Антонина Львова

Евдокия Исаковна Михайлова (1923 ç. ç.)

941 ҫулхи ноябрӗн 13-мӗшӗнче мана Красноармейски районӗнчи ҫар комиссариатне пыма йыхравларӗҫ. Тӗплӗ калаҫу хыҫҫӑн эпӗ фронта кайма килӗшрӗм. Вӑл тапхӑрта Ҫавалҫырма ялӗнчи ФАПра фельдшерта ӗҫлеттӗм. Тӗрӗссипе каласан, вӑрҫӑ хирне Метикассинчи Ф. А. Архипова медицина ӗҫченӗн каймалла пулнӑ. Каярах вӑл Алманч ялӗнче акушеркӑра тӑрӑшрӗ. Ҫав кунах хамӑн тивӗҫе ял совет председательне Н. М. Михайлова парса хӑвартӑм та Куславкка хулинче вырнаҫнӑ запасри батальона ҫитрӗм.

Чатукассисем — вăрçă вăхăтĕнче

Тӑватӑ ҫула яхӑн тӑсӑлнӑ Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа Ҫӗнтерӳпе вӗҫлес тесе Трак енри хуҫалӑхсем те хӑйсен тӳпине хывнӑ. Чатукасси ял тӑрӑхне кӗнӗ хуҫалӑхсем, уйрӑм ҫынсем оборона фондне еплерех пулӑшу кӳни пирки пичете райархив заведующийӗнче ӗҫленӗ Г. Иванова хатӗрлесе панӑ. Вӑл райхаҫатра 2000 ҫулхи апрелӗн 28-мӗшӗнче пичетленнӗ. Унпа вулакана паллашма сӗнетпӗр.

Клавдия Михайловна Антипова (1923 ç. ç.)

1942 ҫул. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пырать. Питех те нушаллӑ кунсем. Пире, Трак тӑрӑхӗнчи 5 хӗре, кӗркунне, ноябрӗн 27-мӗшӗнче, ҫара илчӗҫ. Малтанах виҫӗ талӑк хушши Канаш станцийӗнче тытрӗҫ. Тепӗр хут комисси витӗр тухрӑмӑр. Ун хыҫҫӑн тавар вакунӗсем ҫине лартрӗҫ те эшелон тапранчӗ. Тӑхӑр талӑк хушши кайрӑмӑр. Ӑҫта илсе каяҫҫӗ — нимӗн те пӗлместпӗр. Типӗ паекпа тӑранса пурӑнтӑмӑр.

Çав кунсен çухалмĕ чапĕ

Ҫав кунсен ҫухалмӗ чапӗВӑхӑт пӗр шелсӗр малалла васкать. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче эпир Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 70 ҫул ҫитнине паллӑ тӑватпӑр. Чатукасси ял тӑрӑхне кӗрекен ялсенчен 1941 — 1945 ҫулсенчи вӑрҫа 473-ӗн тухса кайнӑ, вӗсенчен 225-шӗ паттӑрсен вилӗмӗпе пуҫне хунӑ е хыпарсӑр ҫухалнӑ. Паян пурӑнакансем 4-ӑн. Фронтовиксен асаилӗвӗсем ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани панӑ ҫӗрте калама ҫук пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Каччӑсемпе хӗрсене ентеш-салтаксен паттӑрлӑхӗпе паллаштарас тӗлӗшпе эпир 1975 ҫулта, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 30 ҫул тултарас умӗн, Чатукасси шкулӗн никӗсӗ ҫинче фронтовиксен тӗлпулӑвне йӗркеленӗччӗ.

Pages

Subscribe to RSS - Антонина Львова