тӳпи тӗп вырӑнта. 2011 тата 2012 ҫулсенче Тутарстанра республика шайӗнчи чӑваш акатуйӗ /малтан Нурлатра, кӑҫал Пӑва районӗнчи Пӳркел ялӗнче/ йӗркелес ӗҫре те пуҫаруҫӑсем — Чӑваш культура автономийӗпе «суварҫӑсем». Тӑхӑр вуннӑмӗш ҫулсенчи чи йывӑр тапхӑрта «Сувара» ҫӗклес тесе Пушкӑртстанран куҫса килнӗ Борис Борлен-Тихоновпа /тӗп редактор ҫумӗ/ Чӑваш Енре пурӑнсах ултӑ ҫул ятарлӑ корреспондентра тӑрӑшнӑ Анатолий Тимофеев нумай вӑй хунине кӑмӑлтан палӑртать коллектив.

- «Сувара» кирек хӑш регионта та ҫырӑнса илме пулать-и?

- Ҫапла. Унӑн Тутарстан тулашӗнчи индексӗ — 79273. Эрнере 12 страницӑпа тухакан хаҫата ҫур ҫуллӑха ҫырӑнмалли хакӗ 300 тенкӗрен те йӳнӗрех.

Анатолий Тимофеев
калаҫнӑ.